Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗ вӑхӑтра таврӑнчӗ вӑл: пӳрте кӗрсе ларнӑранпа чӗрӗк сехет те иртмерӗ — ун патне Халиме апа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анӑҫсӑр вӑхӑтра лекрӗр эсир кунта, — хаш! сывларӗ хуҫа, выҫса ҫитнӗ таркӑнсене апат хура-хура панӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темшӗн калама шут тытрӗ вӑл кун ҫинчен — кам пӗлет, анчах таркӑнсене хӑрушлӑх пирки питӗ вӑхӑтра систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара ҫывӑх вӑхӑтра пире Хӗрлӗ Ҫар килсе ирӗке кӑларасса шанма ҫук…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать-ха ҫак вӑхӑтра Тернополе Хӗрлӗ Хӗрес обществин ют ҫӗршыв представителӗсем килсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулӗ тертлӗ пулчӗ ҫав, пуйӑс, вутӑ пӗтнипе е пӑравус ванса кайнипе, уй варринчех чарӑна-чарӑна ларатчӗ, вакунсенче шыв шӑнатчӗ — хӗл ҫав тери сивӗ тӑчӗ вӑл вӑхӑтра, сурчӑк ҫӗре ӳкиччен пӑрланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — «Ҫемье ман хам кирпӗч шутланӑ вӑхӑтра самай хушӑннӑ, — тет ку.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Антун тусӑм, эс мӗн пит шухӑша кайса ҫӳрен? — терӗ ӑна пӗррехинче Король, каҫхи апат хыҫҫӑнхи пушӑ вӑхӑтра ун ҫумне пырса ларнӑскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗле кӗрсен, ҫӗнӗ ҫул умӗн, выльӑх йӳнелме тытӑннӑ вӑхӑтра, вӑл, ашшӗпе хуньӑшӗнчен укҫа кивҫен илсех, ҫӗр вӑтӑр тенкӗ парса ӑйӑр туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхи вӑхӑтра, юлашки ҫырав кӑтартнӑ тӑрӑх, Крымра 2,5 пин ытла чӑваш, ҫак шутран 500-шӗ Севастополь хулинче тата Балаклава районӗнче пурӑнать.

На сегодняшний день по результатам последней переписи в Крыму проживают свыше 2,5 тысяч чувашей, из них около 500 человек – в городе Севастополь и Балаклавском районе.

Олег Николаев Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ кун ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/18/gla ... aet-s-dnem

Ҫуллахи вӑхӑтра самолет вӗҫет.

В разгар туристического сезона, летом, между регионами действует прямое авиасообщение.

Олег Николаев Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ кун ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/18/gla ... aet-s-dnem

Шӑп Калюк хурахӗсене тӗп тумалли планпа хӗрсе ӗҫленӗ вӑхӑтра Крапивин патне обком секретаре Кузюков шӑнкӑравларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унсӑрӑн ӑҫта мӗн ҫаратмаллине пӗлме те, хӑвалакансенчен вӑхӑтра тарса пытанма та пултараймӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫакнашкал ҫырусем НКВДна та, республикӑри ертсе пыракан органсене те юлашки вӑхӑтра килсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах юлашки вӑхӑтра Калюк ятлӑ хураха унта та кунта асӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхи вӑхӑтра — вӑхӑтлӑх ӗҫлекен турттаракан пек.

На данный момент — в качестве временного перевозчика.

Шупашкарта 41-мӗш мартшрут автобусӗсем 3 сехет ҫӳремен // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31305.html

Пушӑ вӑхӑтра кӗнекесем, журналсем вулатпӑр тет.

Говорит, что в свободное время читают книги и журналы.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Хӗрсех тавлашса тӑнӑ вӑхӑтра, пуштӑри стурӑш пӗр тӗрке хаҫат пӑрахса паман пулсассан, темпе пӗтӗччӗ вара ҫакӑ пысӑк харкашу.

Неизвестно чем бы закончился этот большой спор, когда в разгар диспута вдруг не появился бы почтовый сторож и не бросил перед ними кипу газет.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Хӑй кӑларса ывӑтнӑ ҫырури йӗркесем пуҫӗнче пичетленсех ларчӗҫ тейӗн: «…ӑна ҫӗр ҫӑтнӑ тӑк — унӑн ҫулӗ шӑпах унталла. Пирӗннисем вара вӑл чӗрӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Эпир тепӗр тӑватӑ кунран таврӑнатпӑр, ҫав вӑхӑтра ӑна ярса тытма кирлех, мӗншӗн тесен вӑл ирӗклӗн ҫӳрет. Улттӑн пӗрне ҫӗнтересси — чӑрт сурмалӑх кӑна. Темӗн те калаҫҫӗ, турӑҫӑм каҫартӑр та, — Тарт шуйттанпа ҫыхланса кайнӑ имӗш. Ку маншӑн паллӑ мар».

В голове, как отпечатанные, стояли строки письма, скомканного и брошенного рукой Тарта: «…если бы он провалился, туда ему и дорога. А наши думают, что он жив. Мы вернемся через четыре дня, за это время должны его поймать непременно, потому что он будет ходить свободно. Шестерым с одним справиться — что плюнуть. Толкуют, прости меня, господи, что Тарт сошелся с дьяволом. Это для меня неизвестно».

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех