Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир тӑлӑхсене хамӑр хӳтте илнӗшӗн чи лайӑх парне вӑл — вӗсем пархатарлӑ ҫул ҫине тӑни, — терӗ Настьӑпа Машӑшӑн чӑн-чӑн анне пулса тӑнӑ /хӗрачасем хӑйне анне тесе чӗннӗрен ҫапла калатӑп/ ӑшпиллӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Акӑ Настьӑн сӑвӑ калас пултарулӑхне ҫирӗплетекен хута пӑхса ӑмсанса лараттӑм кӑна — уҫӑ кӑмӑллӑ хӗр пӗрчи хӑюлӑх ҫитерсе ума пырса тӑчӗ те: «Пӗр сӑвӑ каласа парам-и анне ҫинчен?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫакна асра тытса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов салам сӑмахӗ тата сехет парса ячӗ, — терӗ Владимир Александрович.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шкул стени ҫине Асӑну хӑми ҫакнӑ саманта ӳкерсе илтӗмӗр, — терӗ Владимир Васильев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ӑна машина панӑ ҫын, транспорт хатӗрӗн хуҫи, тӗлӗшпе те ҫирӗп яваплӑх пулӗ, — терӗ министр.

И в отношении отдавшего ему машину человека, владельца транспортного средства, будет строгая ответственность, — сказал министр.

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Пурнӑҫ тӑршшӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 8 уйӑха яхӑн вӑрӑмланнӑ, — терӗ министр. — 2010 ҫулхинчен вӑл вӑтамран 2,81 ҫул хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кӑҫал ун пек тӗслӗх пулмӗ, шыва тасатмалли ятарлӑ хутӑшсем ҫителӗклӗ хатӗрленӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать, — терӗ ЧР Пуҫлӑхӗ. — Ял ҫыннисене ӗҫмелли шывпа куллен тивӗҫтерессишӗн министерство мӗн тӑвать?

— Стоит засушливая погода, — сказал Глава ЧР. — Что делает министерство для ежедневного обеспечения питьевой водой сельских жителей?

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Шыв пӑрӑхӗ 2,2 пин ҫухрӑма тӑсӑлать, хура шыва ҫуртран юхтарса кӑлармалли 47 объект тата канализацин кашни талӑкра 21,6 пин кубла метр хӑвалакан насус станцийӗ 46 шутланать терӗ.

Имеем водопроводы, протяженностью 2,2 километра, 47 объектов канализационных стоков и 46 канализационных насосных станций, перекачивающих 21,6 тысяч кубических метров сточных вод.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх — аграрисен ӗҫ укҫи кӑҫалхи I кварталра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 11,5% пысӑкрах, — терӗ министр. — Вӗсен шалу ӳсӗмӗ республика экономикинче ӗҫлекенсен кӑтартӑвӗнчен лайӑхрах.

— По данным Чувашстата — зарплата аграриев в 1 квартале, по сравнении таким же периодом прошлого года, стало на 11,5% больше, - сказал министр. — Объем роста их зарплаты лучше показателей работников экономики республики.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл этеме пурнӑҫ парнелет, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантса вӑй парать, тӑван чӗлхепе ҫут тӗнчене юратма вӗрентет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пӗтӗм чуна парса ӑсталанӑ япаласем куҫа илӗртеҫҫӗ-ҫке, — терӗ хӑпартланса.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Юратнӑ ҫыннӑма савӑнтарӑп унпа. Вӑл та мана сӑлтавсӑрах чечек парнелет. Пӗр-пӗрне савӑнӑҫ кӳме уяв тӑтӑшах йӗркелетпӗр», — терӗ куҫӗ телейпе ҫиҫекен хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Чылайӑшӗ унта ҫемйисемпе килчӗ, малтанхи сасӑлав чӑнласах та кирлине систерчӗ, «РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулас текен кандидатсен списокне чиновниксем мар, эпир палӑртатпӑр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Эпӗ кунта атте-анне сӗннипе мар, хамӑн ирӗкпех килтӗм. Суйлавсене, ҫав шутра малтанхи сасӑлава та, хутшӑнасси — Раҫҫей гражданинӗн ирӗкӗ-ҫке. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлава та хутшӑнӑп», — терӗ Иван депутатсен тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмаллине, суйлавҫӑсене мӗн шантарнине пурнӑҫламаллине палӑртнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Мана хула ҫыннисен хастарлӑхӗ, вӗсем Раҫҫей тата Чӑваш Ен шӑпи пирки шухӑшлани, ҫӗршывпа республикӑра обществӑпа политика тӑнӑҫлӑхне сыхласа хӑварас тени савӑнтарать», — терӗ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Рассых Ямалетдинович тӑван республика тата Раҫҫей чысне вӑтӑр ҫула яхӑн хӳтӗленӗ, ҫак вӑхӑтра 300 ытла медальпе диплом ҫӗнсе илнӗ, Чӑваш Енре паян ун пек пархатарлӑ ветеран урӑх ҫук, — терӗ паллӑ журналист Юрий Плотников.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ун пирки Марье аппа нимӗн те шарламарӗ, «пӗлместӗп» терӗ ҫеҫ.

Про это тётя Мария ничего не молвила, сказала только "не знаю".

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Валерийӑна мӗнле сипленипе кӑсӑклансан: «Тула хулине илсе кайнӑччӗ, унта йӗппе чиксе сипленнӗччӗ», — терӗ.

Интересуясь лечением Валерии: "Повезли в город Тулу, там лечили иглоукалыванием", - сказала.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Импорта хамӑрӑн продукципе улӑштарас ҫул ҫине тӑнӑ май Чӑваш Енри хӑмла плантацийӗсене ҫӗнӗрен чӗртмешкӗн условисем питӗ меллӗ, - терӗ Михаил Игнатьев. - Анчах хӑмла ансат культура мар, ӑна ӗлӗкхи шая ҫӗклеме нумай вӑй хумалла. Федераци пулӑшӑвӗ те кирлӗ пулӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех