Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хула сăмах пирĕн базăра пур.
хула (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле хула ҫак Венеци — поэзи, урӑх ним те мар.

Что это за город, эта Венеция — поэзия, да и только!

XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тепӗр кун ирхине Инсаров хула почти урлӑ ҫакӑн пек кӗске ҫыру илчӗ:

На другое утро Инсаров получил по городской почте коротенькую записку.

XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫак хӑй тӗллӗн килсе тухакан туйӑм хӗлле хускалсан, вӑл театрта юнашарах 2 — 3 ложа илме хушнӑ, унтан, хӑйӗн пӗлӗшӗсене пуҫтарса, театра е тата маскарада кайнӑ; ҫулла — вӑл хула тулашне, ӑҫта та пулин инҫерех кайнӑ.

Находил ли на нее этот стих зимой — она приказывала нанять две-три ложи рядом, забирала всех своих знакомых и отправлялась в театр или даже в маскарад; летом — она ехала за город, куда-нибудь подальше.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Лавккаҫӑ, хула тулашӗнче вак-тӗвекпе сутӑ тӑвакан ытти лавккаҫӑсем пекех, тӗнчере мӗн пулса иртнипе интересленмен самӑркка ҫын, каякан хӗр ҫине пӑхса анасларӗ, Шубин вара ҫав вӑхӑтра Берсенева: «ку… ку вӑт, куратӑн-и… кунта манӑн пӗр паллакан ҫемье пур… ҫак вара вӗсем патӗнче… эсӗ мӗн тесе ан шутла…» терӗ те каласа пӗтермесӗрех хӗр хыҫҫӑн чупрӗ.

Лавочник, человек пухлый и равнодушный ко всему на свете, как все загородные мелочные торговцы, крякнул и зевнул ей вслед, а Шубин обратился к Берсеневу со словами: «Это… это, вот видишь… тут есть у меня знакомое семейство… так это у них… ты не подумай…» — и, не докончив речи, побежал за уходившею девушкой.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хула тулашне вӑл нумаях пулмасть кӑна, кунне темиҫешер сехет хушши пысӑк та йывӑр ӗҫпе ларса ирттернӗ хыҫҫӑн куҫса килнӗ.

Он недавно переселился за город после долгой и трудной работы, отнимавшей у него по нескольку часов в день.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хула карточкӑпа пурӑнать.

Город жил по карточкам.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хула чӗнмест, шӑпах, ҫуртсем умӗнче ҫеҫ пӗчченшер ҫынсем шурӑ тутӑр татӑкӗсемпе сулкаласа: «Капут! Аллес капут! Капут!» — тесе тӑраҫҫӗ.

Город молчал, и только одинокие жители у домов с белыми тряпками в руках без конца повторяли: «Капут! Аллес капут! Капут!»

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах хула урамӗсем тарӑх шалалла кӗнӗҫемӗн «ур-р-ра» кӑшкӑрма кирлӗ маррине эпир ӑнланса пытӑмӑр.

Но чем дальше мы пробирались по улицам города, тем больше понимали, что «у-р-ра» ни к чему.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ, хула та палӑра пуҫларӗ.

Теперь мы видели город.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мейсен вӑл, пӗлес килет-тӗк, хула, ҫитменнине, пӗчӗк те мар тата…

А Мейсен, к вашему сведению, город, и немалый…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ҫӳрӗпӗр-и хула тӑрӑх? — сӗнчӗ Саша.

— Походим по городу? — предложил Саша.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кану, анчах хула ҫаплах ҫунать-ха, бомбӑсем ҫурӑлнипе, тупӑсем кӗмсӗртетнипе чӗтресе ҫеҫ тӑрать вӑл.

Отдых, а город еще горел, дрожал и трясся от огня артиллерии и взрывов бомб.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сасартӑк вӗсем хула ҫине листовкӑсем тӑкма тытӑнчӗҫ: юр ҫӑвать тейӗн.

И вдруг снегопад листовок полетел с них на город.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапӑҫусем хула урамӗсенче пыраҫҫӗ.

Бои шли в городе.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пушӑ санитари машинисем вара, хула урлӑ тӳрех Бреслау — Берлин автострада патнелле куҫакан ҫар колоннисенчен иртсе, каялла вӗҫтереҫҫӗ.

Санитарный порожняк уходил обратно, обгоняя армейские колонны, шедшие через город к автостраде Бреслау — Берлин.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тулта, йывӑр кун хыҫҫӑн каннӑ евӗр, хула кансӗррӗн тӗлӗрет.

За окном, будто отдыхая от прожитого трудного дня, тяжело дремал город.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунта тата хула та пур пулас.

А потом здесь город, кажется.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хула халь пирӗнтен сулахай енче, ӑна эпир йӑсӑрланса тӑракан тӗтӗм тарӑх, снарядсемпе минӑсем йӑлтлата-йӑлтлата ҫурӑлни тӑрӑх, чухлатпӑр.

Теперь город лежал слева от нас — мы узнавали его по клубам черного дыма, по вспышкам снарядов и мин.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл, ҫунтарса, аркатса пӗтернӗ пулсан та, ҫапах — хула.

Сильно разрушенном, горевшем, но все же городке.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хула ҫыннисем магазинсенчен — апат-ҫимӗҫ, япаласем, пушӑ хваттерсенчен сӗтел-пукан йӑтаҫҫӗ.

Жители растаскивали из магазинов продукты, вещи и мебель — из пустых квартир.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех