Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтра тунӑ ӗҫсене пула ҫӗршер ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, пурлӑх тӗрӗс-тӗкеллӗхне тивӗҫтерме май килет.

Своевременно принятые меры позволили спасти сотни человеческих жизней, минимизировать последствия чрезвычайных ситуаций и обеспечить сохранность имущества.

Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/27/news-4004092

Ҫакӑ региона малалла аталантарас тӗллевпе йышӑннӑ патшалӑх программисене укҫа-тенкӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме пулӑшать, – ҫавна май ҫул-йӗр инфратытӑмӗ лайӑхланать, социаллӑ сфера объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, обществӑлла хутлӑхсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстермелли тӗллевсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Это позволяет своевременно финансировать государственные программы, направленные на развитие региона, – улучшать дорожную инфраструктуру, возводить объекты социальной сферы, преображать общественные пространства, решать задачи по повышению качества жизни населения.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/21/news-3979651

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре комплекслӑ строительствӑн 56 проекчӗ, ҫавӑн пекех садиксемпе шкулсен, больницӑсемпе культура учрежденийӗсен, спорт, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн объекчӗсен реконструкцийӗпе тата строительствипе ҫыхӑннӑ вун-вун программа пурнӑҫланать.

Сегодня в Чувашии реализуется 56 проектов комплексной компактной застройки, а также множество других проектов и программ, связанных со строительством, ремонтом или реконструкцией детских садов, школ, больниц, объектов дорожного хозяйства, учреждений культуры, спорта и общественных пространств.

Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/10/news-3909925

Республикӑра пурӑнакансен хальхи вӑхӑтра тавар туянас е пулӑшу илес енӗпе чӑрмав ҫук.

Сегодня жители республики не испытывают трудности с приобретением товаров и получением услуг.

Михаил Игнатьев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/07/28/news-3904080

Юлашки вӑхӑтра вара шӑппӑн килсе кӗрет те, нимӗн пулман пек, хваттерте утса ҫӳрет, ачисен урокӗсене тӗрӗслесен ҫывӑрма выртать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Хӑнана мӑшӑрсем пӗрле ҫӳрекенччӗ, эс вара юлашки вӑхӑтра час-часах пӗччен ҫухалса ҫӳре пуҫларӑн.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑхӑтра кӗтсе илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юлашки вӑхӑтра вара вӑл Сергей Николаевич хӑйсен палатине килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Укҫа вӑхӑтра паманни, арӑмӗпе ачисем сивӗнни тарӑхтарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Халӗ вӗсене вӑхӑтра тӳлеменнипе пени хушса пани фирма ӗҫне пушшех путлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Налогсене те вӑхӑтра тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Михаил Григорьевича пӑшӑрхантаракан тепӗр сӑлтав та пур паян: юлашки вӑхӑтра ун ӗҫсем ӑнсах пымаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Арҫын тепӗр чухне вӑхӑтра таврӑнманнишӗн ҫапла харкашмалла-и хӗрарӑмӑн?

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Лешӗ укҫа тума пӗлменскер иккен, юлашки вӑхӑтра ӗҫме пуҫланӑ, арӑмӗпе ачисене те хӗнет.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫав вӑхӑтра Иван Петрович ун пурнӑҫӗ ҫинчен йӑлт пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Каҫарӑр тархасшӑн вӑхӑтра аса илейменшӗн.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӑй питӗ васкать, — пӳлӗм алӑкне шаккамасӑрах кӗрсе тӑчӗ ҫав вӑхӑтра фирма пуҫлӑхӗн ҫумӗ Кирилл Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Лешӗн ӗҫӗсем юлашки вӑхӑтра ӑнсах пыманнине пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юлашки вӑхӑтра вӑл киле питӗ ҫиллес таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Иван Петрович, эсир Нинӑпа пӗр вӑхӑтра вӗренменччӗ-и пединститутра?

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех