Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитрӗ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхоз витинчен тухсан, вӑл Тимофей Рваныйпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пусса илнӗ йывӑр шухӑш-кӑмӑлпа килне утса ҫитрӗ.

От колхозной конюшни шел домой все под тем же, не покидавшим его весь день тягостным впечатлением от встречи с Тимофеем Рваным.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Никам та пӑхӑнтарайман сана, халӗ акӑ вилмелли вӑхӑту ҫитрӗ

Никто над тобой был не властен, и вот подошла пора помереть.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юманлӑха вӑл кӑнтӑрла тӗлнелле пырса ҫитрӗ.

В дуброву приехал он около полудня.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ҫӑмӑл урапа патне утса ҫитрӗ.

Он подошел к дрожкам.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫ пулнӑ ҫӗре районтан Давыдов чӗнсе илнӗ милиционер килсе ҫитрӗ.

К вечеру из района приехал вызванный Давыдовым милиционер.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сехре хӑпнипе чун тухас патне ҫитрӗ, хам тата ылхан ӳкнӗ ҫын пек выртатӑп, мӗншӗн тесен, ну, манӑн урӑх ниҫта кайса кӗме ҫук!

Душа с телом от страха расстается, а я лежу как прóклятый, затем, что мне, ну, раз уже некуда податься!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымок тахҫантанпах ун ҫине ҫав тери хытӑ тарӑхса ҫӳрет, ҫавӑнпа та халь акӑ, тавӑрма майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ тесе, унпа татӑлас тесе, сцена ҫине улӑхса тӑчӗ…

Дымок издавна питал к нему великую злобу и вот теперь-то, считая момент подходящим для расплаты, и полез на сцену, чтобы поквитаться…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малти лавӗ ун тӗлне ҫитрӗ.

Передняя подвода поравнялась с ним.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав кунхине ирех Гремячий Лог хуторне Ярски хуторӗнчи колхозран ҫирӗм виҫӗ лав пырса ҫитрӗ.

В этот день с утра в Гремячий Лог прибыли из хутора Ярского двадцать три колхозных подводы.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр шухӑшсӑр-мӗнсӗр, пӗр туйӑмсӑр юлса, вӑл хапха патне утса ҫитрӗ, карта ҫумне кӑкарса тӑратнӑ лутра лашине салтса тытрӗ, темшӗн, ӑна чӗлпӗр вӗҫҫӗнех ҫавӑтса уттарса кайрӗ.

Без мысли, без чувств дошел до ворот, отвязал от изгороди маштака, почему-то повел его в поводу.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вырӑнтан тапса сикрӗм, анчах вӑл мана хӑваласа ҫитрӗ те мӑйракипе аяк пӗрчинчен пӗрех ҫаклатса илчӗ, вара ҫатан карта урлӑ вӑшт ҫеҫ вӑркӑнтарчӗ.

Кинулся я бечь, а он догнал да под нижнее ребро рогом подцепил, кинул через плетень.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнтӗ манӑн мӗн тумалла-ши, тесе шухӑшласа илнӗ хушӑра, ҫунат чи ҫӳле хӑпарса ҫитрӗ те чӑнках тӑчӗ, эпӗ ун ҫинче пуҫ-хӗрлӗ ҫакӑнса тӑратӑп.

Пока я мечтал, как мне быть, крыло сторчмя встало, и я на нем кверх ногами встромленный.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лашана питӗ хӑвӑрт кӳлме хӑнӑхса ҫитрӗ, хӑвӑртлӑх енчен вӑл Гремячири пушар командипе те ӑмӑртма пултарать.

Запрягать он научился столь быстро, что соперничал в быстроте с гремяченской пожарной командой.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ял Советӗнчен шурса, тарӑхса кайнӑ Андрей чупса ҫитрӗ.

Из сельсовета прибежал бледный и злой Андрей.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, яланхи пекех, тавлашсан-тавлашсан, хӑйне тытса чарайми пулса ҫитрӗ, кӑшкӑрса ячӗ:

Давыдов обычно под конец терял выдержку, кричал:

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавсемпе пӗрлех официальнӑй пӗлтерӳ те килсе ҫитрӗ: унта Нагульнова мартӑн 28-мӗшӗнче, вунӑ сехетре ирхине, райком бюровӗпе районти Контроль комиссин пӗрлешӳллӗ ларӑвне пыма хушнӑ.

Одновременно с этим было получено официальное извещение, вызывавшее Нагульнова на объединенное заседание бюро райкома партии и районный контрольный комитет к десяти часам утра 28 марта.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хаҫат тетӗп-ҫке, Мускавран килсе ҫитрӗ, ҫавӑнта вара пӗтӗм парти председателӗн ҫырӑвӗ пичетленсе тухнӑ…

— Газетка, говорю, из Москвы пришла, и в ней пропечатанное письмо председателя всей партии…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта питӗ интереслӗ хаҫат килсе ҫитрӗ

Тут газетка дюже антиресная проявилась…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫуркунне хирсем тӑрӑх типӗ ҫилсемпе пӗрле килсе ҫитрӗ.

Весна шла степями в сухом дыхании ветров.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Часах правленине Макар хӑй пырса ҫитрӗ.

Вскоре пришел в правление сам Макар.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех