Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑт сăмах пирĕн базăра пур.
пӑт (тĕпĕ: пӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн шӑп та шай ҫитмӗл ҫичӗ пӑт леҫсе памалла.

Вашему двору причитается засыпать ровно семьдесят семь пудов.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, селекци станцине кайса ҫӳресе, вуникӗ пӑт тулӑ илсе таврӑнчӗ, савӑнса ӳкнӗ хӑй, ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнипе кӑмӑлӗ тулнӑ.

Давыдов вернулся из поездки на селекционную станцию с двенадцатью пудами сортовой пшеницы, веселый, довольный удачей.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашни контртан пӗрре наганпа ҫапнӑ хыҫҫӑнах хӗрӗхшер пӑт тырӑ сирпӗнсе тухас пулсан, эпӗ ӗмӗрӗм тӑршшипех ҫав ӗҫпе пурӑннӑ пулӑттӑм, яланах вӗсене ҫапа-ҫапа тӑрӑнтарса ҫӳрӗттӗм.

Кабы из каждой контры посля одного удара наганом по сорок пудов хлеба выскакивало, я бы всею жизню тем и занимался, что ходил бы да ударял их!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх тырӑ леҫсе пани — ку сана кушак аҫи куҫҫулӗ тӑкни мар.

Сорок два пуда семенного — это тебе не кот наплакал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кӑштах алкумӗнче тӑрӑр-ха! — кӑшкӑрса каларӗ вӗсене Нагульнов, унтан Банник еннелле ҫаврӑнчӗ те малалла каласа ҫыртарчӗ: — «… хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх хатӗрленӗ тырра тулӑ халлӗн кӳрсе паратӑп. Ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатӑп».

— Погодите трошки в сенцах! — крикнул Нагульнов и, поворачиваясь лицом к Баннику, продолжал: — «…сорок два пуда семенного зерна пшеничной натурой. В чем и подписуюсь».

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тырӑ хатӗрлев йӗркипе ҫӗр те вунултӑ пӑт шӑнкӑртах турттарса кайса патӑм!

Сто шешнадцать пудиков по хлебозаготовке вывез!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Апла эсӗ хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх тырӑ хатӗрленӗ ӗнтӗ, ҫапла-и?

— Значит, сорок два пуда семян имеешь?

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмахран, манӑн киле ҫын пуҫне уйӑха пӗрер пӑт хӑварнӑ пултӑр, эпӗ, калӑпӑр, кунне виҫшер-тӑватшар кӗрепенкке ҫисе ярам.

Мне оставили по пуду на душу на месяц едоцкого, а я, к примеру, съедаю в день по три-четыре фунта.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑхсене ҫитермелли сӗлӗ пӗр ҫӗр пӑт ытла выртать-ха вӗсен, ҫапах та вӑл пама килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем юлнӑ сӗлле ҫураки пуҫланнӑ тӗле куҫ шӑрҫине упранӑ пекех хытӑ сыхласа усраҫҫӗ; Яков Лукич та вара ҫак хаклӑран та хаклӑ тырра, кӗҫех макӑрса ярас тенӗ пек, лашасем валли (правлени лашисем валли кӑна!) пӗрер виҫен ӑскаласа парать, ӑна та пулин вӑрӑм та йывӑр ҫула тухса каяс умӗн ҫеҫ парать.

Овса кормового было еще более ста пудов, но он ответил отказом потому, что оставшийся овес хранили к началу весенних работ как зеницу ока; и Яков Лукич, чуть не плача, отпускал лошадям (одним правленческим лошадям!) по корцу драгоценного зерна, и то только перед долгими и трудными поездками.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫичшер пӑт хӑварма сӑмах татрӗҫ.

Решили — по семь пудов.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗншӗн Давыдов юлташ ҫичшер пӑт хӑварма сӗнчӗ-ха?

Почему товарищ Давыдов предлагали по семи пудов?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Теҫеттин пуҫне ҫичшер пӑт акмалли хура тӑпраллӑ ҫӗре те пирӗн ҫерҫи сӑмси чухлӗ кӑна!

— У нас жирной земли, какая по семь на десятину требует, с воробьиный нос!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Нумай аксан пилӗкшер пӑт акмалла.

— Пять пудов, от силы.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр пӑт та хутшӑнман!

Ни пуда не прибавлено!

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Чыхӑнса ларӑсӑнччӗ хӑть эсӗ ҫав эрехпе!» — шухӑшлатчӗ Хопров ҫакна кураймасӑр сӗтел айӗнче хӑйӗн ҫур пӑт йывӑрӑш, тараса пуканӗ пек чышкисене чӑмӑртаса.

«Захленись ты ею!» — думал Хопров, с ненавистью сжимая под столом полупудовые гири-кулаки.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑҫан эпӗ санран икӗ пӑт вырӑнне виҫҫӗ илнӗ?

Когда я с тебя три меры за две взял?

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титок ӑна выҫлӑх ҫулхине, ҫирӗм иккӗмӗш ҫулта, кӳршӗри Тувянски хутор ҫыннинчен пӗр хӗсӗр ӗне те виҫӗ пӑт ҫӑнӑх парса туяннӑччӗ.

Титок купил его в голодный двадцать второй год за яловую корову и три пуда муки на соседнем хуторе Тубянском.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир ҫав тери хавхаланнине кура, хуҫа пирӗн ӗҫӗмӗр ҫумне кашни талӑкне вунтӑватшар пӑт чусталӑх ӳстерсе хунине те сисмен.

что мы даже не заметили, как хозяин, пользуясь нашим возбуждением, набавил нам работы на четырнадцать пудов теста в сутки.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Ҫичӗ пӑт таякан чустана йӑваланине е, лар ҫине пӗшкӗнсе, чавса таран тавӑрнӑ вӑйлӑ аллисемпе тӑкӑскӑ чустана хытӑ пӳрнисем хушшипе нӑчӑртаттарса кӑларса ҫӑрнине курсан, такам та тӗлӗнмеллеччӗ.

Нужно было видеть, как он управлялся с семипудовым куском теста, раскатывая его, или как, наклонившись над ларем, месил, по локоть погружая свои могучие руки в упругую массу, пищавшую в его стальных пальцах.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хӗрӗ тем тӗрлӗ хитрескер пулсан та, чунӗ унӑн пӗчӗк те ӑшӑх йышшискер, унӑн мӑйӗнчен пӗр пӑт ылтӑн ҫакса яр хӑть, вӑл ҫавах та унтан ытла лайӑхланас ҫук!

Девка как ни хороша, да у ней душа узка и мелка, и хоть ты пуд золота повесь ей на шею, все равно, лучше того, какова она есть, не быть ей.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех