Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑрҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑрҫӑ (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи чӑваш ялӗн чуна витерекен хӗрхӳ ӳкерчӗкӗсем кусем.

Все это душе трепещущие рисунки чувашской деревни военные лет.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗр сӑввинче вӑл хӑйӗн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫӑмӑл мар ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне сӑнарлӑн ӳкерсе кӑтартнӑ.

В одном из стихов она образно рисует свое детство и молодость в годы войны.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ольга Васильевна вӑрҫӑ ҫулӗсенче пирӗн шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Ольга Васильевна в военные годы в нашей школе преподавала чувашский язык и литературу.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Шел, вӑрҫӑ суранӗсене пула вӑл пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ.

Жаль, из-за военных ран рано ушел из жизни.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Калуга облаҫӗнчи Грынь ялӗнчи улттӑри Сережа Алешкова вӑрҫӑ мӗн тери хурлӑх ярса панӑ...

Какое горе послала война шестилетнему Сереже Алешкову из деревни Грынь Калужской области...

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта уйрӑм 500 тӗрлӗ пулӑшупа 465 ҫынна — аслӑ ӑрурисене, сусӑр ачасене, вӑрҫӑ инваличӗсене, тыл ӗҫченӗсене, социаллӑх тӗлӗшӗнчен тӑнӑҫсӑр шутланакансене, тӑлӑх арӑмсене, тулли мар тата теветкеллӗ ҫемьесене — тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа телекурав вӑрҫӑ фильмӗсене кӑтартсах тӑчӗ.

В прошлом году в честь 70-летия Великой Победы телевидение частенько показывало военные фильмы.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Килне таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ паттӑрне каллех Хӗрлӗ Чутая, районти педагогика пӳлӗмӗн заведующине, ӗҫлеме илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сумлӑ юбилейпе ӗҫпе вӑрҫӑ тата спорт ветеранне республикӑн Физкультурӑпа спорт министерствин, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсен ентешлӗхӗсен ертӳҫисем, паллӑ атлетсемпе тренерсем, унӑн тӑванӗсемпе вӗренекенӗсем саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сӑмахран, тӗрлӗ тенкӗпе тата вӗтӗ шӑрҫапа эрешленӗ тухья ҫар ҫыннин шлемне аса илтерет, кӑкӑр умне ҫакмалли ама, шӳлкеме, тевет те вӑрҫӑ хатӗрӗсем евӗр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Мӑн аслашшӗ вӑрҫӑ пӗтсен киле таврӑннӑ.

После войны дед вернулся домой.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫемье пуҫлӑхӗ Андрей Васильевич - граждан вӑрҫин тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫавӑн пекех ҫак кун яваплӑ ҫынсем Тупах ялӗнче пурӑнакан Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранне Григорий Иванович Иванова ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, вӑрҫӑ ветеранӗсене, тӑлӑхсене патшалӑх пулӑшас ӗҫе малалла тӑснине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Униҫҫи вун виҫҫе пуссан Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланать.

Когда Анисье исполнилось тринадцать, начинается Великая Отечественная война.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Пирӗн ӑру тивӗҫлӗ тӗслӗхсене ӑша хывса ҫитӗннӗ: эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлесе хӑварнӑ, халӑх хуҫалӑхне чӗртсе тӑратнӑ ҫынсене сӑнран пӗлетпӗр.

Наше поколение воспитывалось на достойных примерах: мы лично знакомы с теми, кто пережил военное лихолетье, отстаивал независимость нашей Родины, восстанавливал народное хозяйство страны.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫӗрле прожектор патӗнче тӑнӑ, кӑнтӑрла вӑрҫӑ ӗҫне вӗреннӗ паттӑр хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Маша 20 ҫулта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

1941 ҫул вӗҫӗнче, фашистсем Мускав патне ҫитсен, Чӑваш ҫӗрӗ вӑрҫӑ ахрӑмне ҫывӑх тӑнӑ: кунта окопсем чавнӑ, вӑйпитти арҫынсене фронта ӑсатнӑ, эвакуаци йӗркипе килнисене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче вӑрҫӑ кӗрлемен.

На Яльчикской земле войны не было.

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех