Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать…

Мелькая крыльями и хвостом, он, залитый солнцем, походил на рыболовную блесну или на прудового мотылька, у которого, когда он мелькает над водой, крылья сливаются с усиками и кажется, что усики растут у него и спереди, и сзади, и с боков…

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Кафизмсене кайран та вулама пулатчӗ.

— Можно и после с кафизмами.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ломоносов та ав пулӑҫсемпе ҫаплах кайнӑ, кайран пӗтӗм Европипе чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ.

Ломоносов так же вот с рыбарями ехал, однако из него вышел человек на всю Европу.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кайран эп Клисурӑра та тӑшмана ҫӗнтерес тесе мар, тӑшман пулинчен хам вилес тесе ҫапӑҫрӑм.

После этого я сражался в Клисуре не столько для того, чтобы победить врага, сколько затем, чтобы самому погибнуть от его пули…

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тахҫан эпӗ те Рада таса хӗр тесе шухӑшлаттӑм; кайран мӗн пулса тӑчӗ?.. — Огнянов сывлӑшне тарӑн ҫавӑрчӗ.

Я, брат, тоже думал когда-то, что Рада — это сама невинность; и что же оказалось?.. — Огнянов глубоко вздохнул.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑнти влаҫсем ҫав кунсенче хӑйсем те хӑраса ӳкнӗ, депутаци сӑмахне хаваслансах йышӑннӑ та Бяла Черквана аллӑ башибузук ярса халӑхран хӗҫ-пӑшал пуҫтарттарнӑ, кайран хулана сыхлама тесе ҫавӑнтах юлнӑ.

Местные власти, — а они в те дни сами растерялись, — с радостью приняли заявление депутации и послали в Бяла-Черкву пятьдесят башибузуков с приказом отобрать у населения оружие и остаться в городе для его охраны.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Радӑпа Стайка чи кайран пычӗҫ.

Позади всех шли Рада и Стайка.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑсран кайран пуль эс, хаджи бай! — кураймасӑр сиввӗн каласа хучӗ Стефчов.

— Ты с ума сошел, Хаджи! — крикнул Стефчов, пронизывая его ненавидящим взглядом.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӑлхав хускатнӑ пулӑттӑм, Бяла Черкваран кайран ытти ялсем те ҫӗкленнӗ пулӗччӗҫ.

— Поднял бы восстание, а вслед за Бяла-Черквой поднялись бы и другие окрестные села.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем ҫакӑнти хӑрушӑ ӗҫе ҫывӑхранах курса тӑччӑр та, унтан кайран вилӗм мӗнле пулассине ыттисем те ҫапла пӑхса тӑччӑр терӗҫ пулмалла.

Очевидно, их хотели заставить вблизи смотреть на страшное зрелище лишь затем, чтобы несколько минут спустя они, в свою очередь, послужили таким же зрелищем для столпившихся над обрывом повстанцев.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уншӑн сӑмах тытмалла пулать-ха санӑн — малтан ман умра, кайран турӑ умӗнче!

Ты дашь за нее ответ — сначала мне, потом богу!

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав мӗлке хӗрри шыв кӳленчӗкӗ патнеллех ҫывхарчӗ ӗнтӗ — ҫавӑнта ҫитессе мӗн чухлӗ кӗтрӗ-ши вӑл, кайран вара унӑн чӗри пӑшӑрханасси те иртнӗ пулӗччӗ, ӗмӗр тӑршшӗ кӗтнӗ пек тертленесси те иртӗччӗ.

А край тени все приближался к канаве — этому заветному рубежу, суля конец мучительным, страстным волнениям юноши, конец минутам ожидания, долгим, как века.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех кӑна-ха, Раковский пӗр ялта пӑлхав пирки сӑмах ҫеҫ хускатнӑ та, кайран хӑйне хӑвалакансенчен хӗрарӑм кӗпи тӑхӑнса аран тарса хӑтӑлнӑ.

Двадцать лет назад, когда Раковскпй в одной деревне осмелился заговорить о восстании, он едва спасся от погони, переодевшись в женское платье.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара эс ҫавӑнтан кайран та Турци пӗтессе шанмастӑп тесен, сана урӑх нимӗн те каламӑп — нушалан ху шухӑшупах!..

И если ты скажешь, что и теперь не веришь в падение Турции, оставлю тебя в покое — мучайся на здоровье!..

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн тӑвасса кайран курӑпӑр унта, — теме тытӑнчӗ.

— Потом видно будет, — говорил он.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каярахпа, мункун вӑхӑтӗнче, кофейньӑра чухне-ха, и-и, эпир ирӗклӗхе тухиччен нумай хура-шурне курса ирттермелле пулать те, кайран та тата темӗн пулас пур, тесе каланӑ хушӑра Марко та чӗнмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, Михалаки Алафрангов енне пӑхса, вӑл пит те ӑнланмалла ҫапла каласа хучӗ:

Наконец в один пасхальный день, когда в кофейне завязался разговор об огромных препятствиях, лежащих на пути освободительного движения и грозных последствиях, к которым оно, быть может, приведет, Марко, обращаясь к Михалаки Алафранге, выразительно проговорил:

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсӗ Клисурӑна пырсан эп унта пупа чӗнтерӗп, вӑл пире минчетлӗ, пил тӑвӗ, кайран вара сан кун-ҫулу пирки те пӗтӗмпех хам шухӑшлама тытӑнӑп.

Когда ты приедешь в Клисуру, я приглашу священника обвенчать и благословить нас и там уж позабочусь о твоем обеспечении.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иксӗмӗрӗн пӗр пекрех сӑнарччӗ пирӗн, хама унччен малтан пӗр кун курнӑ жандарма ҫав иккӗлентернӗ пулинех, кайран пӗлтӗм эп ҫавӑн ҫинчен.

Должно быть, между нами было большое сходство, и это ввело в заблуждение полицейского, который видел меня за день до этого.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑштах лӑплансан, Колчо ӑна Огняновпа хӑй Мичо Бейзаде хапхи патӗнче тӗл пулни ҫинчен, кайран та мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ.

Немного успокоившись, Колчо подробно рассказал девушке о своей встрече с Огняновым у ворот Мичо Бейзаде и обо всем, что затем произошло.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паян эп ку ҫырӑва бей аллинчен илтӗм, ӑна эпӗ леш енче мӗн ҫырнине тӗрӗкле куҫарса вуласа патӑм — белладонна та тем те пӗр ҫинчен ҫырнӑ унта; ку енче мӗн ҫырнине кайран эпӗ хам патӑмра вуласа тухрӑм.

Сегодня я взял это письмо у него из рук, когда мы были у бея и переводили ему на турецкий язык то, что написано на обратной стороне — о белладонне и прочем; а то, что написано на этой стороне, я потом сам прочел у себя, над жаровней.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех