Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эппин сăмах пирĕн базăра пур.
эппин (тĕпĕ: эппин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин, аталану та ҫак тытӑмра пуринчен ытла пулмалла пек.

Значит, и развитие больше всего в этом направлении должно быть.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Эппин ял хуҫалӑх таварӗн тухӑҫлӑхне те витӗм кӳрет.

Следовательно, влияет на продуктивность товаров сельского хозяйства.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«Эппин, малашне пулччӑр», — пухӑннисене вӑрӑм кун-ҫул сунчӗ республика Пуҫлӑхӗ.

«В таком случае, пусть впредь так будет», — пожелал собравшимся долгих лет жизни Глава республики.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Эппин, хӑйӗн ӑшшине ют ачасене те валеҫекенскер ырӑлӑха ӳнер урлӑ та хӑй тӗслӗхӗпе вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Эппин, ҫӗнӗ ҫулҫӳреве — пылак сухан шыравне — тухма хатӗр-и эсир?

Итак, в новое путешествие - в поиск сладкого лука - вы готовы идти?

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Эппин, карточка номерӗ кирлӗ — ҫын цифрӑсене пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Эппин, сунаспа килекен ҫынна та темиҫе врач патне яни медиксемшӗн тупӑшлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Нумайӑшӗ тупӑш илет-тӗр, анчах официаллӑ майпа ӗҫлеменнине кура налук тӳлемеҫҫӗ, эппин, ӗҫ паракансем вӗсемшӗн укҫа куҫармаҫҫӗ — вӗсене сиплемешкӗн республика бюджечӗн тӑкакланма тивет.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эппин, ҫынсем пур енлӗ культурӑллӑ пулма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эппин — шӑтрех, сая каймарӗ Эсир акса хӑварнӑ вӑрлӑх.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эппин, пуласлӑхсӑр ял темелле мар.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӑха пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене васкавлӑн татса парасси, муниципалитетсенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата унӑн шайне ӳстересси, эппин обществӑри ҫирӗплӗх те, шӑпах ҫынсене ҫывӑхрах тӑракан ҫак шайри влаҫ представителӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхӗнчен килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Эппин, вӗсен вӑррине илсе юлсассӑн тепӗр ҫул паха ҫимӗҫ илесси пулмӗ.

Значит, если оставить на следующий год семена, то высокого урожая не будет.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

9. Симон Петр калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эппин, урана кӑна мар, аллӑма та, пуҫӑма та ҫу, тет.

9. Симон Петр говорит Ему: Господи! не только ноги мои, но и руки и голову.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иисус вара вӗсене тӳррӗнех каланӑ: Лазарь вилнӗ; 15. Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп: сире ҫирӗпрех ӗнентересшӗн Эпӗ унта пулмарӑм; эппин, каяр ун патне, тенӗ.

14. Тогда Иисус сказал им прямо: Лазарь умер; 15. и радуюсь за вас, что Меня не было там, дабы вы уверовали; но пойдем к нему.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑн чухне тӑванӗсем каланӑ Ӑна: кунтан Иудейӑна тухса кай — Эсӗ тӑвакан ӗҫсене Хӑвӑн вӗренекенӳсем те курччӑр, 4. палӑрас тесен никам та нимӗн те вӑрттӑн тумасть; Эсӗ ҫавнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан, Хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин, тенӗ.

3. Тогда братья Его сказали Ему: выйди отсюда и пойди в Иудею, чтобы и ученики Твои видели дела, которые Ты делаешь. 4. Ибо никто не делает чего-либо втайне, и ищет сам быть известным. Если Ты творишь такие дела, то яви Себя миру.

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Филипп ӑна: кайса пӑх эппин, тет.

Филипп говорит ему: пойди и посмотри.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Унран тата: эсӗ кам эппин? Илия-и? тесе ыйтнӑ.

21. И спросили его: что же? ты Илия?

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

16. Но, как ты тепл, а не горяч и не холоден, то извергну тебя из уст Моих. 17. Ибо ты говоришь: «я богат, разбогател и ни в чем не имею нужды»; а не знаешь, что ты несчастен, и жалок, и нищ, и слеп, и наг. 18. Советую тебе купить у Меня золото, огнем очищенное, чтобы тебе обогатиться, и белую одежду, чтобы одеться и чтобы не видна была срамота наготы твоей, и глазною мазью помажь глаза твои, чтобы видеть. 19. Кого Я люблю, тех обличаю и наказываю. Итак будь ревностен и покайся. 20. Се, стою у двери и стучу: если кто услышит голос Мой и отворит дверь, войду к нему, и буду вечерять с ним, и он со Мною. 21. Побеждающему дам сесть со Мною на престоле Моем, как и Я победил и сел с Отцем Моим на престоле Его. 22. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам.

Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эппин, эпир те Ун патне тапӑр тулашне тухар, Вӑл курнӑ мӑшкӑла тӳсер; 14. пирӗн кунта ялан пурӑнас хула ҫук — эпир ҫитес ӗмӗрти хулана шыратпӑр.

13. Итак выйдем к Нему за стан, нося Его поругание; 14. ибо не имеем здесь постоянного града, но ищем будущего.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех