Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кил сăмах пирĕн базăра пур.
кил (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урама тухакан пусмасенчен чи пысӑкки тӗлӗнче, иккӗмӗш хутра, 1852 ҫулта, хальхи пекех, кил хуҫи хӗрарӑмӗпе ывӑле пурӑннӑ.

На самой парадной из лестниц на улицу, в бельэтаже, жила в 1852 году, как и теперь живет, хозяйка с сыном.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫырса хуни ҫапла каланӑ; анчах Иван Захарыч Сторешников 1837 ҫултах ҫӗре кӗнӗ, унтанпа вара кил хуҫи унӑн ывӑлӗ, Михаил Иванович, пулнӑ, — документсем ҫапла каланӑ.

Так говорила надпись; но Иван Захарыч Сторешников умер еще в 1837 году, и с той поры хозяин дома был сын его, Михаил Иванович, — так говорили документы.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унтан — ҫапса ҫӗмӗрнӗ чӳрече чӑнкӑртатрӗ, кил картинче пӑшал сасси илтӗнчӗ, такам кӑшкӑрса ячӗ…

А затем — звон выбитой оконной рамы, одинокий выстрел во дворе, чей-то вскрик…

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кил картинче те, Островнов ҫуртӗнче те питӗ шӑп.

Было очень тихо во дворе и в доме Островного.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

…Виҫҫӗн, ним шарламасӑр, Яков Лукич кил картине пырса кӗчӗҫ.

…Втроем они молча вошли во двор Якова Лукича.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсене тытма эп ҫакӑн пек план сӗнетӗп; эпир иксӗмӗр шаккаса уҫтаратпӑр, Андрей кил картинче чӳрече умне выртса юлать.

Предлагаю такой план захвата: мы с тобой постучимся, а Андрей ляжет со двора возле окна.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан вара старик, тем хӑрушӑ япала сиссе, хӑйӗн яланхи тӑшманне ӑҫта та пулин курасса шанса, кил картине куҫпа пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах — кӑлӑхах: Трофим ниҫта та курӑнман.

Тогда старик, озаренный страшной догадкой, сиротливыми глазами оглядел двор в надежде увидеть где-нибудь на крыше сарая своего извечного недруга, но взгляд его бродил впустую: Трофима нигде не было.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн те пулин кирлӗ пулсан, кил, халлӗхе кай, манӑн вӑхӑт ҫук, кунта, ӑнланатӑн-и, мана сансӑр та ӗҫ ҫитет.

Если что понадобится, приходи, а пока ступай, мне некогда, тут, понимаешь, мне и без тебя дел хватает.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лашасем лайӑх санӑн, пӗтӗм вӑйран Войсковоя вӗҫтер-ха эсӗ, чӗрӗ е вилӗ фельдшера илсе кил!

Лошади у тебя добрые, гони вовсю в Войсковой и вези мне фельдшера, живого или мертвого!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шырланпуҫра тата ун ҫийӗнче пурнӑҫ ӗмӗрхи пекех пысӑк утӑмпа васкамасӑр утать: хутор ҫинче ҫаплах хӑш чухне шурӑ, пас тытнӑ пек туйӑнакан шупка пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсен тӗсӗ улшӑнать: кӑн-кӑвак тата аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи хӑмӑр тӗс пачах ҫухалать; хӑш чухне, хӗвел анас умӗн вӗсем, ыран ҫил вӑйлӑ пулассине пӗлтерсе, тӗксӗммӗн е ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, ун пек чухне вара Шырланпуҫра пур кил картисенче те хӗрарӑмсемпе ачасем хуҫасен е хуҫа пулма хатӗрленекенсен лӑпкӑ та ӗмӗртенпех витӗмлӗ сӑмахӗсене илтеҫҫӗ:

А жизнь шла в Гремячем Логу и над ним все той же извечно величавой, неспешной поступью: все так же плыли над хутором порою белые, тронутые изморозной белизною облака, иногда их цвет и оттенки менялись, переходя от густо-синего, грозового, до бесцветия; иногда, горя тускло или ярко на закате солнца, они предвещали ветер на будущий день, и тогда всюду во дворах Гремячего Лога женщины и дети слышали от хозяев дома или тех, кто собирался ими стать, спокойные, непререкаемые в своей тоже извечной убедительности короткие фразы.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗленнипе аптранӑ, ҫӗре ҫывӑрмасӑр ирттернипе ывӑннӑ, сыхласа ларни ним усӑ та парас ҫуккине ӗненсех ҫитме пуҫланӑ Разметнов кил картине йӑпшӑнса кӗчӗ те пӳрт алӑкӗ умӗнче ҫенӗкрен тухакан амӑшне тӗл пулчӗ.

Мучимый сомнениями, усталый после бессонной ночи, почти убежденный в никчемности затеянной слежки, Размётнов крадучись вошел во двор — и на пороге в хату столкнулся с выходившей из сеней матерью.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пулштухри эсӗ кӑтартнӑ пек савӑнӑҫ кил хуҫин те тупӑнӗ, ку чухне эпир ытла чухӑнланса ҫитмен-ха, анчах халӗ каҫарӑр: ирхине эрех ӗҫме сывлӑх чарать мана, ӗҫ те хушмасть, манӑн колхозри ӗҫе каймалла.

Такая веселуха в бутылке, какую ты показываешь, найдется и у хозяина в доме, пока мы ишо не дюже обедняли, а зараз извиняйте: с утра мне здоровье не дозволяет водку пить, да и дело не указывает, мне на колхозную службу надо направляться.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ…

Оба покупателя осматривали и ощупывали телку дотошно, придирчиво, потом коренастый стал нудно торговаться, а тот, который был с кнутом, скучливо посвистывая, пошел по забазьям и базу, заглядывая и в курятник, и в пустую конюшню, и всюду, куда ему и не надо было бы заглядывать…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман кил картинче хыт купцасен шӑрши те ан пултӑр!

А мне скупых купцов на моем базу и на дух не нужно!

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Патмар, ытла сарлака хул пуҫҫиллӗ кӗтӳҫӗ те, чӑпӑрккине выляткаланӑ май пӗр тимлемесӗр тенӗ пек кил картине, пӳрт-ҫурта, пӳрт кантӑкӗсене, маччана улӑхмалли ҫӑт хупнӑ алӑка пӑхса ҫаврӑнса, ун хыҫҫӑн лӑпӑстатрӗ…

Следом за ним поплелся и дюжий, очень широкоплечий гуртовщик, поигрывая кнутом, рассеянным взглядом обводя двор, жилые постройки, окна дома, наглухо закрытую дверцу чердака…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вара вӑл, лутӑрканнӑ картус сӑмсине татах тепӗр хут ҫавӑрнӑҫусӑр тӗксе илсе, кил картинчен тухса кайрӗ.

— И, еще раз неловко коснувшись рукой козырька помятой кепки, пошел со двора.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Портфель йӑтнӑ патвар та кӗрнеклӗ ҫын, кӑмӑллӑн йӑл кулса, кӳпшеке пит ҫӑмартисене хӗрарӑмла путӑклантарса, аллипе кивӗ картус сӑмсине тӗксе илчӗ те: — Кил хуҫи эсир пулатӑр-и ҫак? — терӗ.

Плотный, коренастый человек с портфелем, приветливо улыбаясь, сияя женственными ямочками на толстых щеках, тронул ладонью козырек поношенной кепки, сказал: — Вы и есть хозяин дома?

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Амӑшӗ чӑнах та макӑрса ячӗ — хурланса, каҫса кайса макӑрчӗ, анчах часах, кӑштах вӑй илсе, куҫне ытла тасах мар каркӑҫпа шӑлчӗ, сайра хутра ӗсӗклесе, кӳренчӗклӗн: — Пӳрте кӗрсем эсӗ, аҫу-аннӳ илесшӗ! Ҫакнашкал пысӑк ӗҫ ҫинчен мӗншӗн кил картинче калаҫмалла-ха пирӗн?! — терӗ.

Мать и на самом деле заплакала — горько, неутешно, но вскоре, справившись со своей слабостью, вытерла глаза не очень чистой завеской, с досадой проговорила, изредка всхлипывая: — Да ступай же ты в хату, родимец тебя забери! Что же мы будем с тобой об таком великом деле на базу гутарить?!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн хутора таврӑнсан, Давыдов тӳрех Харламовсем патне кайрӗ, калинкке патӗнче лаша ҫинчен сиксе анчӗ, питӗ хыпаланса, кил картине кӗчӗ.

Вернувшись после обеда в хутор, Давыдов прямиком проехал ко двору Харламовых, спешился у калитки, в меру неторопливо вошел во двор.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Варя амӑшне кил картинче тӗл пулчӗ вӑл, хисеплесе сывлӑх сунчӗ:

Мать Вари он встретил во дворе, почтительно поздоровался:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех