Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫав вӑхӑтра Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн чурисем Иерусалима ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫапла Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнӑшӑн, эшкерӳсен Ман патӑмах ҫитнӗ шавӗшӗн сӑмсунтан Хамӑн ункӑма тирсе ярӑп, ҫӑварна Хамӑн ҫӑварлӑха хыптарӑп, вара сана хӑв килнӗ ҫулпах каялла ҫавӑрса яратӑп.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ассири патшисем хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрсене мӗн-мӗн тунине, вӗсене тӗппипех пӗтерме тупаланине эсӗ илтнех ӗнтӗ — эсӗ тӗрӗс-тӗкел юлайӑн-ши вара?
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакӑн хыҫҫӑн Венадад, Сири патши, хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарса, каллех вӑрҫӑпа тухнӑ, Самарие ҫавӑрса илнӗ.24. После того собрал Венадад, царь Сирийский, все войско свое и выступил, и осадил Самарию.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кусем ҫӗрле пырса ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах йывӑр чулпа перекенсем ӑна та ҫавӑрса илнӗ, тӗппипе аркатса тӑкнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сири патши Венадад хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарнӑ, унпа пӗрле тата вӑтӑр икӗ патша, утлӑ ҫарпа урапаллӑ ҫар пулнӑ, ҫапла Самарие ҫавӑрса илнӗ те вӑрҫӑ вӑрҫа пуҫланӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ та Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ.Он опоясал чресла свои и бежал пред Ахавом до самого Изрееля.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Амврийпе Израиль ҫыннисем, Гавафон патӗнчен чакса кайса, Фирца хулине ҫавӑрса илнӗ.17. И отступили Амврий и все Израильтяне с ним от Гавафона и осадили Фирцу.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫурт стенисем ҫумне, Ҫуртпа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм йӗри-тавра, хушма хуралтӑ тӗксе тунӑ; тата йӗри-тавраллах «айккинчи пӳлӗмсем» тенӗ пӳлӗмсен ӗречӗ ҫавӑрса тухнӑ.5. И сделал пристройку вокруг стен храма, вокруг храма и давира; и сделал боковые комнаты кругом.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Авессалома ӗнтӗ Иоав кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗсем вуннӑн ҫавӑрса илнӗ те вӗлерсе пӑрахнӑ.15. И окружили Авессалома десять отроков, оруженосцев Иоава, и поразили и умертвили его.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: сывӑ халлӗн пурӑнтӑр санӑн чуну, патша хуҫамӑм; патша хуҫамӑм каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май ҫук; тӗрӗс, мана Иоав чуру хушрӗ, санӑн хӑрхӑмун чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсене вӑл калама хушрӗ; 20. ытарлӑн каласа ӗҫ-пуҫа ҫапла ҫавӑрса яма мана санӑн Иоав чуру вӗрентрӗ; анчах [патша] хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех ӑслӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине йӑлтах пӗлет вӑл, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа та, хулана ҫавӑрса илнӗ чухне аммонсен чи харсӑр ҫыннисем хӑш тӗлте хӳтӗленнине пӗлсе, Иоав ҫав вырӑна Урияна тӑратнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Авенир, сӑннине каялла ҫавӑрса, ӑна хырӑмран чикнӗ; сӑнӑ ун витӗрех тухнӑ, вӑл ҫавӑнтах ӳксе вилнӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара [ӑна ҫавӑрса пӑрахнӑ та] пуҫне касса татнӑ, кӑралне хывса илнӗ, унтан хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсенче тата халӑха пӗлтермешкӗн пӗтӗм Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме кӑларса янӑ; 10. унӑн кӑралне Астарта ҫуртне хунӑ, ӳтне Беф-Сан хӳми ҫине ҫакнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ пӗтӗм хулана вилӗмле хӑрушлӑх ҫавӑрса илнӗ; [Израиль Туррийӗн арчи унта ҫитнӗ хыҫҫӑн] вӗсене Турӑ алли пусса тӑнӑ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Израиль халӑхӗ сывлӑш ҫавӑрса илнӗ те каллех малтанхи кун тӑнӑ вырӑнах йӗркеленсе тӑнӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм; 5. Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ; 6. эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ; 7. ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем чунран-чӗререн савӑнса ларнӑ вӑхӑтра акӑ ҫав хула ҫыннисем, аскӑнчӑксем, вӗсен килне ҫавӑрса илнӗ, алӑкран шакканӑ, ватӑ кил хуҫине каланӑ: ху патна илсе кӗнӗ ҫынна илсе тух-ха, эпир унпа хутшӑнасшӑн, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Упӑшки вара, ӑна кӑмӑлне ҫавӑрса каялла илсе килес тесе, ун патне кайнӑ.3. Муж ее встал и пошел за нею, чтобы поговорить к сердцу ее и возвратить ее к себе.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.