Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑранса (тĕпĕ: вӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чух, анкӑ-минкӗллӗн кӑштах тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ те ҫурма тӗттӗмре Аксинья хӑй ҫине тимлӗн, темскер тӗпченӗ пек тинкерсе пӑхнине курчӗ.

Иногда Григорий просыпался после короткого дурманящего сна и видел в полусумраке устремленный на него внимательный, как бы изучающий взгляд Аксиньи.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑранса кайрӑм — малтанхи автансем авӑтаҫҫӗ, эсӗ ҫаплах ҫукчӗ…

Я проснулась — первые кочета кричали, а тебя ишо все не было…

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Паян вӑранса кайнӑ та ав, хӑрӑк-харӑк кӑна пӗр…

А ноне проснулся — и вот она, одна ветхость…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, пуҫне чавси ҫине хунӑ та, сехри хӑпнӑ лаша хартлатнӑ пек, тискеррӗн харлаттарса ыйха туртать; унтан вӑл, такам пырса чышнӑ пек, сасартӑк вӑранса кайрӗ, — хӑйӑлтатса тухакан сасӑпа ӗнерлеме пуҫларӗ:

Уронив голову на локоть, он всхрапывал, как перепуганная лошадь, потом вдруг просыпался, словно от толчка, хрипло голосил:

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ирхине 2-мӗш батальон, тревогӑпа вӑранса, винтовкӑсемпе хӑвӑрт строя йӗркеленсе тӑчӗ, перекличка пулса иртрӗ.

Наутро 2-й батальон по тревоге сбегался «в ружье», шла перекличка.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лешӗ темӗн мӑкӑртатса илчӗ, ыйхӑран вӑранса кайса, аллине йӗмӗ ҫумне шӑлчӗ, хурлӑхлӑн пуҫне пӑркаларӗ.

Тот замычал, проснулся, вытер руку о штанину и горестно покачал головой.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӑнна хывни мар, сӗмсӗрлӗх вӑранса ҫитрӗ унӑн.

— Хамство в нем проснулось, а не гордость.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ; батареецсем, ҫилӗм пек ҫыпҫӑнакан шӑннӑ пылчӑка хыркаласа, эхлете-эхлете аттисене хывнине, йӗпе тӑлисене кӑмака айккине ҫака-ҫака хунине чылайччен пӑхса выртрӗ.

Григорий проснулся, долго глядел, как батарейцы, кряхтя, счищая с сапог липкую мерзлую грязь, разуваются и развешивают на боровке подземки мокрые портянки.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сасартӑк темскер ҫине ҫитсе тӑрӑннипе старик самантлӑха вӑранса кайрӗ, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те урмӑшшӑн хайӑлтатса тӑкрӗ:

Толчок на секунду пробудил старика, он приподнял голову, крикнул сипло:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑшӑ кӑмака умӗнче тӗлӗрсе выртакан пӑру вӑл кӑшкӑрнипе шартах сиксе вӑранса кайрӗ.

От его крика испуганно мыкнул задремавший у теплой печки телок.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кансӗр ҫывӑрнипе пичӗ чалӑшшӑн ҫӗвекленсе йӗрленнӗ Григорий ыйхӑран ҫӗр варринче вӑранса пуҫне ҫӗклерӗ, темӗнле курӑкӑн ытла та тутлӑ шӑршине туйса илнӗ, анчах ҫав самантрах ӑна сисми пулнӑ лаша пек, тутине мӗкӗлтеттерсе выртрӗ.

Проснувшись и приподняв голову, с косыми рубцами на щеках от неловкого сна, Григорий долго жевал губами, как лошадь, на минуту ощутившая и утратившая необыкновенный аромат какой-то травки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Поезд калт! тунипе вӑранса каятӑр.

Просыпаетесь от толчка.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑранса каять Гришатка.

Гришатка проснулся.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Гришатка ҫынсен шавлӑ сассисемпе вӑранса кайрӗ.

Проснулся Гришатка от шума человеческих голосов.

Лекрӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Асаилӳсемпе тертленсе ҫитнӗскер, вӑл ҫывӑрнӑ чухне те сӑнӑ аврине чӑмӑртаса тытнӑ сылтӑм алли епле чӗтресе тӑнине туйсах тӑрать; ыйхӑран вӑранса ку тӗлӗк иккенне тавҫӑрса илсенех, хӑйӗн тӗлӗкне хӑвалама тытӑнать, чуна ыраттараслах ҫатӑртаттарса хупнӑ куҫӗсене аллаппипе хуплать.

и даже во сне, отягощенный воспоминаниями, ощущал он конвульсию своей правой руки, зажавшей древко пики; просыпаясь и очнувшись, гнал от себя сон, заслонял ладонью до боли зажмуренные глаза.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий инҫетри сӗлӗ уйӗ енчен ӑнсӑртран хӑватлӑ сасӑ кӗмсӗртетсе илтӗннипе вӑранса кайрӗ.

Пробудил его внезапно приплывший из-за далекого овсяного поля густой перекатистый гул.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, ахлатса, туяна ярса тытрӗ те вӑранса кайрӗ.

Охнув, Митька схватил костыль и проснулся.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл вара сасартӑк вӑранса каять.

И он вдруг пробуждался.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ кӑшкӑрса ятӑм та вӑранса кайрӑм.

Я вскрикнула и пробудилась.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Левко хут таткине чун-чӗререн чӗтресе ҫав тери пӑлханса ярса илчӗ те… вӑранса кайрӗ.

С непостижимым трепетом и томительным биением сердца схватил он записку и… проснулся.

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех