Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унран (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял халӑхӗ кунта кил хуҫалӑхӗнчи ытлашши продукцие — сӗт тата унран хатӗрленӗ юр-вар, аш-пӑш, пахчаҫимӗҫ ытти те — илсе пырать.

Сельские жители сюда приносят излишки своей продукции: молоко и молочные продукты, мясо, овощи и фрукты.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пахчаран ӗҫлесе кӗнӗскерсем алӑ ҫусанах кӗнеке тытни, унран вӑрах вӑхӑт хӑпманни вара чуна тата ытларах хӗпӗртеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Артур вара ку енӗпе ҫемьене ҫӗнӗ ача хутшӑнса пымассерен ҫирӗп асӑрхаттараканни: «Светлана Николаевна тӗрӗссине пурпӗрех пӗлет, суйса-вӑрласа ан аппаланӑр, мӗн кирлине унран тӳррӗн ыйтӑр», — воспитани ӗҫӗ хӑйӗн ҫимӗҫне панине ҫирӗплетеҫҫӗ кил ӑшшине упраканӑн сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫил урӑх енчен вӗрессине туйсан унран хӳтӗленме ҫӳллӗ стена хӑпартмалла маррине, кун пек чухне ҫил арманӗ ҫӗклемеллине ЮТВ телеканал директорӗ Юрий ГУРЬЯНОВ питӗ лайӑх чухлать.

Директор телеканала ЮТВ Юрий ГУРЬЯНОВ прекрасно понимает, что, когда дуют ветра не с той стороны, не стоит подымать стену для защиты от него, а надо в такие времена ставить ветряную мельницу.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Унран та пӗлтерӗшлӗреххи — Чӑваш Ен тата Беларуҫ Республикин туслӑхне ҫирӗплетесси, культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Сусӑр ҫынпа ҫыхланма хӑрамарӑн-и?» — ыйтрӑм унран.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Чи кирли — унран хӑрамалла мар.

Самое нужное - не нужно его бояться.

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ӳкерес ӑсталӑх унран куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Хусан юнашар вӗт — вӑл вара вӑйлӑ аталанать. Пирӗн унран юлма юрамасть. Паллах, Чӑваш Ен майӗсем Тутарстанӑнни пек мар, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр», — терӗ кун пирки Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗлтӗр республикӑра, Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 85 ҫула ҫитнӗ е унран та аслӑрах 16 655 ҫын пурӑннӑ.

В прошлом году, по данным Чувашстата, в республике проживало 16655 граждан в возрасте 85 лет и старше.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Инкекрен асӑрхаттарас тата унран сыхланас тӗлӗшпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ятарлӑ постановлени кӑларнӑ.

По поводу предупреждения от несчастных случаев и уберечь себя от него, глава районной администрации Александр Куликов издал специальное постановление.

Кӑвайт чӗртме юрамасть // В.ПРОКОПЬЕВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Чи пӗлтерӗшли — критикӑна йышӑнса унран хӑтӑлмалли ҫул-йӗре шырама пӗлмелле».

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ун чухне унран чылай ҫул аслӑрах спортсменсем те питӗ тӗлӗннӗ, ҫамрӑк йӗлтӗрҫе пырса саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫавӑн чухне унран пӗрремӗш хут журналистсем интервью илнӗ, сӑн ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Училищӗре вӗренме пуҫласан унран ирттерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Уйӑракан кӗмӗлӗн пысӑк пайӗ /1,1 млрд тенкӗ/ — ҫул-йӗр строительствине, унран кӑшт сахалрах пайӗ /759 млн тенкӗ/ вӗренӳ тытӑмне аталантарма кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

20. Петр каялла ҫаврӑнса пӑхать те хӑй хыҫӗнчен Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ — аслӑ апат тунӑ каҫ Унӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе Унран: «эй Ҫӳлхуҫамӑр!

20. Петр же, обратившись, видит идущего за ним ученика, которого любил Иисус и который на вечери, приклонившись к груди Его, сказал: Господи!

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗренекенӗсем Вӑл Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлсе, пӗри те Унран: Эсӗ кам? тесе ыйтма хӑяйман.

Из учеников же никто не смел спросить Его: кто Ты?, зная, что это Господь.

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӗсем Филипп патне пынӑ та (лешӗ Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ) унран ҫапла ыйтнӑ: ырӑ ҫыннӑмӑр! пирӗн Иисуса курасчӗ, тенӗ.

21. Они подошли к Филиппу, который был из Вифсаиды Галилейской, и просили его, говоря: господин! нам хочется видеть Иисуса.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ӑна алӑк хуралҫи алӑкне уҫса парать, сурӑхсем унӑн сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать; 4. сурӑхӗсене кӑларсан вӑл хӑй вӗсен умӗнчен пырать; сурӑхӗсем унӑн сассине палланипе ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ; 5. ют ҫын хыҫӗнчен каймаҫҫӗ, ют сасса палламаннипе вӗсем унран тараҫҫӗ, тенӗ.

3. Ему придверник отворяет, и овцы слушаются голоса его, и он зовет своих овец по имени и выводит их. 4. И когда выведет своих овец, идет перед ними; а овцы за ним идут, потому что знают голос его. 5. За чужим же не идут, но бегут от него, потому что не знают чужого голоса.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех