Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тулӑ (тĕпĕ: тулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн Аникушка патне кайса кӑмӑшка туянса килесчӗ, атте, атту — тулӑ!

— Вы бы, батя, лучше пошли к Аникушке дымки купили, а то — пшеницы?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ ӑна тулӑ пама пул.

— Ты ему пшенички посули.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аллине яка пӗрчӗллӗ тулӑ тултарнӑ пӳлмене чиксе, пӳрнисем хушшинчен шултра пӗрчӗсене юхтарса, вӑл чылайччен кӗлетре тӑчӗ.

Он долго стоял в амбаре, сунув руку в набитый пшеницей-гарновкой закром, процеживая сквозь пальцы ядреное зерно.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий Петро ҫине хӑяккан пӑхса илчӗ те унӑн хӑмӑр куҫӗсенче тахҫан ӗлӗкхи пек аш кӑмӑллӑ та тӑрӑхлакан, ҫав вӑхӑтрах тата евӗклӗ те йӑваш кулӑ йӑлкӑшнине, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ палланӑ мӑйӑхӗ вӗттӗн сиккеленине курчӗ.

Григорий искоса глянул на Петра и, как когда-то давным-давно, увидел в карих родных глазах его озорную, подтрунивающую и в то же время смиренно-почтительную улыбку, знакомую дрожь пшеничных усов.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара кашниех, пуҫтарса кӗртмен тулӑ паккусӗсем, ут чӗрнисемпе таптанса пӗтнӗ ҫулман тырӑ пуссисем, пушӑ ларакан анкартисем ҫине пӑхса, хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫре хӑшкӑлтатса тертленекен хӑйӗн теҫеттинӗсене аса илчӗ, чунӗпе хытрӗ, тискерленсе талӑрчӗ.

И каждый, глядя на неубранные валы пшеницы, на полегший под копытами нескошенный хлеб, на пустые гумна, вспоминал свои десятины, над которыми хрипели в непосильной работе бабы, и черствел сердцем, зверел.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта, ҫулса пӑрахнӑ тулӑ валемӗсем хыҫне, тӑватӑ тупӑ умлӑн-хыҫлӑн темиҫе снаряд кӑларса ячӗ, анчах — Григорий куна пачах кӗтменччӗ — хӗрлисем хушшинче арпашу-мӗн сисӗнмерӗ; вӗсем васкамасӑр, йӗркеллӗн каялла чакрӗҫ, тип варалла анса кайса, сотньӑна курӑнми пулчӗҫ.

Четыре орудия поочередно слали снаряды туда, за поваленные ряды пшеницы, но, сверх Григорьева ожидания, орудийный огонь не внес заметного замешательства в цепи красных, — они отходили неспешно, организованно и уже выпадали из поля зрения сотни, спускаясь за перевал, в балку.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанхи шрапнель пуҫтарман тулӑ паккусӗсене хупласа хучӗ, кӑвак инҫет ытамӗнче вара ҫил таткаласа ҫуркалакан мамӑк пек тӗтӗм ҫӑмхи вӑрахчен ирӗлсе тӑчӗ.

Первая шрапнель покрыла ряды неубранной пшеницы, и долго на синем фоне таял раздираемый ветром белый хлопчатый комочек дыма.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӑлтӑрсен ут чӗрнипе те, урапа та таптанман мӑнаҫлӑ ҫулӗсем питӗрӗнсе ларнӑ; сапса янӑ тулӑ пӗрчисем пек сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем типӗ те хура тӑпра пекех хура тӳпере шӑтмасӑр, калчаланса куҫа савӑнтармасӑр пӗтеҫҫӗ; уйӑх пирчесе хытса кайнӑ тӑварлӑ тӑпра пек курӑнать; ҫеҫехирте вара талккишпех — типӗ ҫанталӑк, ҫунса кайнӑ курӑк; ун тӑрӑх пур ҫӗрте те шурӑ ҫунатлӑ путенесем лӑпланма пӗлми ҫапӑҫӑвӗпе шӑрчӑксен тимӗр пек хӑйранса тухакан сасси янӑраса тӑрать…

Забились гордые звездные шляхи, не попранные ни копытом, ни ногой; пшеничная россыпь звезд гибла на сухом, черноземно-черном небе, не всходя и не радуя ростками; месяц — обсохлым солончаком, а по степи — сушь, сгибшая трава, и по ней белый неумолчный перепелиный бой да металлический звон кузнечиков…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗлтӗрен, тулӑ, сывлӑм шӑрши кӗрет.

Пахло крапивой, пшеницей, росой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рота командирӗ: «Ан выртӑр!», «Малалла, ӑмӑрткайӑксем!», «Корнилов ӗҫӗшӗн — малалла!» тесе хӗтӗртнипе хӗрсе кайнӑскер, вӑл сулахай аллинчи сапер кӗреҫине пуҫӗ тӗлне тытса, сылтӑммипе винтовкине чӑмӑртаса, ҫулман тулӑ пуссипе йывӑррӑн лакӑштатса чупрӗ.

Подталкиваемый криками ротного: «Не ложись!», «Орлята, вперед!», «Вперед — за дело Корнилова!» — он бежал по нескошенной пшенице тяжелой трусцой, щитком держа в левой руке над головой саперную лопатку, правой сжимая винтовку.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Петро темле айӑпа кӗнӗ тата ывӑнса ҫитнӗ ҫын пек кулса илчӗ, тути кӗтессипе тулӑ улӑмӗ тӗслӗ мӑйӑхне ҫыртрӗ.

— Петро как-то виновато и вымученно улыбнулся, закусил углом рта пшеничный ус.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон енчен Украина урлӑ вакунсен хӗрлӗ составӗсем куҫаҫҫӗ, вӗсене Германие тулӑ ҫӑнӑхӗ, ҫӑмарта, ҫу, вӑкӑрсем илсе каяҫҫӗ.

С Дона через Украину катились красные составы вагонов, увозя в Германию пшеничную муку, яйца, масло, быков.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт тӳпине тухсан, Петро перчеткине тӑхӑнчӗ те, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ мӑйӑхне пӗтӗрсе, утне сасартӑк аяккалла парса тытрӗ: лаши вара, урисене хӑвӑрт ылмаштарса пусса, пачах хӑяккӑн утса кайрӗ.

На бугре Петро надел перчатки, расправил пшеничные усы и, поворачивая коня так, что он, часто переступая, пошел боком.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петро, тулӑ улӑмӗ пек сарӑ мӑйӑх вӗҫӗсене чӑмлакаласа йӑванчӑклӑн ашшӗ ҫине пӑхрӗ, Григорий ӑшшӑн кулса ейӗлчӗ.

Петро, покусывая пшеничный ус, любовался отцом, Григорий посмеивался.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасӑсен кӗрлевӗ чаксах пычӗ (вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ ҫил ҫапла, тулӑ хумӗ ҫине выртса, ӑна айлӑмалла йӑвантарма пикенет); лӑпланса ҫитме ӗлкӗреймен шӑв-шава ҫивӗччӗн ҫурса, Кривошлыковӑн хӗрачанни евӗр ҫинҫе сасси янӑраса кайрӗ:

Громыханье голосов улеглось (так выбившийся из сил ветер ложится на волну пшеницы и клонит ее долу), в недозревшую тишину всверлился девичье-тонкий голос Кривошлыкова:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем вырӑнне эпир паха сортлӑ тулӑ, нефть парса тӑрӑпӑр.

А взамен будем снабжать их высокосортной пшеницей, нефтью.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.

Не будет у тебя мужа, потому что высушили и издурнили тебя работа, нужда, дети; не будет у твоих полуголых, сопливых детей отца; сама будешь пахать, боронить, задыхаясь от непосильного напряжения, скидывать с косилки, метать на воз, поднимать на тройчатках тяжелые вороха пшеницы и чувствовать, как рвется что-то внизу живота, а потом будешь корчиться, накрывшись лохунами, и исходить кровью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Саккӑр. Рагулин Стефан Петровича — Рощенски районӗнчи Усть-Невински станицинчи Буденный ячӗпе тӑракан колхоз председательне тӑватҫӗр сакӑрвунӑ гектар ҫинчен кашни гектартан вӑтӑршар центнер кӗрхи тулӑ илнӗшӗн».

«Восемь. Рагулину Стефану Петровичу — председателю колхоза имени Буденного станицы Усть-Невинской Рощенского района, получившему урожай озимой пшеницы тридцать центнеров с гектара на площади четыреста восемьдесят гектаров».

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тулӑ ҫинче лаша пакӑлчакӗ те пытанайман-ха, ҫавӑнпа ҫил ӑна хумхатса выляйман.

Пшеница еще не поднялась и коню по щиколотку, и по ней еще не играл ветерок.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старик сӑрт ҫинче пуҫне ҫӳле ҫӗклесе тӑнӑ, ун умӗнче, айлӑмра, кӗрхи тулӑ анлӑн сарӑлса выртнӑ, — симӗс калча ҫав тери ҫӑра та сӗтеклӗ пулнӑран, инҫетрен ҫӗр ҫине симӗс кавир сарнӑ пек курӑннӑ.

Старик стоял на взгорье, а перед ним расстилалась в низине озимая пшеница, — зеленя были такие густые и сочные, что издали они напоминали темно-зеленое полотно, раскинутое по земле.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех