Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ут утланса эпӗ вӑрман урлӑ нихҫан та сиккипе вӗҫтермен.И никогда в жизни я не мчалась таким бешеным карьером на лошади через лес.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем чӗнтӗрлӗ хулӑм карлӑка тин ҫеҫ сӑрласа пӗтереҫҫӗ; милиционерсем те халӑха тилмӗрсех тӑраҫҫӗ, кӗпӗрленмесӗр, чарӑнса тӑмасӑр, тӗрткелешмесӗр иртсе ҫӳреме асӑрхаттараҫҫӗ; ҫуланса хӑрӑмланнӑ хура каччӑ та, йывӑр утюгне утланса, каллӗ-маллӗ ҫӳреме пӑрахман-ха кунта, — машина ҫынсем умӗнче вӑйӗпе мухтанса, пӑсланса тӑракан асфальта якатать; ҫав вӑхӑтрах кӗпер варрипе машинӑсем иртеҫҫӗ, кӗпер ик хӗррипе утма ҫулсем тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫын хӗвӗшет.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кулленех эпӗ, ҫак лаша ҫине утланса, хула хыҫне Пугачев юланутҫисемпе пӗркелешсе илме (перестрелка) тухатӑп.На этой лошади ежедневно выезжал я за город перестреливаться с пугачевскими наездниками.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ тӑлӑп тӑхӑнса лаша ҫине утланса лартӑм, хампа пӗрле Савельича та лартрӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Лашине салтса утланса тараканӗ Азамат пулнине куракан часовой хӑй курни ҫинчен тунма шутламан ӗнтӗ.Часовой, который видел, как Азамат отвязал коня и ускакал на нем, не почел за нужное скрывать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӑйӗн упӑшкипе тата хӑшпӗр кӳрӗшӗсемпе канашласа пӑхнӑ та, вара пурте: Мария Гавриловнӑна хӑйне ҫапла турӑ ҫырнӑ пулӗ, ҫырнинчен ут утланса та тараймӑн, чухӑнлӑх пӑсӑклӑх мар, арлӑ-арӑмлӑ пулса пуянлӑхпа мар, ҫыннипе пурӑнмалла, тата ҫавӑн пек урӑх та калаҫса, пӗр кавара килнӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унтан, тупӑ ҫине утланса ларса, пӗтӗм сасси тухнӑ таран тенӗ пек, авалхи хурлӑхлӑ юрра янратса ячӗ:Потом сел на пушку верхом и запел во все горло меланхолическую старую песню.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ут утланса сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ тарҫӑ, хӑнасем сӗтел хушшинчен тухса ӗлкӗричченех, каялла тавӑрӑнать те, хӑйӗн улпутне Андрей Гаврилович вӑл мӗн хушнине итлеменни ҫинчен, каялла тавӑрӑнма кӑмӑл туманни ҫинчен каласа парать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӑвӑрт кӑна урипе йӗнер тимӗрӗ ҫине пусрӗ те, лаши ҫине утланса ларчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Офицер лаша патне пычӗ, анчах утланса лариччен малтан лашине ҫирӗп те илемлӗ мӑйӗнчен лӑпкаса илсе, пӗр катӑк сахӑр хыптарчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл сарӑ-кӗрен тӗслӗ, смалаллӑ турат ҫине утланса ларнӑ, аллипе йывӑҫа ыталаса, пуҫне ун ҫумне тӗрентерсе, ача ыйхипе пит те тутлӑ ҫывӑрнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗтӗмӗшпе илсе каласан, кунта юмахри пек илемлӗ пулнӑ; ҫавӑн пек илем вырӑс ҫыннин чӗришӗн чӑнах ҫав тери ҫывӑх та хаклӑ, вӑл тӗрлӗрен асаилӳсем ҫуратать: акӑ Иван-патша кашкӑр ҫинче утланса пырать, Иван-патши пуҫӗ ҫинчи пӗчӗкҫеҫ ҫӗлӗкне чалӑшшӑн лартнӑ, хӗвне вут-кайӑкӑн тӗкне тутӑрпа чӗркесе чикнӗ; ак тата арҫурин темӗн пысӑкӗш ҫӑмламас урисем; акӑ чӑх урисем ҫинче тӑракан юмахри пӗчӗк пӳрт аса килет, — тата, тата темӗн те пӗр!
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ун хыҫне Харитонов утланса ларчӗ, тытса пыма.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ут утланса малалла вирхӗнме ҫуралнӑскер ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест!
Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№
Ҫамрӑк чухне ут утланса нумай ҫӳренӗ.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Асамат Балтаев лаша утланса клипра пӗрле ӳкерӗнме килӗшрӗ.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Ку ӗнтӗ Ҫырура: «эй Сион хӗрӗ, ан хӑра! акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет» тесе ҫырнӑ пек пулнӑ.Как написано: Не бойся, дщерь Сионова! се, Царь твой грядет, сидя на молодом осле.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14-15. Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланса ларнӑ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ефрем — ӗҫе вӗрентнӗ, авӑн ҫапма хӑнӑхнӑ пӑру, Эпӗ Хамах унӑн хулӑн мӑйне сӳсмен тӑхӑнтартӑп; Ефреме утланса ҫӳреме тытӑнӗҫ, Иуда сухаласа пырӗ, Иаков сӳрелӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.