Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Турӑ хӑвачӗпе Лехӑри пӗр путӑкран ҫӑл тапса тухнӑ, Самсон тӑраниччен шыв ӗҫнӗ те сывлӑшне ҫавӑрса янӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Йӑлӑнаканӑн ҫӑлӗ тесе ят панӑ, Лехӑра ӑна паян кун та курма пулать.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла каласан, янах шӑммине айккинелле ывӑтнӑ, ҫав вырӑна вара Рамаф-Лехи# тесе ят панӑ.17. Сказав это, бросил челюсть из руки своей и назвал то место: Рамаф-Лехи.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самсон вӗсене каланӑ: мана вӗлерместпӗр тесе сӑмах парӑр, тенӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Галаадсем ӑна: «шибболет тесе кала-ха» тенӗ, лешӗ тӗрӗс калайман, «сибболет» тенӗ.6. Они говорили ему «скажи: шибболет», а он говорил: «сибболет», и не мог иначе выговорить.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Галаад ҫыннисем Ефрем ывӑлӗсенчен Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫине туртса илнӗ, Ефрем йӑхӗнчен чӗрӗ юлнисем кам та пулин «Мана тепӗр енне каҫма ирӗк парсамӑр» тесен, Галаад ҫыннисем унран: эсӗ Ефрем ҫынни мар-и? тесе ыйтнӑ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Тӳре паян Израиль ывӑлӗсемпе аммонсем хушшинче тӳре пултӑр! тесе калӑр, тенӗ элчисене Иеффай.Господь Судия да будет ныне судьею между сынами Израиля и между Аммонитянами!
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. [Авимелех] тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне йӑтса ҫӳрекен ҫамрӑк ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: ман ҫинчен «ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ» тесе ан калаччӑр, ҫавӑнпа хӗҫне кӑлар та вӗлер мана, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23-24. Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлӗшӗн тавӑрма, вӗсен юнӗ вӗлерекене — хӑйсен тӑванне, хӑйӗн тӑванӗсене вӗлернӗ Авимелехе — тата унӑн аллине хӑйӗн тӑванӗсене вӗлерме тӗрек хушнӑ Сихем ҫыннисене ҫиттӗр тесе, Турӑ Авимелехпе Сихем халӑхӗ хушшине усал сывлӑш янӑ, вара Сихем халӑхӗ Авимелехе пӑхӑнми пулнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ виҫӗ ушкӑнӗ те какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ, сулахай алӑпа ҫутаткӑҫ тытса, сылтӑммипе какӑрпа кӑшкӑртнӑ, хӑйсем: Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Каланӑ вӗсене: ман ҫине пӑхӑр та эпӗ мӗн тунине тӑвӑр; акӑ эпӗ тапӑра анатӑп, эпӗ мӗн тӑватӑп, эсир те ҫавна тӑвӑр; 18. эпӗ тата манпа пӗрле пыракансем какӑрпа кӑшкӑртса ярсан, эсир те пӗтӗм тапӑр тавра какӑрпа кӑшкӑртса ярӑр, ҫав хушӑра «Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ!» тесе кӑшкӑрӑр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫав кунран пуҫласа Гедеона ӗнтӗ Иероваал# тесе чӗнме пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑх: чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗшӗн Ваал Гедеонпа хӑй сутлаштӑр, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Гедеон вара ҫав вырӑнта Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Шалом# тесе ят панӑ.24. И устроил там Гедеон жертвенник Господу и назвал его: Иегова Шалом.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гедеон ӑна каланӑ: хуҫамӑм! Ҫӳлхуҫа пирӗнпе пӗрле пулсан, мӗншӗн-ха пире ҫак хӗн-асап килсе ҫитрӗ, аттемӗрсем пире: «Египетран пире Ҫӳлхуҫа илсе тухрӗ» тесе каласа паратчӗҫ, Унӑн ҫав тӗлӗнмелле хӑвачӗсем ӑҫта вара?
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. [Сисара] ӑна каланӑ: эсӗ алӑк патне тӑр, кам та кам килес пулсан, «кунта ҫын пур-и?» тесе ыйтас пулсан, эсӗ «ҫук» те, тенӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Израиль ывӑлӗсен килес ӑрӑвӗсем, вӑрҫӑ курманскерсем, вӑрҫӑ мӗнне пӗлччӗр, ҫапӑҫма вӗренччӗр тесе, израильсене — Ханаан вӑрҫисене пӗлменскерсене — сӑнама Ҫӳлхуҫа хӑварнӑ халӑхсем ҫаксем: 3. пилӗк пуҫлӑха пӑхӑнса тӑракан Филисти халӑхӗ, мӗнпур ханаан, Сидон халӑхӗ тата Ливан тӑвӗ ҫинче, Ваал-Ермон тӑвӗпе Емаф хули хушшинче пурӑнакан евейсем.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл вырӑна Бохим# тесе ят панӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫав ҫын кайран хетсен ҫӗрне кайнӑ та [унта] хула лартнӑ, ӑна Луз тесе ят панӑ.26. Человек сей пошел в землю Хеттеев, и построил [там] город и нарек имя ему Луз.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Парне вырӑнне вара Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем [тата Манассиян ҫур йӑхӗ] Ед# тесе ят панӑ, вӗсем: мӗншӗн тесессӗн вӑл — пирӗн хушшӑмӑрти кӳнтелен, вӑл Ҫӳлхуҫа пирӗн Туррӑмӑр иккенне астутарса тӑрать, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпир ҫапла шутларӑмӑр: эхер те пире, пирӗн ӑрусене кайран ҫапла калас пулсассӑн, эпир калӑпӑр: Ҫӳлхуҫа парни вырӑнӗ евӗрлӗскерне куратӑр-и — ӑна пирӗн аттемӗрсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме мар, ытти парне кӳме те мар, вӑл пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑрта [тата пирӗн ывӑлӑмӑрсем хушшинче] кӳнтелен пултӑр тесе тунӑ тейӗпӗр, терӗмӗр.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.