Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парать (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫав вӑхӑт ӗҫ ҫыннисене ырӑ вӑй парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн туслӑхшӑн чикӗ ҫук // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ку ӑмӑрту тӗрлӗ регион спортсменӗсен вӑйне тӗрӗслеме, вӗсен хушшинче чи маттуррисене палӑртма май парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вӑл ҫывӑхра пулни сӗрмелли-ҫунтармалли (горюче-смазочный) материалсене аванах перекетлеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Марье тухать, ҫакскерсене ҫимелли парать.

Выходит Марье, даёт им поесть.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

«Мӗншӗн килӗштертӗмӗр-ха ҫак сорта? Унта крахмал виҫи пысӑк. Ку вара ӗнесен сӑвӑм виҫине ӳстерме май парать», – хӑйӗн шухӑшне палӑртать Фаина Валентиновна.

"Чем привлек этот сорт? В нем крахмала меньше. А это позволяет повысить надой у коров", - поделилась своим мнением Фаина Валентиновна.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«Мӗншӗн килӗштертӗмӗр-ха ҫак сорта? Унта крахмал виҫи пысӑк. Ку вара ӗнесен сӑвӑм виҫине ӳстерме май парать», – хӑйӗн шухӑшне палӑртать Фаина Валентиновна.

"За что мы полюбили этот сорт? Там больше крахмала. А это дает возможность увеличить надой молока от коров", - отметила Фаина Валентиновна.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Яланах ырӑ сӗнӳсем парать, ыррине ҫеҫ вӗрентет.

Всегда даёт добрые советы, учит только добру.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Турӑ парать тетчӗ яланах, — аса илчӗ Лариса Ивановна.

Бог даст говорила всегда, - вспоминала Лариса Ивановна.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫавна шута илсе Геннадий Романов хуҫалӑхӑн пӗр ҫул ӳсекен культурӑсене акнӑ ҫӗрсем пушансан унта выльӑха кӗртме ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Донор пулса вӗҫӗмех медтӗрӗслев тухни, тӳлевсӗр анализсем пани сывлӑха тӗрӗслеме май парать.

Будучи донором без конца прохождение медицинских обследований, сдача бесплатных анализов дают возможность проверить здоровье.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Сывлӑха тӗрӗслеттерес тӗлӗшпе тухтӑр сӗнӳ парать, юна пӑрахӑҫлаҫҫӗ.

С целью проверки здоровья доктор дает советы, кровь бракуют.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Донор вӗҫӗмех юн парать тӗк унӑн юнӗ «ҫывӑрмасть», ватӑлакан тытӑм пухӑнмасть, вӑл ҫӗннипе, тин кӑна клеткӑран ҫуралнипе, улшӑнать.

Если донор постоянно сдаёт кровь, то его кровь "не спит", не накапливается структура старения, она меняется новой, только что родившейся из клетки.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫакӑ патшалӑхлӑха ҫӗнетсе улӑштарма май парать.

Это даёт возможность обновляя изменить государственность.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Кайӑк ҫумне ҫирӗплетнӗ хатӗр спутник урлӑ ҫыхӑнма, кукӑр сӑмса ӑҫта ҫул тытнине уҫӑмлатма май парать.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Анчах халӑхшӑн вӑрман пурпӗр ҫывӑх, хушма укҫа тума май парать.

Но всё же для народа лес ближе, даёт возможность получить дополнительный доход.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

1 литр сӗт 18 тенкӗпе сутӑнать, хӑйхаклӑхӗ - 14 тенкӗ, - каласа парать Эдуард Митрофанов ертӳҫӗ. - Ял хуҫалӑхӗнче тӑкакӗ те самай.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хальлӗхе ҫитермелӗх кӑна ешӗл курӑк ҫулатпӑр, - каласа парать федерацин унитарлӑ предприяти ертӳҫин заместителӗ Николай Сергеев.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Лаптӑк пӗчӗкленнӗрен субсиди те илеймерӗмӗр, - каласа парать Вера Никонова.

Из-за уменьшения площади не смогли и субсидию получить, - рассказывает Вера Никонова.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Купӑста лайӑх сутӑннипе ӑна ытларах лартса хӑвартӑмӑр, - каласа парать Вера Никонова.

Посадили больше капусты, из-за ее хорошей продажи, - рассказывает Вера Никонова.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Пире Турӑ вӑй парать», — теҫҫӗ.

"Нам Бог силы дает", - говорят.

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех