Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терӗм (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ара, манӑн монографирен юлнӑ материал чылай, вӗсемпе усӑ курса ҫакӑн пек словарь кӑлараятӑп-ҫке», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Кунта хама тӑван тӑрӑхри пекех туятӑп, — терӗм шӑппӑн ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Сана, ют тӑрӑхран килнӗскере, кӳрентермеҫҫӗ-ши тесе ыйтса пӗлес терӗм, — палӑртрӗ хӑй шухӑшне хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ытлари кун юнашар пӳлӗмре пурӑнакан Вера Григорьевна тӑван патне ҫитсе килес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Кукамай, кукамай тетӗп, эсӗ ҫывӑратӑн-и? — терӗм шӑппӑн ун умне пӗшкӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

«Пӗлтӗр куҫ умӗнчех сурӑха таптаса кайрӗҫ. Водитель ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑхне чакарнине курсан ун патне чупса пытӑм. Кабинӑна уҫса ҫӑрине кӑларса илтӗм. «Вилнӗ сурӑх какайне туян — вара малалла кайма пултаратӑн», — терӗм. Вӑл вӑрах шухӑшламарӗ — 3 пин те 500 тенкӗ кӑларса тыттарчӗ», — аса илет ҫак урамра пурӑнакан Владимир Андреев почтальон.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫук, яхӑнне те ямарӑм, ӗмӗрӗме тӑван ялӑмрах ирттерес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хирӗҫ килекен урапасенчен пӗри те пулин пирӗн ҫине кӗрсе каятех пуль терӗм

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

«Телее, манӑн хобби тӗп ӗҫпе тӳр килет», — терӗм ӑна.

«К счастью, мое хобби совпадает с моей работой», — сказал я ему.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ун чухне хама лӑплантартӑм, тепре вылятӑп та пӑрахса каятӑп терӗм.

Тогда себя успокоил, сказал еще раз сыграю и уйду.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӑл маншӑн ҫав тери ҫывӑх пулнӑ, ӑна аса илсе ҫырнӑ хайлавӑма вулакансене сӗнес терӗм.

Он для меня был самым близким, хочу поделиться произведением воспоминанием о нем.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Каҫарӑр, тархасшӑн, сӗре ывӑннипе эсир таврӑниччен кӑштах выртса канас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Аманнӑ пулӗ терӗм, уҫланкӑ хӗрринче ҫапӑҫу пырать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫавӑнпах колхозра кирлӗ специалист пулас терӗм.

Поэтому хотела стать нужным специалистом в колхозе.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Сирӗн те ҫурт ан пултӑрччӗ», — терӗм.

Сказала: "Чтобы и у вас не было своего дома".

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Эпӗ каям-ха эппин», — терӗм.

"Я тогда поеду-ка", - сказала.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Салтакран темиҫе кунлӑха отпуска килнӗскерне кӳрентермерӗм, хӗрпе калаҫса куртӑр-ха терӗм.

Прибывшего из армии на несколько дней в отпуск не обидел, думаю пусть поговорит с девушкой.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Аньхой университечӗн вырӑс чӗлхи факультечӗн деканӗн Ян Хуан шухӑшне пӗлес терӗм.

Хотел узнать мнение декана факультета русского языка Ян Хуана Аньхойского университета.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулу хыҫҫӑн хӑнасен шухӑшне пӗлес терӗм.

После встречи в правительственном доме хотел узнать мнение гостей.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кӑмӑла кайнӑран ҫапла ҫырас терӗм.

Понравилось и захотела так написать.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех