Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑнарӗ (тĕпĕ: сӑнар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Софья унпа юнашар ларса вулакансене сӑнарӗ, амӑшӗн пичӗ ҫийӗн сӑпса е тӗкӗлтура явӑнма тытӑнсан, вӗсене вӑл аяккалла хӑваласа ячӗ.

Софья сидела над нею, наблюдая за читающими, и, когда оса или шмель кружились над лицом матери, она заботливо отгоняла их прочь.

V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Софья куҫ айӗн пӑхса сӑнарӗ

Софья исподлобья оглядывала мужиков…

V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Николай Платонович сӑнарӗ маншӑн нихҫан та сӳнес ҫук.

Для меня образ Николая Платоновича никогда не померкнет.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл Василин вӑрӑм кӗлеткине курчӗ те ӑна уйрӑмах тимлӗн сӑнарӗ.

Он видел рослую фигуру Василия, слышал его слова и с особым вниманием следил за ним.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл калаҫрӗ, шӳтлерӗ, кулчӗ, хӑйӗн тавра янӑраса тӑракан калаҫӑва тимлӗн итлерӗ, ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗсене сӑнарӗ, анчах ҫакӑ ӑна шухӑшлама чӑрмантармарӗ, йӑлтах урӑхла, шухӑшсене хӑвӑртлатса тикӗслетрӗ.

Он разговаривал, шутил, смеялся и внимательно вслушивался в звучавшие вокруг него разговоры, присматривался к настроению людей, и все это не мешало ему думать, а, наоборот, придавало мыслям стремительность и четкость.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Андрейпе ӑна ҫавӑрса илнӗ ҫынсене вӑл куҫ айӗн кичеммӗн пӑхса сӑнарӗ.

Исподлобья он мрачно наблюдал за Андреем и окружавшими его людьми.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл Настасья та машинӑшӑн хӑй пекех хыпса ҫуннине курчӗ те унӑн арҫынла вӑйлӑ тата ҫаврӑнӑҫуллӑ аллисем епле ӗҫленине тимлӗн сӑнарӗ.

Он видел в Настасье ту же жадность к машинам, которая была свойственна ему, и с удовольствием следил за ее по-мужски сильными и ловкими руками.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина шӑллӗ мӗн тунине сӑнарӗ.

Валентина следила за братом.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ун чухне пурнӑҫ мар — ҫыншӑн ҫын тӑни пулӗ, унӑн сӑнарӗ ҫӳле ҫӗкленӗ, ирӗклӗ ҫынсем — темӗн ҫӳллӗшне те ҫитме пултараҫҫӗ!

Тогда не жизнь будет, а — служение человеку, образ его вознесется высоко; для свободных — все высоты достигаемы!

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Амӑшӗ, картлӑ кӗвентене пӗр хулпуҫҫи ҫинчен тепӗр хулпуҫҫи ҫине куҫарса, ҫав ҫын шпион пулнине туйса, ӑна куҫ айӗн пӑхса сӑнарӗ.

Мать, передвигая коромысло с плеча на плечо, исподлобья следила за ним, чувствуя, что это шпион.

XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Сӑвӑ ҫыракансем виҫӗ хутлӑ броня ҫинчен юрлаҫҫӗ; Джемма сӑнарӗ Санина ҫак броня пек сыхласа тӑнӑ.

Но образ Джеммы охранял Санина, как та тройная броня, о которой поют стихотворцы.

XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Санин ҫак урӑм-сурӑм чӗрчуна пӗр саманта та Джемма тесе шутлама пултарайман, — анчах апла пулин те, ун чӗри кӑртлатса илте, вӑл пӗчӗкленсе пыракан хура кӗлеткене куҫӗсемпе тимлӗн сӑнарӗ.

Ни на одно мгновение не мог Санин принять это убогое существо за Джемму — и, однако же, сердце в нем екнуло, и он внимательно следил глазами за удалявшимся черным пятном.

XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Пуҫӗ Санинӑн чӑнахах та ҫаврӑнчӗ — тата ӑна ҫав тӗрлӗ-тӗрлӗ туйӑмсем ҫавраҫил пек ҫаврӑнни витӗр, курни-илтни, каласа пӗтермен шухӑшсем витӗр Джемма сӑнарӗ, — леш ҫавраҫил кашласа иртнӗ ӑшӑ каҫхине тӗттӗм чӳречерен курӑнакан, выляса тӑракан ҫӑлтӑрсен ҫутти айӗнче асне ӗмӗр манмалла мар кӗрсе юлнӑ сӑнар пӗрмаях курӑнса тӑчӗ!

Голова действительно кружилась, у Санина — и над всем этим вихрем разнообразных ощущений, впечатлений, недосказанных мыслей постоянно носился образ Джеммы, тот образ, который так неизгладимо врезался в его память в ту теплую, электрически-потрясенную ночь, в том темном окне, под лучами роившихся звезд!

XXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Кӗтсе тӑрасси Санина пит йывӑрах туйӑнмарӗ, вӑл ҫул тӑрӑх калла-малла уткаласа ҫӳрерӗ, кайӑксем мӗнле юрланине итлерӗ, вӗсем вӗҫсе иртнине сӑнарӗ, ҫакӑн пек чухне вырӑс ҫыннисенчен нумайӑшӗ шухӑшламан пек, вӑл та шухӑша каймарӗ.

Ожидание не показалось особенно тягостным Санину; он расхаживал взад и вперед по дорожке, прислушивался, как пели птицы, следил за пролетавшими «коромыслами» и, как большая часть русских людей в подобных случаях, старался не думать.

XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

«Юншӑн — юн» пьесӑрн харсӑр Анук сӑнарӗ те куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Елена ӑна вӑрттӑн сӑнарӗ.

Елена наблюдала за ним украдкой.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Иккӗшӗн те сӑнӗсем илемлӗ мар, тесе шутларӗ вӑл, болгарӑн — характерлӑ, скульптурӑллӑ сӑнар, акӑ вӑл халь лайӑх курӑнать, великорусӑн сӑнарӗ вара картина ҫинче ытларах килӗшмелле: йӗрсем ҫук, сӑн-пичӗ пур.

«Оба, — думал он, — не красивы собой; у болгара характерное, скульптурное лицо; вот теперь оно хорошо осветилось; у великоросса просится больше в живопись: линий нету, физиономия есть.

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах вӑл Елена ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, час иртсе каякан туйӑмсем пурте пӗр харӑс сирӗлчӗҫ: ҫӗрлехи таса сывлӑш та уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑй-хал паракан асаилӳсем кӑна юлчӗҫ; унӑн пӗтӗм чӗрине ҫамрӑк хӗр сӑнарӗ ҫавӑрса илчӗ.

Но он начал думать о Елене, и все эти мимолетные ощущения исчезли разом: осталось одно живительное впечатление ночной свежести и ночной прогулки; всю душу его занял образ молодой девушки.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ӗҫсӗр выртни, тулли кӑмӑл, уҫӑ сывлӑш, ӗмӗт ҫитнине пӗлсе тӑни, юлташӗпе пули-пулми ҫинчен калаҫни, юратнӑ хӗрен ӑнсӑртран килсе тухнӑ сӑнарӗ, ҫак тӗрлӗ йышши тата ҫав хушӑрах темшӗн пӗр евӗрлӗрех туйӑнакан шухӑш-кӑмӑл унӑн ӑшчиккинче пӗтӗмӗшле пӗр туйӑм пулса пӗрлешрӗҫ, халь акӑ вӗсем лӑплантараҫҫӗ те, пӑшӑрхантараҫҫӗ те, вӑя та шалтӑрах пӗтереҫҫӗ…

Бездействие, нега и чистота воздуха, сознание достигнутой цели, прихотливый и небрежный разговор с приятелем, внезапно вызванный образ милого существа — все эти разнородные и в то же время почему-то сходные впечатления слились в нем в одно общее чувство, которое и успокоивало его, и волновало, и обессиливало…

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Поэзи те — искусствӑн ҫывӑх пайӗ, шухӑшӗ, сӑнарӗ

И поэзия — достойная сфера искусства, мысли и образа…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех