Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламалла (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулсан, тӳрех калатӑр, арҫыннӑн, тепӗр тесен, упӑшкин, тӳрӗ каламалла мар-и вара?

Тогда пусть скажет прямо, как положено мужчине, мужу наконец!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫук, халӗ Анохинӑн ӑна тӳрех, пӗр иккӗлентермесӗр каламалла — нимӗн те ан шутлатӑр, халӗ вӑл ҫемьеллӗ ҫын.

Нет, он должен прямо и недвусмысленно заявить ей: пусть ни на что не рассчитывает, он теперь семейный человек.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӗсем, хуҫисем, пая ытларах кӗреҫҫӗ пулсан, ӗҫ кунӗшӗн, калӑпӑр, вунӑ тенкӗ илеҫҫӗ, пирӗн вара, батраксен, пилӗк тенкӗшӗн те спаҫҫипӑ каламалла пулать.

— Они как хозяева, скажем, будут получать по десятке за трудодень — раз они самую большую долю в пай вносят, а мы, как батраки да победнее, и за пять рублей должны спасибо сказать.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Вӗсем ӗҫленӗ чухне мӗн туса тӑратӑп-ха эпӗ кунта? — аса илчӗ вӑл сасартӑк. — Манӑн хамӑнах Ксени патне пымалла та ята каламалла, атту кайран вӑл мана хӑравҫӑ тесе шутлама пултарать!»

«Что же я торчу здесь, когда они работают? — неожиданно спохватился он. — Я должен сейчас же подойти к ней и открыться, иначе потом она будет считать меня трусом!»

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ Козлов тухса кайиччен райпотребсоюзпа нумай лартӑм, тӳрех каламалла, ӗҫсем унта начар.

— Я до отъезда Козлова вплотную занимался райпотребсоюзом, и, надо прямо сказать, картина там получается неприглядная.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Миҫе хут каламалла, алӑ ҫинче йӑтса ҫӳремелле мар-и тата?

Сколько раз можно уговаривать, нянчиться?

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ак ҫапларах ӑнланатӑп: тӗрӗссине-тӗк — тӗрӗссипе каламалла!

— Я так понимаю: направдок гутарить — так направдок.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ тин ӑнланчӗ вӑл, Рагулина ҫивӗчрех, темле урӑхларах каламалла пулнӑ, анчах мӗн иккенне тупаймарӗ…

Только сейчас он понял, что надо было сказать что-то совсем иное, а что именно — не мог придумать…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫаплах каламалла пулнӑ, вара эп унпа калаҫман та пулӑттӑм…»

— Так пусть бы так и сказала, и тогда бы я не стала с ней и разговаривать…»

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ ӗнтӗ, эп ӑнланнӑ тарӑх манӑн ҫемҫен те кӑмӑллӑ калаҫмалла, ӑслӑ сӑмахсем ҫеҫ каламалла

Теперь же, как я понимаю, мне надобно разговаривать как-то очень вежливо, всякими там умными словами…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Стефан Петрович, ӑнлан, кунта малтанхи сӑмаха пысӑкрах ҫын каламалла.

— Понимаете, Стефан Петрович, тут первое слово должен сказать такой человек, чтобы он вес имел.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Темле каламалла ӑна, — терӗ типпӗн Рагулин.

— Не знаю, как его и считать, — сухо ответил Рагулин.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сӑмах тухса каламалла ман — ав епле ӗҫ…

— Речь мне надо произносить — вот оно какая вещь…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вырӑн ҫинче выртса, вӑл хӑй тухса каланине сӑмахран сӑмаха аса илме пуҫларӗ, урӑххи ҫинчен каламалла пулнине туйса илчӗ вӑл, анчах урӑххи мӗн иккенне халӗ те тавҫӑрса илме пултараймарӗ…

Лежа на кровати, он заново, слово в слово, припомнил свое выступление, и ему казалось, что надо было сказать что-то другое, а что именно было это другое — и теперь не мог придумать…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах бюрора сирӗн тӗрӗс каламалла: апрель уйӑхӗ тӗлне канал пулать-и?

Но на бюро вы должны сказать точно: будет готов канал к апрелю?

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗншӗн вӑхӑтсӑрах апла каламалла?

Как можно наперед говорить такое?

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ ӗнтӗ сӑмахпа каламалла мар тискер сасӑпа ӳлеме пуҫларӗ Лиховидов:

Уже с каким-то ожесточением Лиховидов выл:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня вырнаҫнӑ тӗлтен — заводӑн пысӑк сарайӗ ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чух Листницкий час-часах каҫсерен пӗр хурлӑхлӑ та сӑмахпа каламалла мар кичем юрра илтет.

Вечерами, проходя мимо просторного заводского сарая, где селилась сотня, Листницкий чаще всего слышал одну песню, тоскливую, несказанно грустную.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Асту, ӑна-кӑна ҫеҫ каламалла мар, исполкома пӗтӗмпех каласа парӑн: районта коопераци суту-илӗвӗ мӗнле пырать, чӗртавар туянасси епле, хула валли апат-ҫимӗҫ мӗнле хатӗрлетӗр.

— И смотри, не вообще будешь говорить, а доложишь исполкому, что делается по развитию в районе кооперативной торговли, как идут закупки сырья, продуктов для города.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Райсовет сессийӗн хӑйӗн сӑмахне каламалла тата.

Сессия райсовета должна решить.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех