Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑҫтан сăмах пирĕн базăра пур.
ӑҫтан (тĕпĕ: ӑҫтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иисус вара: эсир камсем пулатӑр, ӑҫтан килтӗр? тенӗ.

Иисус же сказал им: кто вы и откуда пришли?

Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хӗрарӑмӗ вара ҫав икӗ ҫынна тӗплӗ пытарнӑ та каланӑ: ман патӑма чӑнах та ҫынсем килнӗччӗ, анчах эпӗ вӗсем ӑҫтан иккенне пӗлмерӗм; 5. вӗсем тӗттӗмленеспе, хапха хупас умӗн, тухса кайрӗҫ; ӑҫта кайнине пӗлместӗп; хӑвӑртрах хӑвалӑр хыҫӗнчен — хуса ҫитетӗр, тенӗ.

4. Но женщина взяла двух человек тех и скрыла их и сказала: точно приходили ко мне люди, но я не знала, откуда они; 5. когда же в сумерки надлежало затворять ворота, тогда они ушли; не знаю, куда они пошли; гонитесь скорее за ними, вы догоните их.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ мана калатӑн: ача пӑхакан хӗрарӑм ачине алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗ пек, эсӗ ӑна хӑвӑн аллу ҫинче ҫӗклесе Эпӗ унӑн ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кай, тетӗн; 13. ҫакӑ пӗтӗм халӑха ҫитермелӗх аш эпӗ ӑҫтан тупам? вӗсем авӑ ман умра йӗреҫҫӗ: пире аш ҫитер, теҫҫӗ.

Что Ты говоришь мне: неси его на руках твоих, как нянька носит ребенка, в землю, которую Ты с клятвою обещал отцам его? 13. откуда мне взять мяса, чтобы дать всему народу сему? ибо они плачут предо мною и говорят: дай нам есть мяса.

Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. [Моисей] Ӑна каланӑ: [пирӗнпе пӗрле] Эсӗ Хӑв пымастӑн пулсассӑн, пире кунтан илсе те ан тух, 16. эпӗ тата Санӑн халӑху Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупнине эпир ӑҫтан пӗлӗпӗр-ха?

15. [Моисей] сказал Ему: если не пойдешь Ты Сам [с нами], то и не выводи нас отсюда, 16. ибо по чему узнать, что я и народ Твой обрели благоволение в очах Твоих?

Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курнӑ та вӗсене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ.

7. И увидел Иосиф братьев своих и узнал их; но показал, будто не знает их, и говорил с ними сурово и сказал им: откуда вы пришли?

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. [Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ.

8. И сказал [ей Ангел Господень]: Агарь, служанка Сарина! откуда ты пришла и куда идешь?

Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ҫӗре хам тытса тӑрассине ӑҫтан пӗлес манӑн? тенӗ.

8. Он сказал: Владыка Господи! по чему мне узнать, что я буду владеть ею?

Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Ырӑ кӑмӑллӑхӑр ӑҫтан тапса тухать тульккӑш сирӗн?

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑхӑтне ӑҫтан ҫитертӗр?

Откуда время находите?

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Акӑ ӑҫтан пуҫланать кӗнекене юратасси, пичет кӑларӑмӗпе туслашасси!

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ӑҫтан ҫавӑн чухлӗ вӑй-хал тапать?

Откуда у вас столько энергии?

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ӑҫтан вӗсен тымарӗсем?

Откуда у них корни?

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Тӑван тӑрӑха юратма, уншӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеме вӗрентмесен ӑҫтан чӑн-чӑн патриотсене ӳстерме май пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Вӑл тӗрӗс мар цифрӑсем асӑнни Васильева тарӑхтарнӑн та туйӑнчӗ: «Ку цифрӑсене эсир ӑҫтан илетӗр?

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Ӑҫтан аплах иртӗхсе кайрӗҫ-ха вӗсем?

Да что это за разврат такой?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑҫтан ҫакланнӑ ку пистолет?

— Откуда этот пистолет?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Телейсӗр Огняновӑн кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑшӑн пурте чӗререн кулянчӗҫ: вӑл вилнӗ тенӗ хыпар ӑҫтан килнӗ унтан илтӗнех тӑчӗ.

Все в один голос оплакивали судьбу несчастного Огнянова; слухи о его смерти приходили отовсюду.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кала-ха, Кралич, ӑҫтан килтӗн эс?

— Скажи, Кралич, откуда ты взялся?

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑҫтан килтӗн эс? — ыйтрӗ Огнянов Муратлийскинчен, пӑлхав енӗпе ҫыхӑннӑ тахҫанхи тусӗнчен.

Откуда ты? — спрашивал Огнянов Муратлийского, своего бывшего товарища по повстанческому отряду.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑҫтан тупнӑ вара ҫавӑн пек авалхи япалана?

— Откуда это выкопали такое старье?

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех