Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Унӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен халӑхсем калаҫӗҫ, ӑна пухусенче мухтавлӗҫ; 14. пурӑннӑ чухнех унӑн ячӗ пин-пин ҫын ятӗнчен ирттерӗ; вилсессӗн вара унӑн чапӗ тата ҫӳле ҫӗкленӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй халӑх тӳрисем, итлӗр мана, эй пуху пуҫлӑхӗсем, тӑнлӑр мана: 19. ху пурӑннӑ чухне ывӑлу та, арӑму та, тӑвану та, тусу та хӑвна ан пӑхӑнтарайччӑр — ирӗк ан пар ун пек тума; 20. пурлӑхна-хуҫалӑхна ҫынна ан пар — ӳкӗнсе, хӑвӑн пурлӑхушӑн хӑвӑн йӑлӑнмалла ан пултӑр.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ ашшӗ вилсессӗн те — вилменпе пӗрех: хӑй вырӑнне вӑл хӑй евӗрлинех хӑварнӑ; 5. пурӑннӑ чухне вӑл ун ҫине пӑхса йӑпаннӑ, вилнӗ чухне те хурланса вилмен; 6. тӑшманӗсем валли вӑл вӗсене тавӑракана, тусӗсем валли пархатарлӑ ҫынна хӑварнӑ.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫывӑх ҫынну хӗсӗкре пурӑннӑ чухне ӑна кивҫен пар, ҫывӑх ҫыннуна памаллине вӑхӑтра тавӑрса пар.2. Давай взаймы ближнему во время нужды его и сам в свое время возвращай ближнему.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чӗремре эпӗ тӑхӑр шухӑша ырӑларӑм, вуннӑмӗшне каласах кӑтартам: 10. ку шухӑш — ачи-пӑчишӗн савӑнакан, хӑй пурӑннӑ чухне тӑшманӗсем пӗтнине куракан ҫын ҫинчен.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кӗске вӑхӑтрах тасалса ҫитнӗрен ӑна, сахал пурӑннӑ пулин те, нумай пурӑннӑ темелле: 14-15. унӑн чунӗ Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл усаллӑх хушшинчен кайма васканӑ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хамӑн харам кунӑмсенче эпӗ пурне те ҫителӗклех куртӑм: тӳрӗ ҫын тӳрӗ пурӑннӑ чухнех вилет; усал ҫын усал тусах нумай пурӑнать.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑй вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех апатне те тӗттӗмре ҫеҫ ҫинӗ, тем тӗрлӗ вӗчӗрхенсе те пӑшӑрханса, кӳренсе пурӑннӑ.16. А он во все дни свои ел впотьмах, в большом раздражении, в огорчении и досаде.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла эпӗ Иерусалимра халиччен хамран малтан пурӑннӑ пур ҫынран та аслӑрах та чаплӑрах пулса тӑтӑм; ӑслӑлӑхӑм та хампа пӗрлехчӗ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ ҫынсем ырӑ курса пурӑннӑ чухне хула савӑнать, усал ҫынсем пӗтсессӗн — питех те хӗпӗртет.10. При благоденствии праведников веселится город, и при погибели нечестивых бывает торжество.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хам пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрам; хам чӗрӗ чухне Туррӑма мухтаса юрлам.2. Буду восхвалять Господа, доколе жив; буду петь Богу моему, доколе есмь.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ту хӑвӑлӗнче пытанса пурӑннӑ чухне каланӑ кӗлӗ.
Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем Ҫӳлхуҫа пӗтерме каланӑ халӑхсене пӗтермен, 35. суя тӗнлисемпе хутшӑнса кайнӑ, вӗсен ӗҫӗсене тума вӗренсе ҫитнӗ; 36. вӗсен йӗрӗхӗсене пуҫҫапса пурӑннӑ, ӗнтӗ ҫавсем вӗсемшӗн таната пулнӑ, 37. хӑйсенӗн ывӑлӗсене, хӑйсенӗн хӗрӗсене вӗсем шуйттансене чӳкленӗ; 38. Ханаан йӗрӗхӗсене ҫапла чӳк туса, айӑпсӑр юна, ывӑлӗсемпе хӗрӗсен юнне, тӑкса пурӑннӑ — юн тӑкнипе ҫӗр ирсӗрленнӗ; 39. хӑйсен ӗҫӗсемпе хӑйсене ирсӗрлетнӗ, аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан Израиль Египет ҫӗрне пырса ҫитнӗ, Хам ҫӗрӗнче Иаков ют халӑх пек пурӑннӑ.23. Тогда пришел Израиль в Египет, и переселился Иаков в землю Хамову.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлам, хам пурӑннӑ чухне Туррӑма кӗвӗ каласа мухтам.33. Буду петь Господу во всю жизнь мою, буду петь Богу моему, доколе есмь.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсемпе Вӑл пӗлӗт юпа ӑшӗнчен калаҫнӑ; вӗсем Унӑн ӳкӗчӗсене, хӑйсене панӑ йӗркене уяса пурӑннӑ.7. В столпе облачном говорил Он к ним; они хранили Его заповеди и устав, который Он дал им.
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫын пуйса пынинчен, унӑн ҫурчӗ чаплӑланса пынинчен ан хӑра: 18. вилсессӗн нимӗн те илеймӗ; чапӗ те ун хыҫҫӑн каяймӗ; 19. пурӑннӑ чухне хӑйне юраса пурӑнсассӑн та, ҫапла пурӑннӑшӑн ӑна ыттисем мухтасассӑн та 20. вӑл пӗрех ашшӗсем патне кайӗ, лешӗсем вара нихӑҫан та ҫутӑ кураймӗҫ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Варлӑ пурӑннӑ тусӑмах, хам шанса тӑниех, ман ҫӑкӑра ҫинӗ ҫынах мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ.10. Даже человек мирный со мною, на которого я полагался, который ел хлеб мой, поднял на меня пяту.
Пс 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хам ырӑ курса пурӑннӑ чухне каларӑм: «ӗмӗрне те такӑнассӑм ҫук» терӗм.7. И я говорил в благоденствии моем: "не поколеблюсь вовек".
Пс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.