Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каснӑ-лартнӑ ашшӗ!

Вылитай батя!

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепринче, ав, ҫакӑн умӗн кӑна ашшӗ тата мӑшӑрӗ вилни ҫинчен пӗлнӗ килте, пӳртре те, картишӗнче те хускалми шӑплӑх хуҫаланать.

А там, где накануне узнали о смерти отца и мужа, глухая тишина стояла в доме и на подворье.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Слава тинех амӑшӗпе асламӑшӗ ҫинчен асне илчӗ, вӗсем ӗнтӗ аптраса ӳкнӗ пуль, йӗреҫҫӗ пуль тулли тӗттӗм вагонра, Миша та хӑйӗн пӗртен-пӗр амӑшне асне илчӗ, ашшӗ фронтра унӑн, акӑ халь ун амӑшӗ хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлӗсӗр.

Впервые Славе ясно представились его мама с бабушкой, растерянные, плачущие, в переполненном темном вагоне, а Мише вспомнилась его мама, одинокая, без папы, который уехал на фронт, и вот теперь без Миши, ее единственного сына.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Чи малта Вася утать, вӑл ашшӗ шинельне тӑхӑннӑ, арки ун шалпар, ури тупанӗнченех сӗтӗрӗнсе пырать, пилотки сӑмси ҫинех анса ларнӑ.

Впереди шагал Вася в отцовской шинели, свисавшей до самых пят.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Пӗррехинче ашшӗ виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед туянчӗ тӗпренчӗкӗ валли.

Однажды отец купил своему малышу трехколесный велосипед.

Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.

Ил йӗлтӗрне, ярӑнма тухатпӑр, — терӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Ме! — тӑсса пачӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Ну-ну, часрах тупкала кӑҫаттуна, — васкатрӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Ашшӗ кантрасене салтрӗ, хупласа тӑнӑ хута илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

— Ну, салтсах курар-и? — янахӗнчен кӑлт тӗкрӗ ашшӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Ашшӗ тӗттӗмленсен тин таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Ывӑлӗ ашшӗ вӑй хунӑ вырӑнта ӗҫлеме пуҫланӑшӑн питӗ хӗпӗртенӗ амӑшӗ.

Мать была очень рада, что сын начал работать на том же месте, где трудился ее отец.

Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Николайӑн ашшӗ, Григорий Васильевич, 1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче вӑрҫа тухса кайнӑ.

Отец Николая, Григорий Васильевич, ушел на войну в октябре 1941 года.

Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Тӑванӗ те, ашшӗ те, пӗрре чӗнсех вута е шыва сикме хатӗр тӑракан, ҫав вӑхӑтрах тата чи тӗрӗс те чи тивӗҫлӗ судья пулнӑ вӑл ҫав ҫыншӑн.

Он был братом, отцом, готовым броситься в огонь и в воду по первому зову друга, и в то же время строжайшим и справедливейшим судьей.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл кун ашшӗ, ывӑлӗ патӗнчен тухсан, каяс килмен ҫӗртенех буфет еннелле сулӑнчӗ.

В тот день отец, выйдя от сына, против воли потянулся в буфет.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ывӑлӗ, тӑна кӗрсе, хӑй пӗр алӑсӑр тӑрса юлнине курнӑ хыҫҫӑн ашшӗ кӑкӑрӗнче тем туртӑнса татӑлчӗ.

С того момента, когда очнувшийся от беспамятства сын увидел себя без обеих рук, что-то лопнуло в груди отца.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сергей ашшӗ пуҫне пӗкнӗ те часран-час туртать — вӑрҫӑри йӑли каллех ҫавӑрса илнӗ.

Отец, не поднимая глаз, часто курил — вернулась фронтовая привычка.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ашшӗ кулса илчӗ.

Отец улыбнулся.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ашшӗ ывӑлӗ ҫине сехӗрленсе пӑхрӗ: аташмасть-ши?

Отец с тревогой посмотрел в лицо сына: не бредит ли?

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ашшӗ, хавхалантарма пултаракан сӑмахсем пӑшӑрханса шыранӑ май, шӑпланчӗ.

Отец смолк, мучительно подбирая бодрые слова.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех