Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Гаваонра пурӑннисем: [Иеил,] Гаваон ҫыннисен ашшӗ, — унӑн арӑмӗн ячӗ Мааха, — 30. унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑнхисем — Цур, Кис, Ваал, Надав, [Нер,] 31. Гедор, Ахио, Зехер тата Миклоф.

29. В Гаваоне жили: [Иеил,] отец Гаваонитян, - имя жены его Мааха, - 30. и сын его, первенец Авдон, за ним Цур, Кис, Ваал, Надав, [Нер,] 31. Гедор, Ахио, Зехер и Миклоф.

1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вениаминран Бела — малтанхи ывӑлӗ — ҫуралнӑ, иккӗмӗшӗ — Ашбел, виҫҫӗмӗшӗ — Ахрай, 2. тӑваттӑмӗшӗ — Ноха, пиллӗкӗмӗшӗ Рафа пулнӑ.

1. Вениамин родил Белу, первенца своего, второго Ашбела, третьего Ахрая, 2. четвертого Ноху и пятого Рафу.

1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Самуил ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Иоиль, иккӗмӗшӗ — Авия.

28. Сыновья Самуила: первенец Иоиль, второй Авия.

1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Рувимӑн, Израилӗн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Ханох, Фаллу, Хецрон тата Харми.

3. Сыновья Рувима, первенца Израилева: Ханох, Фаллу, Хецрон и Харми.

1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман; 2. Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ.

1. Сыновья Рувима, первенца Израилева, - он первенец; но, когда осквернил он постель отца своего, первенство его отдано сыновьям Иосифа, сына Израилева, с тем однакож, чтобы не писаться им первородными; 2. потому что Иуда был сильнейшим из братьев своих, и вождь от него, но первенство перенесено на Иосифа.

1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫаксем ӗнтӗ — Вифлеем ашшӗн Ефрафӑн малтанхи ывӑлӗнчен Хуртан ҫуралнӑ ывӑлсем.

Вот сыновья Хура, первенца Ефрафы, отца Вифлеема.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Иосия ывӑлӗсем: малтанхи — Иоахаз, иккӗмӗшӗ — Иоаким, виҫҫӗмӗшӗ — Седекия, тӑваттӑмӗшӗ — Селлум.

15. Сыновья Иосии: первенец Иоахаз, второй Иоаким, третий Седекия, четвертый Селлум.

1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.

1. Сыновья Давида, родившиеся у него в Хевроне, были: первенец Амнон, от Ахиноамы Изреелитянки; второй - Далуия, от Авигеи Кармилитянки; 2. третий - Авессалом, сын Маахи, дочери Фалмая, царя Гессурского; четвертый - Адония, сын Аггифы; 3. пятый - Сафатия, от Авиталы; шестой - Ифреам, от Аглаи, жены его, - 4. шесть родившихся у него в Хевроне; царствовал же он там семь лет и шесть месяцев; а тридцать три года царствовал в Иерусалиме.

1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Халев ывӑлӗсем ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Хур, ӑна Ефрафа ҫуратнӑ; Хур ывӑлӗсем — Шовал, вӑл — Кириаф-Иарим ашшӗ; 51. Салма, Вифлеем ашшӗ; Хареф, Бефгадер ашшӗ.

50. Вот сыновья Халева: сын Хур, первенец Ефрафы; Шовал, отец Кириаф-Иарима; 51. Салма, отец Вифлеема; Хареф, отец Бефгадера.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Иерахмеилпа пӗртӑван Халев ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Меша, вӑл — Зиф ашшӗ; иккӗмӗш ывӑлӗ — Мареша, вӑл — Хеврон ашшӗ.

42. Сыновья Халева, брата Иерахмеилова: Меша, первенец его, - он отец Зифа; и сыновья Мареши, отца Хеврона.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Иерахмеилӑн малтанхи ывӑлӗн Рамӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Маац, Иамин тата Екер.

27. Сыновья Рама, первенца Иерахмеилова, были: Маац, Иамин и Екер.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Есромӑн малтанхи ывӑлӗн Иерахмеилӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхийӗ Рам, ун хыҫҫӑнхисем Вуна, Орен, Оцем тата Ахия.

25. Сыновья Иерахмеила, первенца Есромова, были: первенец Рам, за ним Вуна, Орен, Оцем и Ахия.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Арамран вара Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон, Иуда ывӑлӗсен ҫулпуҫӗ, ҫуралнӑ; 11. Наассонран Салмон ҫуралнӑ, Салмонран Вооз ҫуралнӑ; 12. Воозран Овид ҫуралнӑ, Овидран Иессей ҫуралнӑ; 13. Иессейрен — малтанхи ывӑлӗ Елиав, иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма, 14. тӑваттӑмӗшӗ — Нафанаил, пиллӗкӗмӗшӗ — Раддай, 15. улттӑмӗшӗ — Оцем, ҫиччӗмӗшӗ Давид ҫуралнӑ.

10. Арам же родил Аминадава; Аминадав родил Наассона, князя сынов Иудиных; 11. Наассон родил Салмона, Салмон родил Вооза; 12. Вооз родил Овида, Овид родил Иессея; 13. Иессей родил первенца своего Елиава, второго - Аминадава, третьего - Самму, 14. четвертого - Нафанаила, пятого - Раддая, 15. шестого - Оцема, седьмого - Давида.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ир, Иудӑн малтанхи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа Вӑл ӑна вӗлернӗ.

И был Ир, первенец Иудин, не благоугоден в очах Господа, и Он умертвил его.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Измаилӑн малтанхи ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫҫӑн Кедар, Адбеел, Мивсам, 30. Мишма, Дума, Масса, Хадад, Фема, 31. Иертур, Нафиш тата Кедма.

29. Вот родословие их: первенец Измаилов Наваиоф, за ним Кедар, Адбеел, Мивсам, 30. Мишма, Дума, Масса, Хадад, Фема, 31. Иетур, Нафиш и Кедма.

1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ханаанран Сидон, унӑн малтанхи ывӑлӗ, ҫуралнӑ, унӑн тата Хет, 14. Иевусей, Аморрей, Гергесей, 15. Евей, Аркей, Синей, 16. Арвадей, Цемарей тата Хамафей ҫуралнӑ.

13. Ханаан родил Сидона, первенца своего, Хета, 14. Иевусея, Аморрея, Гергесея, 15. Евея, Аркея, Синея, 16. Арвадея, Цемарея и Хамафея.

1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вара вӑл малтанхи ывӑлне, хӑй вырӑнне патшана лартма тивӗҫлӗскерне, тытнӑ та ӑна хӳме ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.

27. И взял он сына своего первенца, которому следовало царствовать вместо него, и вознес его во всесожжение на стене.

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Малтанхи ҫынни тепӗр ҫынна тупса: хӗне мана, тенӗ.

37. И нашел он другого человека, и сказал: бей меня.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ.

9. И сказал он послам Венадада: скажите господину моему царю: все, о чем ты присылал в первый раз к рабу твоему, я готов сделать, а этого не могу сделать.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.

34. В его дни Ахиил Вефилянин построил Иерихон: на первенце своем Авираме он положил основание его и на младшем своем сыне Сегубе поставил ворота его, по слову Господа, которое Он изрек чрез Иисуса, сына Навина.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех