Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнчӗ (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аэропорт начальникӗ, авиаци капитанӗ, Сергее кӑмӑллӑ йышӑнчӗ, хӑй кабинетне кӗме чӗнчӗ, пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ кӗнекене вуламарӗ, уҫмарӗ те: — Вӗҫсе каятӑр, — терӗ.

Начальник аэропорта, капитан авиации, принял Сергея благосклонно, позвал в свой кабинет, маленькую красную книгу читать не стал, даже не открыл, лишь сказал: — Летите.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Федор Лукич кӑмӑллах йышӑнмарӗ, — терӗ Сергей, — Кондратьев вара аван йышӑнчӗ.

— Федор Лукич принял не очень любезно, — ответил Сергей, — а Кондратьев хорошо.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Федор Лукич епле йышӑнчӗ?

— Как вас принял Федор Лукич?..

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсене уяв чухнехи сарафанне тӑхӑннӑ, хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ Даша аппа хапӑл туса йышӑнчӗ.

Их встретила тетя Даша в праздничном сарафане и в красной косынке.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей мӗн тума чечек татнине хӗр хӑй те ӑнланчӗ, хӗрелсе кайрӗ, чечек ҫыххине кӑмӑлсӑртарах пек йышӑнчӗ те, унпа хӑйӗн питне хупласа, тутисемпе хӗрлӗ мӑкӑнь ҫеҫкисене тата-тата иле пуҫларӗ.

Девушка и сама, конечно, догадалась, зачем Сергей нарвал цветов, покраснела, приняла букет неохотно, закрыла им свое смуглое лицо и стала обрывать губами лепестки мака.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лешӗ ӑна малти пӳлӗмре, ура ҫинче, алӑ памасӑр йышӑнчӗ.

Тот принял его в передней стоя, не подавая руки.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Багажнӑй мӗн йышӑнчӗ?» — мӗшӗлтетрӗ пуҫри шухӑш, унтан туйӑм ҫиппи сисӗнмесӗрех татӑлчӗ.

«Что багажная принимала?» — ворохнулось сознание, и ниточка незаметно оборвалась.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑрса каяс умӗн вӑл халь ҫеҫ сӑрланӑ ансӑр хӑмаллӑ маччан чӗрӗ шӑршине тата чӳрече хыҫӗнче такам: «Багажнӑй йышӑнчӗ, манӑн унта ӗҫӗм ҫук!» — тесе кӑшкӑрнине кӑна туйса юлчӗ.

Последнее, что ощутил наяву, — запах свежей краски дощатого в мелкую полоску потолка и окрик за окном: Багажная принимала, а мне дела нет!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таврӑнчӑк куҫхупахиллӗ, пейсӑллӑ ватӑ еврей казаксене пуҫне тая-тая йышӑнчӗ.

Старый, пейсатый, с вывернутым веком еврей встретил казаков поклонами.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тухтӑр ӑна ҫиелтен ҫеҫ пӑхнипех йышӑнчӗ.

Врач пропустил его, почти не осматривая.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паранька Мрыхина йышӑнчӗ

Паранька Мрыхина взялась…

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман, Федот канаш панипе, Лукешка Попова ятлӑ хусах арӑм патне кайса, хваттер валли икӗ пӳлӗм йышӑнчӗ.

Штокман, по совету Федота, сходил ко вдовой бабе Лукешке Поповой, снял у нее две комнаты под квартиру.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑхлачӑ, Наталин хреснамӑшӗ — илемлӗ тӑлӑх карчӑк, Петрона пуҫне тайса тата ҫемҫен те кӑмӑллӑн кулса, хирӗҫ тухса йышӑнчӗ.

Свашка — крестная мать Натальи — вдовая красивая баба, встретила Петра поклоном и тонкой малиновой усмешкой.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑвах калатӑн-ҫке-ха, вӑл мана лайӑх йышӑнчӗ тесе, апла пулсан, кай ун патне!

Но так как ты говоришь, что он тебя хорошо принял, то поезжай к нему!

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Озеров полкӗ ҫӗнӗ оборона йышӑнчӗ: Шаракшанэ батальонӗ — Садки ялӗн хӗвеланӑҫ хӗррипе; Журавский батальонӗ — шоссерен сылтӑмра, ача ҫурчӗпе пионер лагерӗн пӳрчӗ ларакан вӑрман тӑрӑх тӑрса, Нефедьевкӑна каякан ҫула картласа лартрӗ; Головко батальонӗ — шоссерен сулахайра, чугун ҫултан пуҫласа Рождественно ялӗ урлӑ — кӑнтӑралла.

Полк Озерова занял новый рубеж обороны: батальон Шаракшанэ — по западной окраине деревни Садки; батальон Журавского — правее шоссе, по лесу, где были здания детского дома и пионерского лагеря, оседлав дорогу в Нефедьево; батальон Головко — левее шоссе, от железной дороги на юг, включая деревню Рождествено.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ноябрӗн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн хӑй отделенине ертсе пыма пултарни ҫинчен ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та хӑйне ҫак ӗҫе лартнине лӑпкӑн йышӑнчӗ.

После 7 ноября он понял, что может командовать, и поэтому спокойно принял новое назначение.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫул ҫӳрекене чӑваш ӗмӗр чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе пурӑннӑ чи хаклӑ хӑна пек йышӑнчӗ тет.

Принял, говорят, чуваш путешественника как самого дорогого гостя, которого будто бы ждал целый век.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Ҫак пысӑк та ҫап-ҫутӑ, таса та типтерлӗ пӳлӗмре Иринӑшӑн пурте хӑйӗнни, ҫывӑххи, хӑнӑхни тата хӑй юратаканни пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл, телейлӗн кулса, журнал ҫине алӑ пусрӗ те дежурствӑна кӑмӑллӑнах йышӑнчӗ.

В этой большой, сильно освещенной комнате, чистой и уютной, все было свое, близкое, привычное, и Ирина, счастливо улыбаясь, расписалась в журнале и приняла дежурство.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Йышӑнчӗ! — терӗ вӑл.

— Принял! — сказал он.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партизансем кӑмака хыҫӗнчен пӗр нимӗҫе туртса кӑларса тумлантарма тытӑннине пӗлсен, Бояркин ҫакна та йӗркесӗрлӗх вырӑнне хурса йышӑнчӗ.

Узнав, что партизаны вытащили из-за печки немца и начали его одевать, Бояркин расценил это как непорядок.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех