Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара Иодайпа унӑн ывӑлӗсем, ӑна патшана лартса, пуҫне ҫу сӗрнӗ те: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан вӑл Охозияна шырама хушнӑ, ӑна вара Самарире пытанса пурӑннӑ чухне ярса илнӗ те Ииуй патне илсе пынӑ; ӑна ӗнтӗ вӗлернӗ, ҫапах та «вӑл — Ҫӳлхуҫа патне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ Иосафат ывӑлӗ» тесе, тирпейлесе пытарнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сири ҫыннисем ҫавӑнта Иорама амантнӑ, 6. вӑл Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне пулнӑ суранӗсене сиплес тесе Изрееле таврӑннӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
тесе юрласа пымалла пулнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иосафата курсассӑн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 26. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫӑкӑрпа шыва ҫителӗксӗр парса тӑрӑр, тесе калать тейӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрӗссине каланисӗр пуҫне эсӗ мана урӑх нимӗн те ан кала тесе миҫе хут тархасламалла сана? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аса вӑтӑр улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вааса, Израиль патши, Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе Рама хулине тума тытӑннӑ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем ирсерен те каҫсерен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳреҫҫӗ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗреҫҫӗ, таса сӗтел ҫине ретӗн-ретӗн парне ҫӑкӑрӗсем хураҫҫӗ, кашни каҫ ҫунса тӑччӑр тесе ылтӑн ҫутаткӑҫпа унӑн лампадисене ҫутаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр панӑ йӗркене тытса тӑратпӑр, эсир вара ӑна пӑрахнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ вара эсир, хӑвӑр питех те йышлӑн пулнипе тата хӑвӑра Иеровоам турӑ тесе туса панӑ ылтӑн пӑру кӗлеткисене шанса, Давид ывӑлӗсен аллинчи Ҫӳлхуҫа патшалӑхне хирӗҫ тӑма шутлатӑр.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ровоам Иерусалима ҫитнӗ те, Израильпе ҫапӑҫса патшалӑха хӑй аллине тавӑрас тесе, Иудӑпа Вениамин килӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни чӗнсе пуҫтарнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп] тесе кала, тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн чӗрине Турӑ хывнӑ ӑслӑлӑха итлесе пӑхасчӗ тесе, ҫӗр ҫинчи пур патша та Соломонпа курнӑҫма май шыранӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиле юратнӑран, вӑл ӗмӗр тӗреклӗ тӑтӑр тесе, Хӑвӑн Турру сана унӑн патшине лартнӑ — тӳрӗ сут тума, тӗрӗссине тума лартнӑ, тенӗ Савея ҫӗрӗн патши.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑна калӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Туррине, пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсене иленнӗшӗн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, вӗсене ӗҫлесе тӑнӑшӑн, — ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине ҫак пӗтӗм йывӑрлӑха янӑ, тесе калӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ Ман умӑмра хӑвӑн аҫу Давид ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пырсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесемпе Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн, 18. Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «Израиле тытса тӑракан [ар] пӗтмӗ санӑн» тесе сӑмах панӑ пек, санӑн патшалӑхун аслӑ пуканне тӗреклӗ лартӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Священниксем хӑйсен вырӑнӗнче тӑнӑ, левитсем вара Давид патша Ҫӳлхуҫана мухтавлама тунӑ сӑпрайсемпе тӑнӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫана Давид юррипе: «Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе аслӑланӑ; левитсемпе тӗлме-тӗл тӑракан священниксем трупапа кӑшкӑртнӑ, пӗтӗм Израиль ура ҫинче тӑнӑ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн, 37. вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 38. хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 39. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.