Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫук сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫук (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, мана ҫитет!

Нет уж, с меня хватит!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑхмалӑх та ҫук!

Поглядеть не на что!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, пӗтмен, ырӑ ҫыннӑм.

— Нет, не все, милый человек.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вырсарникунсенче ман тантӑшсем тӗрлӗ вӑйӑсем вылятчӗҫ, манӑн ерҫӳ ҫук, эпӗ килте асли.

Бывало, сверстники мои по воскресеньям всякие игры устраивают, а мне некогда, я в доме старший.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Аверьян мана ҫапла каларӗ: «Ҫӑмӑл вилӗм пулас ҫук сана, ҫӗлен!

Но Аверьян мне сказал: «Не будет тебе легкой смерти, гад!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук пулсан, леш тӗнчере манӑн ӗҫ те ҫук.

А ежели нету, так мне и делать на том свете нечего.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Леш тӗнчере утсем ҫук, тетӗн апла?

«Говоришь, нету на том свете коней?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр хут ларса пыратӑн та манпа, урӑх — пырас ҫук.

Один раз проедешь со мной, в другой — не захочешь.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, чӑнах, Иван пичче, лашасемпе эсӗ пурнӑҫра ялан уттипе ҫӳретӗн-и? — ыйтрӗ Давыдов.

— Нет, всерьез, дядя Иван, так всю жизнь ты шагом и ездишь на лошадях?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ эсир Макарпа сиккипе пурӑнатӑр, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сире канӑҫ ҫук, ыттисене те канӑҫ памастӑр, ҫавӑнпа сирӗн, чи харсӑр та йӑрӑ ҫынсен, пӗр чарӑнмасӑр шыв турттармалла; шывсӑр пушар сӳнтереймӗн, ҫапла-и?

Вот вы с Макаром вскачь живете, ни днем, ни ночью спокою вам нету, и другим этого спокою не даете, стало быть, вам, как самым проворным и мотовитым, только воду подвозить без задержки; без воды пожара не потушишь, так я говорю?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, мӗншӗн!

— Нет, зачем же!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шутласа та кӑларас ҫук!

Не счесть!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн иксӗмӗрӗн, Андрей, ӑна юлташла асӑрхаттармалла, текех кӗтме май ҫук.

Но нам с тобой надо, Андрей, его по-товарищески остеречь, ждать дольше нельзя.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тата Хопров ҫинчен ыйтрӗ: активист пулнӑ-и вӑл е ҫук? — тет.

Да, ишо спросил про Хопрова: активист он был или нет?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Секретарь косилка ҫине кӗпе хывса ларас ҫук.

Секретарь не будет без рубахи на косилке ездить.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Секретарь майӗ ҫук: ҫара уран выртать, пичӗ-куҫӗ — ала пек.

На секретаря не похож: босой лежит, и морда — как решето.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ҫук, — тет вӑл, — ӗнер секретарь килчӗ те пирӗн уйсене пӑхса ҫӳрерӗ, ҫав хыт хура ҫине пырса кӗчӗ те, ну, ыйтать пирӗнтен: ку хыт хурапа мӗн тӑвӑпӑр? — тет.

Отвечает он мне: «Нет, секретарь вчера приехал, оглядел все наши поля, на этот бурьян напхнулся, ну и задает вопрос нам: что будем с бурьяном делать?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эс, Андрей, хӗрсем патне улаха кай, манӑн, куратӑн, санпа вӑхӑта сая яма май ҫук.

— Ты пойди, Андрей, к девкам на посиделки, а мне, видишь, некогда с тобою впустую время тратить.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, каҫхи хӑна ӳсӗр мар, анчах ахӑлтатса кулса ярас пек тӑрать, тути чӗтрет.

Нет, ночной гость не пьян, но губы подергиваются от неудержимого желания расхохотаться.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Майданников автанӗ вырӑнӗнче пӗр-пӗр кулак автанӗ пулсан — эпӗ ана, паразита, ӗмӗрте те итлес ҫук!

Будь заместо майданниковского петуха какой-нибудь кулацкий — да я его слушать бы в жизни не стал, паразита!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех