Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тула сăмах пирĕн базăра пур.
тула (тĕпĕ: тула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫ пулнӑ ҫӗре пӗр така ҫисе яратӑп та ҫапла, ирхине илӗм-тилӗмлех тула вӑркӑнса тухатӑп.

К вечеру съешь барана, а утром захочешь рано.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Уҫ, тӑванӑм! — сӑмахне улӑштарса тархаслать хальхинче тула кӑларма тилмӗрекенни.

— Отвори, братушка! — изменил обращение просивший.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Йӑпӑртлӑха тухар-и тула, — сӗнчӗ Анна.

— Давай на минутку выйдем на улицу, — предложила Анна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сивӗ ҫакӑнта… — терӗ те Аксинья хулпуҫҫийӗсене вӗттӗн чӗтрентерсе тула тухрӗ.

— Холодно здесь… — подрожав плечами, сказала Аксинья и вышла.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Картишне… тула каяс килет.

— До ветру… по нужде.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хӑйӗн тахҫантанпах упранса юлнӑ салтак кутамккинче темӗн ухтаркаларӗ те, алӑк патӗнче пӗр тӗрке хут ҫунтарса, шӑлавар кӗсйисене икӗ банка консерва тата темиҫе ывӑҫ револьвер патронӗ чикрӗ, тула тухрӗ.

Бунчук порылся в своем оставшемся от прежних времен солдатском мешке, возле дверей сжег кучку бумаг, сунул в карманы шаровар две банки консервов и несколько горстей револьверных патронов, вышел.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манӑн хам ӗҫпе тула тухасчӗ… кирлӗ ӗҫпе, ваше императорское… пӗчӗк ӗҫпе тула каяс килет… —

Мне бы по надобности сходить… по надобности, ваше императорское… по малой нужде… —

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр кунне Крючков Иванкова сарайӗнчен тула чӗнсе тухрӗ.

На следующий день утром Крючков вызвал Иванкова из стодола.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ну-ка, Дуняша, итлесе пӑх-ха, тула тухса.

Ну-ка, выбеги, Дуняшка, послухай.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗрле мӗн тума та пулин пӳртрен тула тухсан, пӗрмай шухӑшлатӑн, ман вырӑн ҫине ӗнтӗ пӗр-пӗр леш тӗнчерен килни кӗрсе выртрех пуль, тетӗн.

Случится, ночью выйдешь за чем-нибудь из хаты, вот так и думаешь, что на постеле твоей уклался спать выходец с того света.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унтан тула тухса юр ҫине выртать, пӗр вунӑ хут юр ҫинче ҫавӑрӑнса илнӗ хыҫҫӑн, каллех милӗк ярса тытать.

Потом выходит на улицу, ложится на снег, раз десять перевернется на снегу и снова хватает веник.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Гварди майорӗ Озеров кӗске кӗрӗкпе ҫӗлӗк тӑхӑнмасӑрах тула чупса тухрӗ.

Гвардии майор Озеров выскочил из дома без полушубка и шапки.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапах та тӑшман шӑпланни мӗне пӗлтерет тесе ыйтсан, гварди капитанӗ: — Эсир, «пиллӗкмӗш» юлташ, тула тухса итлесе пӑхӑр! — тесе ответ пачӗ.

На вопрос о том, что же все-таки означает молчание противника, гвардии капитан Шаракшанэ ответил просто: — А вы, товарищ «пятый», выйдите из дома да послушайте!

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кил хуҫи хӗрарӑм чӗтреме пуҫларӗ, чӳрече патне ҫитсе, тула ҫутӑ ӳкесрен карнӑ каррине сирчӗ.

Хозяйка встрепенулась, бросилась к окну и откинула край полога маскировки.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Сарайне тула тухма илсе кайрӗҫ те, эпӗ тартӑм…

— Повели по нужде в сарай, я и сбежал…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем унти мӗнпур масарсене чавса пӗтернӗ: пур ҫӗрте те дзотсемпе блиндажсем тунӑ, танксене хирӗҫ перекен тупӑсем вырнаҫтарнӑ, танксен тупписене ҫеҫ тула хӑварса ҫӗр ӑшне чава-чава лартнӑ…

Они перерыли все кладбище: всюду устроили дзоты и блиндажи, установили противотанковые орудия, зарыли в землю танки, оставив снаружи только замаскированные башни…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Утияла тула илсе тухрӗ, унӑн вӗҫне курӑк ҫине ҫапа-ҫапа, нумайччен силлерӗ.

Одеяло вынесла на двор и долго трясла его, ударяя концами о траву.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл, ахлаткаласа тата ассӑн сывласа, тула тухма ларнӑ.

Он сел оправляться, кряхтя и вздыхая.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Иккӗмӗш кунхине каҫ пулас умӗн пӗр пысӑк станцӑра пуйӑс чарӑнчӗ те, канӑҫсӑр господин тула тухрӗ, вара унтан илсе кӗнӗ вӗри шыв ҫине хӑй валли чей ярса пӗҫерчӗ.

Во время остановки, перед вечером второго дня, на большой станции нервный господин этот сходил за горячей водой и заварил себе чай.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Анчах вӑл ирхине тӑрса тула тухрӗ.

Но утром он встал и вышел из дому.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех