Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кӗтесре кивӗ арча ларать, тепринче — йӗнӗллӗ гитара тата ытти вӗт-шакӑр хитре япаласем нумай, хӗрачасем унашкал ӑпӑр-тапӑрпа хӑйсен пӳлӗмӗсене илемлетме юратаҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Килтен хуллен йӑпшӑнса тухрӑм та ҫул тӑрӑх чуптара патӑм; куратӑп — чиркӳре, ик-виҫӗ сыснасӑр пуҫне, никам та ҫук: чиркӳ алӑкне нихҫан та хупмаҫҫӗ, сыснасем ҫулла хӑма урайӗнче йӑваланма юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинче выртма уҫӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл кӑмӑллӑ чух пурте ун ҫывӑхӗнче пулма юратаҫҫӗ; тӳрех калатӑп, хӗвел пек ӑшӑтать вӑл ҫынсене.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ кун йышши усал ҫынсене пулӑшнипе вӑл кӑшт мухтаннӑ та пулӗччӗ, мӗншӗн тесен тӑлӑх арӑм йышши ырӑ ҫынсем пурте тӗрлӗрен йӗксӗксемпе ултавҫӑсене пулӑшма юратаҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫапла, ҫапла, пурте сана, мӗншӗн тесен сана юратаҫҫӗ.
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Куратӑн-и ,епле юратаҫҫӗ ӑна пурте.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӗрисем, сӑмахран, ҫывӑрас умӗн кӗнеке вулама юратаҫҫӗ, ирхине вара, ултӑ сехетре, вӗсене тӑратма май ҫук.Одни из нас любили почитать на сон грядущий, и утром, в шесть часов, их с трудом поднимали с коек.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫулпуҫӗпе жрец ҫамрӑк ҫӗрулмине кӑна юратаҫҫӗ пулсан, вара ҫӗрулмин ҫамрӑк хунавӗсене сыхлас тӗлӗшӗпе те табу хураҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Дикарьсем, пуринчен ытларах маориецсем, хӑйсене питех те пысӑка хума юратаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тӑшманӗсем ҫапла пулнине те хисеплеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Фронтран инҫетре — пурӑнӑҫ ҫав-ҫавах: унта ҫынсем кулаҫҫӗ, куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, хуйхӑраҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, илемлӗхе курасшӑн ҫунаҫҫӗ, кӑмӑллаҫҫӗ, пӑлханаҫҫӗ, юратаҫҫӗ…
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫав харсӑр ачана пурте юратса тӑраҫҫӗ: ӑна хӑй ачи пекех савакан Паганель те, яланах сиввӗн ҫӳрекен майор та, пуринчен ытла Гленарван, пурте ӑна савса юратаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем вара капла та телейлӗ, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Ҫак шӑпӑрлансем вара ҫемҫе хунава ҫав тери кӑшлама юратаҫҫӗ.
Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.
Вӑл лампӑ ҫине пӑхкалать, вӑрманта уйӑх тухрӗ тесе шухӑшлать пулас: уйӑх ҫутипе чӗрӗпсем вӑрман уҫланкисенче чупса ҫӳреме юратаҫҫӗ.
Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.
— Вӗсем сана ҫав тери юратаҫҫӗ!
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пирӗн сановниксем, пурте пекех, хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене шухӑша яма юратаҫҫӗ; ҫав шухӑша пурӑнӑҫа кӗртмелли меслетсем вӗсен чылаях тӗрлӗрен пулаҫҫӗ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑна нумай, пурте ҫамрӑк, чипер, хӑюллӑ, пурте королевӑна ӑсран кайса юратаҫҫӗ.Гостей множество, все они молоды, прекрасны, храбры, все без памяти влюблены в королеву.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Лешӗ ҫавӑнтах килӗшрӗ, мӗншӗн тесен нимӗҫ хӗрарӑмӗсем яланах ташлама юратаҫҫӗ.Немка согласилась в одну минуту, потому что немки всегда охотницы до танцев.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӗсем пьесӑсенчи илемлӗ сӑвӑсене юратаҫҫӗ; ҫавӑн пекех актерсене хыттӑн кӑшкӑрса чӗнме юратаҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗсем казеннӑй заведенисенче е вӗсене ӗҫлеме кӗме хатӗрлекен шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ, кайрантарах пар лашапа кабриолет текен кӳме туянса яраҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӗсем литература ҫинчен калаҫма юратаҫҫӗ, Булгарина, Пушкина тата Греча ырлаҫҫӗ, А. А. Орлов ҫинчен йӗрӗнсе, йӗплӗ сӑмахсемпе калаҫаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.