Шырав
Шырав ĕçĕ:
38. Священниксен йышӗнче священник ӗҫне туса тӑракансем, анчах йӑх-кӑк кӗнекинче тупӑнманнисем пулнӑ: Овдий ывӑлӗсем, Аквос ывӑлӗсем, Иадду ывӑлӗсем; ҫав Иадду ӗнтӗ Верзеллий хӗрне Авгийӑна качча илнӗ те — ӑна Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнтах кашнийӗ хӑйӗн сӑмахне ҫырса, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ та ӑна Дарий патша пуҫ вӗҫне хурса каланӑ: 9. патша вӑрансан, ӑна эпир ҫырнине парӗҫ; патшапа Персин виҫӗ аслӑ улпучӗ, мӗн ҫырнине тишкерсе, хӑшӗн сӑмахне ӑслӑрах тесе йышӑнӗҫ, ҫавна мала хурӗҫ, тенӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӑл Иудейӑпа Иерусалимра виҫӗ уйӑх хушши патшара ларнӑ; вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Египет фараонӗ ӑна патшаран сирпӗтнӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑматкун нимӗнле ҫӗклем те хулана ан кӗрейтӗр тесе хам тарҫӑмсене те хапхасем умне тӑратрӑм.И слуг моих я ставил у ворот, чтобы никакая ноша не проходила в день субботний.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ, 8. вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн чухне вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ саккунра Израиль ывӑлӗсен ҫиччӗмӗш уйӑхра, уяв кунӗсенче, хӳшӗре пурӑнмалла тесе ҫырнине тупрӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Тата священниксенчен: Ховаия ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем — ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана хӑратас тесе, Товия ҫырусем яратчӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ман пек ҫын чӗрӗ юлас тесе Турӑ Ҫуртне пытанать-и?
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ вӗсем пире хӑратсах тӑратчӗҫ: аллисем усӑнӗҫ те ку ӗҫе пӑрахӗҫ, ӗҫӗ путланӗ тесе ӗмӗтленетчӗҫ; манӑн аллӑм вара тӗреклӗленчӗ ҫеҫ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унта ҫапла ҫырнӑччӗ: «халӑхсем хушшинче сӑмах ҫӳрет, Гешем та ҫавнах калать: эсӗ тата Иудея уйӑрӑлма шут тытнӑ имӗш, ҫавӑнпа хӳме тӑватӑн та, эсӗ вӗсен патши пуласшӑн теҫҫӗ; 7. эсӗ хӑвӑн ҫинчен Иерусалимра чап сарма, «ку — Иудея патши!» тесе калаттарма пророксем те тупнӑ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Санаваллат, Товия, Арави ҫынни Гешем тата пирӗн ытти тӑшмансем эпӗ пӗтӗм хӳмене юсаса тухни ҫинчен, унта ӗнтӗ нимӗнле шӑтӑк-ҫурӑк та юлманни ҫинчен илтнӗ те, — пӗр тесен, ҫав вӑхӑт тӗлне эпӗ хапха алӑкӗсене ҫакса пӗтерейменччӗ-ха, — 2. Санаваллатпа Гешем ман патӑма: кил, Оно тӳремлӗхӗнчи пӗр-пӗр ялта тӗл пулӑпӑр, тесе калама ҫын ячӗҫ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ священниксене чӗнсе илтӗм те лешӗсене вӗсен умӗнче «мӗн каланине пурнӑҫлӑпӑр» тесе тупа тутартӑм.И позвал я священников и велел им дать клятву, что они так сделают.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен ҫывӑхӗнче пурӑнакан иудейсем «сирӗн ҫине пур енчен те тапӑнаҫҫӗ» тесе пӗр вунӑ хут та каларӗҫ пире, 13. ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хула ҫумӗнчи айлӑм вырӑнсене, хӳме леш енне, уҫӑ вырӑнсене халӑха ӑрусем тӑрӑх, хӗҫсемпе, сӑнӑсемпе, ухӑсемпе тӑратса тухрӑм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Туррӑмӑр умӗнче йӑвашланас, хамӑршӑн, хамӑр ачасемшӗн тата хамӑрӑн мӗнпур пурлӑхшӑн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтас тесе, Агава юханшывӗ хӗрринче эпӗ типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм, 22. мӗншӗн тесессӗн хамӑра ҫул ҫинчи тӑшмансенчен сыхласа пыма патшаран ҫарпа юланутсем ыйтма эпӗ иментӗм: патшапа сӑмахласа, эпир ҫапла каланӑччӗ: Хӑй патне пыракансемшӗн пирӗн Туррӑмӑрӑн алли — ырӑлӑх кӑтартакан алӑ, Хӑйне пӑрахакансене вара пурне те Унӑн хӑвачӗ, Унӑн ҫилли ҫитет! тенӗччӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата эпир, сана пӗлтерсе ҫырса ярас тесе, вӗсен аслӑ ҫыннисен ячӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара вӗсем, пӗр-пӗринпе ылмашӑнса: «мухтавлӑр», «Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр», «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе юрлама пуҫланӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чул касакансемпе йывӑҫ каскалакан ӑстасене кӗмӗл панӑ, Сидонпа Тир ҫыннисене вара — вӗсем Перси патши Кир ирӗк панипе Ливанран тинӗс урлӑ Яффӑна кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑччӑр тесе — ӗҫме-ҫиме, ҫу парса тӑма тытӑннӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Тата священниксен ывӑлӗсенчен: Хебая ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем; ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те, вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.