Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Эсӗ, этем ывӑлӗ, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене кала: усал ӗҫӗн кунӗнче тӳрӗ ҫынна тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑвараймӗ, хӑй йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑннӑ кун йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗшӗн пӗтмӗ, ҫавӑн пекех тӳрӗ ҫын та ҫылӑха кӗнӗ кун хӑйӗн унчченхи тӳрӗлӗхӗшӗн чӗрӗ юлаймӗ те.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл санӑн хапхунтан аркатса тӑкнӑ хулана кӗнӗ пек кӗнӗ чухне унӑн йышлӑ утӗнчен сана тусан хуплӗ, юланутҫӑсен тата кустӑрмасен, тата вӑрҫӑ ураписен шавӗпе хӳмӳсем чӗтренӗҫ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса тӗрӗс мар тусассӑн, йӗркесӗр ҫын тӑвакан пӗтӗм ирсӗр ӗҫе тусассӑн, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? ӗнтӗ унӑн унччен тунӑ пӗтӗм ырӑ ӗҫне асӑнмӗҫ; вӑл халь тӑвакан усал ӗҫсемшӗн мӗнле ҫылӑха кӗнӗ, ҫав ҫылӑхсемшӗн вилӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав ҫын кӗнӗ чухне херувимсем Ҫуртӑн сылтӑм енче тӑратчӗҫ, шалти картишне пӗлӗт сарӑлнӑччӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пирӗн Санӑн ятна асӑнса тӑмалла пултӑр тесе, Эсӗ пирӗн чӗрене Хӑвӑнтан хӑраса тӑмалла тунӑ; эпир Сана хамӑра куҫарса килнӗ ҫӗрте те аслӑласа мухтӑпӑр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗ аттемӗрсен пур тӳрӗ мар ӗҫне те хамӑр чӗререн сирсе ятӑмӑр.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрта — тӳрӗлӗх, пирӗн вара пит-куҫӑмӑр, паянхи пек, намӑспа хупланнӑ, кирек хӑш иудей те, Иерусалимра пурӑнакансем те, 16. патшамӑрсем те, пуҫлӑхӑмӑрсем те, священниксем те, пророксем те, аттемӗрсем те ҫавӑн пек, 17. мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, 18. Ӑна пӑхӑнман, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлемен, Ҫӳлхуҫамӑр хамӑра хушнӑ пек пурӑнас темен.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пирӗн аттемӗрсем ҫылӑха кӗнӗ; вӗсем ҫук ӗнтӗ, эпир вара вӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсемшӗн асап тӳсетпӗр.7. Отцы наши грешили: их уже нет, а мы несем наказание за беззакония их.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй ухӑ карӑнтаракан тӗкӗрҫӗсем, Вавилон тавра ҫар ӗречӗпе тӑрса тухӑр та пурте ӑна тӗллесе перӗр, ҫӗмренӗрсене ан шеллӗр: вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ; 15. пур енчен те ӑна хирӗҫ кӑшкӑрашӑр; вӑл ӗнтӗ, парӑнса, аллине ҫӗклет; унӑн тӗрекӗсем арканнӑ, хӳмисем ишӗлсе аннӑ, ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа тавӑрни; эсир те тавӑрӑр ӑна; хӑй мӗнле тунӑ, эсир те ӑна ҫаплах тӑвӑр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсене тупакансем вӗсене ҫиеҫҫӗ, вӗсене хӗсӗрлекенсем: «эпир айӑплӑ мар — вӗсем Ҫӳлхуҫапа тӳрӗлӗх ҫурчӗ умӗнче, хӑйсен ашшӗсем шанса тӑнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ» терӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эй Моав ҫыннисем, ӗнтӗ хуласене пӑрахса хӑварӑр та чул тусем ҫинче пурӑнӑр, ҫӗр хӑвӑлне кӗнӗ ҫӗрте йӑва ҫавӑракан кӑвакарчӑнсем пек пулӑр.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ, 3. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Седекия вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вара, тӑваттӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хула хӳмине ҫӗмӗрсе кӗнӗ.2. А в одиннадцатый год Седекии, в четвертый месяц, в девятый день месяца город был взят.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн-ха ҫак ҫӗр ҫинче Эсӗ ютран килнӗ ҫын пек, ҫӗр каҫма кӗнӗ иртен-ҫӳрен пек?Для чего Ты - как чужой в этой земле, как прохожий, который зашел переночевать?
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗлӗхне, йӑвашлӑхне кура Турӑ ӑна сӑваплӑх панӑ, мӗнпур ҫынран ӑна Хӑй валли суйласа илнӗ, 5. ӑна Хӑй сассине илтме тивӗҫлӗ тунӑ, ӑна сӗмлӗхе илсе кӗнӗ, 6. Иакова халала вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑй панӑ йӗркисене вӗрентмешкӗн Вӑл ӑна, куҫа-куҫӑн тӑратса, ӳкӗтсем, пурӑнӑҫ саккунӗ тата мӗн пӗлсе тӑмаллине панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫылӑхлӑ ҫын вара, ҫыншӑн ҫӑка кӗнӗ чухне те услам шыраканскер, тава кӗрсе сутлашма тытӑнать.22. Грешник, принимающий на себя поручительство и ищущий корысти, впадет в тяжбу.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫылӑхлӑ ҫын хӑйӗншӗн ҫӑка кӗнӗ ҫыннӑн пурлӑхне аркатать, пархатарсӑр этем хӑйне хӑтаракана пӑрахать.19. Грешник расстроит состояние поручителя, и неблагодарный в душе оставит своего избавителя.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑвӑншӑн ҫӑка кӗнӗ ҫынна ан ман: вӑл саншӑн хӑйӗн чунне кӑларса хунӑ.18. Не забывай благодеяний поручителя; ибо он дал душу свою за тебя.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӑй упӑшкине пӑрахса ют артан ача ҫуратакан арӑма та ҫавах пулӗ: 32. пӗрремӗшӗнчен, вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне пӑхӑнман, иккӗмӗшӗнчен, упӑшки тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗнӗ, виҫҫӗмӗшӗнчен, аскӑнланса ҫӳресе ют артан ача-пӑча ҫуратнӑ.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.