Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валлиец нимӗн кулмасӑр-тумасӑр, темӗн интересленсе, ӑна тӗллесе пӑхса тӑчӗ те ҫапла каларӗ: — Ия, вӑрӑ хатӗрӗсене ҫыхса лартнӑ тӗрке.

Валлиец посмотрел на него внимательно и с любопытством, потом сказал: — Да, с воровским инструментом.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр минутранах ун ҫумӗле икӗ ҫын йӑпшӑнса иртсе кайрӗҫ; пӗрин хул хушшине темӗн хӗстернӗ пек туйӑнать.

Минутой позже мимо прошли, чуть не задев его, два человека, у одного из них было что-то под мышкой.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн кашни кунах тенӗ пек мороженӑй, — темӗн чухлех!

У нее мороженое почти каждый день — да еще какими порциями!

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хырӑм выҫҫи темӗн те тутарать вӗт.

Мало ли чего не сделаешь с голоду.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кунсӑр пуҫне, пӳлӗмре икӗ пӗчӗк пичке те темӗн чул кӗленче куртӑм.

А еще я видел в комнате два бочонка и много бутылок.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑйне хӑй темӗн те пӗр пулассипе хӑратрӗ, кашни минутрах темӗнле инкек пулӗ те, юлашки сывлӑша та туртса илӗ тесе кӗтсе тӑчӗ.

Ему мерещились всякие ужасы, и каждую минуту он ждал: вот-вот стрясется что-нибудь такое, что из него и дух вон.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темӗн питех паллӑ марскер ӗнтӗ.

Дело темное.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

(Ҫӳлте темӗн пекех хавасланса хӗпӗртеҫҫӗ.)

(Полный восторг наверху.)

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо индеец киркана тытрӗ, хӑй ӑссӗн темӗн мӑкӑртатса илчӗ те ӗҫе пикенчӗ.

Индеец Джо взял мотыгу, недоверчиво осмотрел ее со всех сторон, покачал головой, пробормотал что-то себе под нос и начал копать землю.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ия, анчах эпӗ акӑ мӗн каласшӑн, тусӑм: леш хайхи ӗҫе туса хумашкӑн манӑн, тен, часах май та килмест пуле… темӗн те пулма пултарӗ… укҫана эпир лайӑхах пытарса хуман…

— Это верно, только вот что: может, мне еще не скоро удастся наладить то дельце, мало ли что может помешать, место не очень-то подходящее.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем пырса кӗрсенех, «тепри» ӑна шӑппӑн темӗн каларӗ.

Когда они вошли в дом, «другой» говорил что-то испанцу тихим голосом.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр кӗтесре вӗсем чӑлан шыраса тупрӗҫ, чӑланӗнче темӗн пулас пекех туйӑнчӗ.

В одном углу они нашли чулан, с виду очень заманчивый и таинственный, однако их надежды были обмануты.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ вӗсем Европӑра темӗн чухлех тесе каласшӑнччӗ.

Я просто говорю, что их в Европе сколько хочешь.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Усал тухакан кив ҫурчӗ эрех савӑче патнелле юхакан пӗчӗк шыв хӗрринче, тура ларать, унта вара хӑрӑк туратлӑ йывӑҫсем те темӗн чухлех.

А то есть еще старый дом за речкой, и сухих деревьев там сколько хочешь.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав учитель пӑхнинче темӗн сисӗнсе тӑчӗ, ҫавӑнпа айӑпсӑррисем те хӑраса чӗтреме тапратрӗҫ.

В его взгляде было что-то такое, от чего даже невиноватые затряслись от страха.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑйӗн кӗнеки ҫине чернил тӑкман тесе темӗн пек ӗнентерсе каласан та, ҫапах та ӑна нимӗн те пулӑшас ҫуккине Бекки аванах пӗлсе тӑчӗ.

Том не выпутается из беды, даже если скажет, что это не он облил чернилами книжку.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл акӑ мӗн шухӑшларӗ: «Кунта темӗн те пулсан пурах вара. Пӗр йӑнӑшмасӑр-тумасӑр ҫавӑн пек вӑрӑм та ҫыпӑҫуллӑ тӗлӗк тӗлленме пулать-и вара?»

Вот что он думал: «Что-то уж очень чудно — запомнил такой длинный сон и ни разу ни в чем не ошибся»!

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Эпӗ хам халь епле тӑратӑп, ҫавӑн пекех тӑнӑччӗ вӑл — сан пек, юнашарах тӑратчӗ. Акӑ ҫакӑн пек пӑхса кулса илсеччӗ. Эпӗ вара темӗн сиснӗ пекех пултӑм, — сасартӑк ҫав тери хӑрушӑ пек туйӑнса кайрӗ, ӑнлантӑр-и?

Прибавляя что-нибудь вроде: а я стоял вот тут, как раз где сейчас стою, а он совсем рядом — где ты стоишь. А он улыбнулся вот так. И у меня мурашки по спине вдруг побежали, до того страшно стало.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем темӗн пекех тӑрӑшсан та, ҫапах вӗсен пырӗсем тула-тула кайрӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара кашни хутӗнчех шутсӑр хӑсас килчӗ.

Заливало даже и в горло, несмотря на все старания, и все время подкатывала тошнота.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том вӗсене темӗн мӑкӑртатса ӑнлантарма хӑтланчӗ, анчах тӳррипе каласан, хӑй пытарса тӑнӑ япала ҫинчен каласа та ачасене нумаях чарса тӑрас ҫук пулӗ тесе хӑрарӗ вӑл.

Том тут же придумал что-то себе в оправдание, на самом же деле он боялся, что даже его тайна не удержит их надолго.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех