Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртерех.

Рано ишо.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Чӑн та, тӗлпулӑвӑн тухӑҫлӑхӗ пирки хальлӗхе калама иртерех.

Правда, о продуктивности встречи говорит еще рано.

Чӑваш Меккин экологийӗ хрушлӑхра // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rushlakhra

Ҫуркунне иртерех ҫимӗҫ туса илес тӗллевпе кишӗре, петрушкӑна, укропа, салата, сухан вӑррине кӗркунне ҫӗр шӑниччен акмалла.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Ҫулла вара хӗлле ҫиме ҫарӑк акаҫҫӗ, редиспа салата кӗркунне валли, йӳҫӗ кӑшкар утипе батун сухана тепӗр ҫуркунне иртерех пултӑр тесе акни вырӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Тепӗр саманта та палӑртрӗҫ: ҫынсем эрех ӗҫсе вилесси чакса пырать тесе савӑнма иртерех, мӗншӗн тесен хӑй вӑхӑтӗнче ҫын сахалрах ҫуралнӑ, 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара ача ҫуратасси ӳснӗ, халь ҫав йыш ҫитӗнсе пырать, эппин, ӗҫкӗпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсем те нумайланӗҫ - ҫакна тивӗҫлӗ тытӑмсен хатӗрленсе кӗтсе илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑл та кӑҫал иртерех вӑраннӑ.

Он тоже в этом году пораньше проснулся.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак ҫыннӑн талантне хаклакансем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пырса ҫитиччен ӗлкӗрес тесе мастерскойран иртерех тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

11. Хӑв акнӑ-лартнӑ кун мӗн лартнийӗ ӳстӗрччӗ, мӗн акнийӗ иртерех чечеке лартӑрччӗ тесе тӑрӑшрӑн; анчах пухса кӗртмелли кун ҫитсессӗн ҫимӗҫ купи мар, йывӑр хуйхӑ пулӗ.

11. В день насаждения твоего ты заботился, чтобы оно росло и чтобы посеянное тобою рано расцвело; но в день собирания не куча жатвы будет, но скорбь жестокая.

Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хунӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, каланӑ ӑна: каҫ енне сулӑнчӗ, кунтах ҫӗр каҫӑр; часах тӗттӗмленет акӑ, кунтах ҫӗр каҫ, савӑн-ха; ыран иртерех тӑрӑр та ҫула тухӑр, килне кайӑн вара, тенӗ.

И сказал ему тесть его, отец молодой женщины: вот, день преклонился к вечеру, ночуйте, пожалуйте; вот, дню скоро конец, ночуй здесь, пусть повеселится сердце твое; завтра пораньше встанете в путь ваш, и пойдешь в дом твой.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах пӗтӗмлетме иртерех иккен-ха...

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах иртерех савӑннӑ-мӗн.

Но рано обрадовался.

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех