Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлеме (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1980 ҫулта Ҫӗрпӳ хулинчи «Хмелеводческое» сӑнавпа производство хуҫалӑхӗн /СПХ/ автобус водителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Янташра» юрланӑ тӑватӑ ҫамрӑка Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулта вӗрентекенре ӗҫлеме ҫул уҫса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫӗнӗ ӗмӗре кӗрсен ҫамрӑксемпе ӗҫлеме шухӑшларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

1982 ҫулта культурӑпа ҫутӗҫ училищинче преподавательте ӗҫлеме пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Манӑн тахҫанах асанне, кукамай пулма вӑхӑт. Вӑйӑм-халӑм пур чухне мӑнукӑмсене ӑс парас, йӑпанас килет. Ҫав вӑхӑтрах халех ӗҫлеме пӑрахас килмест-ха. Килте кӑна ларакан хӗрарӑм пек курмастӑп-ха хальлӗхе хама. Ӗҫе кӑмӑлласах ҫӳретӗп. Пӗлӗве ҫуллен ӳстеретӗп. Отпускра чухне те ӗҫшӗн тунсӑхлама тытӑнатӑп. Пирӗн професси — питӗ асамлӑ. Туртса кӗрсе каять те — тӗпчетӗн, тишкеретӗн, сӑнатӑн. Ҫав ӑшталануран вара пысӑк киленӳ илетӗн», — чунне уҫрӗ тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Участокра ӗҫлеме мана питӗ килӗшетчӗ, анчах хут ӗҫӗ ҫулран-ҫул нумайланса пыни вӗчӗрхентерме тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗчӗк больницӑра ӗҫлеме пуҫлани аванраххине каярах тин ӑнлантӑм.

Только позже поняла, что лучше всего начать работать в маленькой больнице.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫамрӑк кадрсене предприятисенче ӗҫлеме юлма тата вӗсене професси енӗпе малалла ӳсме пулӑшакан тивӗҫлӗ фондсем йӗркеленеҫҫӗ, хальхи йышши тӗпчев оборудованийӗпе пуянлатнӑ вӗренӳ-ӑслӑлӑх-производство лабораторийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Для закрепления молодых кадров на предприятиях и содействия их дальнейшему профессиональному росту формируются соответствующие фонды поддержки, создаются новые учебно-научно-производственные лаборатории, оснащенные современным исследовательским оборудованием.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Вӗсене ӗҫлеме право тата экономика тӗлӗшӗнчен лайӑх майсем туса паратпӑр.

Для их деятельности создаются благоприятные правовые и экономические условия.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2944969

Халӗ пӗтӗмпех алӑ айӗнче, ӗҫлеме ҫеҫ ан ӳркен.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ун чухне утӑ-улӑм, тырӑ ӗҫлесе илме Тутар Республикине, Ульяновск, Саратов облаҫӗсене ӗҫлеме ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пӗр вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх универститечӗн журналистика факультечӗн доцентӗнче ӗҫлеме, пулас журналистсем валли лекцисем вулама явӑҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Вырӑссен аслӑ писателӗ Максим Горький /Йӳҫ Макҫӑм текенни те пулчӗ ӑна/ е чӑвашсенчен Никифор Мранькка ятарлӑ пӗлӳсӗрех пӗтӗм халӑха тыткӑнлакан хайлавсем, тӗлӗнмелле чаплӑ романсем таранах ҫырнӑ-ҫке!» - парӑнассӑм килмерӗ манӑн, хам та ҫичӗ класслӑ пӗлӳпех хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑран, каярахпа темиҫе кӗнеке те кӑларма пултарнӑран.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кайран ӑна «Россия» колхозра механизациленӗ арманта ӗҫлеме хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

- Хаксене ҫулла-хӗлле пӗр пек тытса тӑма чӗртавара сутакансен тата туянакансен калаҫса-килӗшсе ӗҫлеме вӗренмелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Тирекпе ӗҫлеме хӗн пулнине те каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Атте ҫемьене тӑрантарас тесе ӗҫлеме Шупашкара лашапа ҫӳретчӗ. Киле таврӑннӑ май апат-ҫимӗҫ туянатчӗ, выҫӑ лартман пире. Хӑй ҫӗвӗҫӗ пулнӑран ҫӗтӗк те ҫӳретмен», - малаллах тӑсӑлать калаҫу.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫапах та ӗҫлеме пултаракан ҫын нихҫан та аптраман: выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, лаша та тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑваш ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, ҫапах тепӗр чухне выльӑх пӑхни, пахча ҫимӗҫ акса ӳстерни ывӑнтарать-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Условисем те, шалӑвӗ те япӑх мар пулин те фермӑна ӗҫлеме килесшӗн хыпса ҫунакансем ҫук-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех