Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫынсем хушшинчен пӗри, черкеска тӑхӑннӑскер, пехота ҫарӗн тӗп инспекторӗ.

И среди этих людей, в черкеске, главный инспектор пехоты.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Петлюрӑн тӗп хули — Винница хули пулса тӑчӗ.

Столицей петлюровщины стал скромный город Винница.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах ҫав самантрах аялтан, тӗп штаб патӗнчен, сигнал ракети ҫӳлелле сирпӗнчӗ — «пӳрте пухӑнмалла» тесе пӗлтерчӗ.

Но в это же самое мгновенье снизу, от главного штаба, взвилась сигнальная ракета — всем сбор».

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Анчах чее Натка ун пек ӗҫрен усси сахал пулассине часах тавҫӑрса илчӗ те, Владика пӗр ҫӗклем пӗчӗк ялав тыттарса, вӗсене аялла йӑтса кайса лагерьти тӗп площадкӑри дежурнӑя пама хушрӗ.

Но хитрая Натка сразу смекнула, что от такой работы толку будет мало, и, всучив Владику целую кипу маленьких флажков, приказала тащить их вниз и сдать дежурному по главной лагерной площадке.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Васкӑр, буржуйсем, тӗп тӑвӑр ҫав мӑнкӑмӑллӑ Ачана.

Торопитесь же, буржуины, и погубите этого гордого Мальчиша.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Эпӗр тӗп тӑвӑпӑр вӑл Ачана.

— Мы погубим этого Мальчиша.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Тӗп редактор пулнӑ май районти хуҫалӑхсене ҫитет, ҫав шутра Кӗтнепуҫне те.

Куҫарса пулӑш

Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ун умӗнхи тӗп редактор тивӗҫлӗ канӑва кайсан яваплӑ вырӑна Кавӗрлене ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Иккӗш те Шуршыв тӗп больницине ӗҫлеме килчӗҫ: Ҫинук — терапевт, Кирюк хирурк пулса вӑй хума тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӗп аллея хӗррипе чирлисене, вӗсене курма килекенсем валли илемлӗ сакӑсем лартса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Каҫар, Ҫинук, эпӗ сана калама маннӑ, шӑнкӑравларӗ вӑл виҫмине ман пата, аванах павӑртнӑ ӑна хаҫатӑн тӗп редакторӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпӗ журналистсен тӗп халалне асра тытман: критикӑлла статьясене, фельетона икӗ енпе те курнаҫса тӗплӗн калаҫсан кӑна ҫырма лармаллине.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӑрӑшни харама каймарӗ: пуш уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле эмел тупмалли тӗп ҫул ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӗп тухтӑра хӑйсем мӗн ҫӑмӑлпа килнине пӗлтерсен вӑл та савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пайтахӑшӗ ҫакна ӑнланмасть, пурте тӗп бухгатера тапӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсе пыни, вӑхӑта уямасӑр вӗренмелли пирки кӑштах калаҫнӑ хыҫҫӑн тӗп ыйту ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Чим-ха, чим, эсӗ ман тӗп ыйту ҫине хуравламарӑн, атя кӗҫӗр укӑлча хӗрринчи виҫ хурӑн патӗнче тӗл пулар? — тархасларӗ Кирюк.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Чи тӗп шухӑшне ӑнлантӑм эпӗ.

Самое-то главное я поняла.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Унччен маларах тата — Тӗп Азире, Китайпа юнашар.

А до этого — в Центральной Азии, рядом с Китаем.

Тӑван ен // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 30,32,34,36 с.

Чӑваш Республикин тӗп хулинче промышленность предприятийӗсем нумай.

В столице Чувашской Республики много промышленных предприятий.

Юратнӑ хула // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 18,20,22 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех