Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмен (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сив чир те, хӗрлӗхен те Унӑн чунне илмен.

Нет, вовсе не корь и не свинка сгубила его.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Ӑҫта каймасть, тенӗ ӗнтӗ вӑл, — ӑна пӳлсе калаҫма пуҫларӗ Шубин: — хуньӑм-и вӑл, ҫук-и, — ӑна пурнӑҫ кӑтартӗ-ха, ҫӗр тенкӗ укҫа вара — взятка илмен ҫынна лайӑх.

— Что он подумал: «Куда ни шла! — подхватил Шубин, — тесть ли он мне, или нет — это еще скрыто в урне судьбы, а сто рублей — хорошо человеку, который взяток не берет».

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевна ӑна, ҫиелтен пӑлханнӑ пек кӑтартса, анчах вӑрттӑн хавасланса кӗтсе илчӗ (вӑл ӑна урӑхла нихҫан та кӗтсе илмен); Стахов вара шлепкине те хывмарӗ, арӑмне сывлӑх сунмарӗ, сӑмах чӗнмесӗрех, Еленӑна чуптума замш перчетке тӑхӑннӑ аллине тӑсса пачӗ.

Анна Васильевна встретила его с наружным волнением и тайною радостью (она его иначе никогда не встречала); он даже шляпы не снял, не поздоровался с нею и молча дал Елене поцеловать свою замшевую перчатку.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эпӗ нимле ҫыру та илмен, — хирӗҫ тавӑрчӗ Инсаров, — анчах, ман шухӑшпа, мана текех кунта юлма юрамасть.

— Я никакого известия не получал, — возразил Инсаров, — но, по моим соображениям, мне нельзя здесь оставаться.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вунна кайсан, Леночка ыйткаласа ҫӳрекен пӗр Катя ятлӑ хӗрпе паллашнӑ та ун патне сад пахчине вӑрттӑн ҫӳренӗ, ӑна валли тутлӑ апатсем илсе пынӑ, тутӑрсем, вунӑ пуслӑх укҫасем парнеленӗ, — теттесене Катя илмен.

На десятом году Елена познакомилась с нищею девочкой Катей и тайком ходила к ней на свидание в сад, приносила ей лакомства, дарила ей платки, гривеннички — игрушек Катя не брала.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хамӑрпа вутӑ илмен.

А дров мы с собой не захватили.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс чылай пулать манран ҫыру илмен тесе ҫыратӑн.

Ты пишешь, что не получаешь давно моих писем.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак вӑхӑтра эпӗ аса илех кайрӑм: комсомол билечӗ илмен вӗт-ха эпӗ райкомра!

Когда я вдруг вспомнил: ведь я так и не получил комсомольский билет в райкоме.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ ӗнтӗ, Вадя пек, Мускава килнӗ Риббентропа та курман, Маннергейм линине те ман атте илмен.

Приезжавшего в Москву Риббентропа я, как Вадя, не видел, и даже линию Маннергейма мой отец не брал.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Роберт вӗрен илмен пулсан, унтан ниепле те анма пулмастчӗ.

Не захвати Роберт верёвки, этот спуск был бы невозможным.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вуникӗ ҫул ӗнтӗ, край ӗҫне ертсе пыма хушнӑранпа, вӑл мӑлатукне алла илмен, анчах вӑл халӗ ҫеҫ шахтӑран тухнӑн туйӑнать.

Двенадцать лет назад, призванный к руководству краем, этот человек положил свой молоток, а казалось, что он только что вышел из шахты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ӑна ыран пӗлӗпӗр, — терӗ майор сиввӗн, Гленарвана шухӑшласа илмен ӗҫе тума парас мар тесе.

— Мы узнаем это завтра, — холодно ответил майор, твёрдо решивший помешать Гленарвану совершить опрометчивый поступок.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паруссем, шалти ӑпӑр-тапӑрсем кичеммӗн тӗпӗртетсе илеҫҫӗ — ҫавсене пула халиччен нимне те аса илмен пассажирсем вӑранчӗҫ.

Ничего не подозревающие пассажиры были разбужены сухим хлопанием парусов, жалобным треском внутренних переборок.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сӑмах та ҫук, айӑккипе иртсе пыракан «Пальмира» вӗсене хӑйпе илмен пулсан, нимӗнсӗр тӑрса юлнӑ асаплӑ ҫынсем нушаланса вилсе выртатчӗҫ.

Вне всякого сомнения, страдальцы умерли бы от нужды и лишений, если бы проходившая мимо «Пальмира» не подобрала их.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах «Хопп» капитанӗ питӗ усал ҫын пулнӑ, мӗскӗн робинзонсене вӑл борт ҫине илмен.

Но капитан «Хоппа» проявил совершенно непонятную жестокость и отказался принять несчастных робинзонов на борт.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайнин паллисем кунта тупӑнасса Гленарван шухӑша та илмен, утравӑн губернаторӗ патне те вӑл, кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр тесе, ҫеҫ кӗрсе тухрӗ.

Гленарван и не надеялся найти здесь следы крушения «Британии»; он обратился к губернатору острова с расспросами только для очистки совести.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Апла пулсан, пӑхса тухӑр, кӑмӑл килнӗ таран танлаштарӑр, сӑмахсене улӑштарса лартӑр, вара пӗлетӗр эсир: ҫӗршыв ҫинчен вӗсем пӗрре те асӑнса илмен.

А раз это так, то изучайте, сравнивайте, переставляйте слова, как вам угодно, и вы убедитесь, что они не имеют ни малейшего отношения к этой стране.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Французла документра та, англилле документра та, ҫавӑн пекех нимӗҫле документра та ҫак Инди океанӗнче вырнаҫакан архипелаг ҫинчен пӗрре те асӑнса илмен.

Ни одного слова не было сказано ни во французском, ни в английском, ни в немецком документах об этом архипелаге, расположенном в Индийском океане.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шывӗ ытлашшипех ҫитет, михӗсем туллиех тесе каланӑ вӑхӑтра Вильсон ҫак йывӑр кун хӑйӗн тусӗсене типӗтсе ҫунтарасси ҫинчен аса та илмен.

Когда Вильсон говорил, что воды в мехах больше чем достаточно, он не принимал в расчёт отчаянной жажды, мучившей его спутников в этот трудный день.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

О, шанатӑп эпӗ, хам ыйтнӑ пулсан, мана Географилле общество, Индине янӑ пекех, Патагонине те ӑсатнӑ пулӗччӗ, анчах эпӗ ун ҫинчен асӑма та илмен.

О, я не сомневаюсь, что по моей просьбе Географическое общество так же охотно отправило бы меня в Патагонию, как и в Индию, но я не подумал об этом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех