Шырав
Шырав ĕçĕ:
41. Мана ҫын мухтани кирлӗ мар, 42. Эпӗ сире пӗлетӗп: сирӗн ӑшӑрта Турра юратни ҫук.41. Не принимаю славы от человеков, 42. но знаю вас: вы не имеете в себе любви к Богу.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чирлӗ ҫын Ӑна хуравласа каланӑ: ҫапла та, Ҫӳлхуҫамӑм, анчах шыв пӑлхансан мана шыва кӳртекен ҫын ҫук; эпӗ пынӑ тӗле тепӗри кӗрсе ӗлкӗрет, тенӗ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус калать ӑна: «упӑшкам ҫук» тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн; 18. санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ пӗрле пурӑнаканни упӑшку мар; эсӗ ҫакна тӗрӗс каларӑн, тет.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: манӑн упӑшкам ҫук, тенӗ.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! санӑн мӗнпе ӑсмалли те ҫук, пусси те тарӑн — Санӑн ӑҫтан чӗрӗлӗх шывӗ пулма пултартӑр?
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать, тенӗ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — Турӑ патӗнчен килнӗ Вӗрентекен, эпир ӑна пӗлетпӗр: Турӑпа пӗрле пулмасан, Эсӗ тӑвакан хӑватсене никам та тӑваяс ҫук, тенӗ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эрех ҫитмен те, Амӑшӗ Иисуса калать: вӗсенӗн эрех ҫук, тет.3. И как недоставало вина, то Матерь Иисуса говорит Ему: вина нет у них.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Хӑй патне Нафанаил пынине курсассӑн Иисус ун ҫинчен ҫапла калать: акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук, тет.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ, терӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ вара ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм: ӗлӗкхи тӳпепе ӗлӗкхи ҫӗр иртсе кайнӑ, ӗнтӗ тинӗс те ҫук.1. И увидел я новое небо и новую землю, ибо прежнее небо и прежняя земля миновали, и моря уже нет.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унта ҫутаткӑҫ ҫути курӑнмӗ урӑх, каччӑпа хӗр сассине те унта илтес ҫук, мӗншӗн тесессӗн санӑн патӑнти купсасем улпута тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн асамупа эсӗ халӑхсене пурне те аташтартӑн.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть, 12. ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала, 13. корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнӑ тискер кайӑк — саккӑрмӗш, вӑл — ҫиччӗшӗнчен пӗриех, вӑл пӗтме кайӗ.11. И зверь, который был и которого нет, есть восьмой, и из числа семи, и пойдет в погибель.
Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнче чеелӗх ҫук: Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче вӗсем айӑпсӑр.5. и в устах их нет лукавства; они непорочны пред престолом Божиим.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫапла вӑл пурне те — кӗҫӗннине те, аслине те, пуяннине те, чухӑннине те, ирӗклине те, чурана та — палӑртса тухӗ: вӗсен сылтӑм алли ҫине е ҫамки ҫине паллӑ лартӗ, 17. вара камӑн ҫав паллӑ — пӗрремӗш тискер кайӑкӑн ячӗ е унӑн ячӗн шут паллийӗ — ҫук, вӑл сутма та, туянма та пултараймӗ.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те 6. ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ; 7. ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑхрӑм та — акӑ аслӑ пуканпа Путек умӗнче имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук: вӗсем пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ; хӑйсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, аллине пальма турачӗ тытнӑ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эппин, эпир те Ун патне тапӑр тулашне тухар, Вӑл курнӑ мӑшкӑла тӳсер; 14. пирӗн кунта ялан пурӑнас хула ҫук — эпир ҫитес ӗмӗрти хулана шыратпӑр.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.