Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саккун сăмах пирĕн базăра пур.
саккун (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑт мӗнле хӑтланать ку саккун: ултӑ пин долларлӑ ҫынна ҫакнашкал кивӗ хӳшӗре усрать, сысна та тӑхӑнма вӑтанмалла ҫӗтӗк-ҫурӑк тум тӑхӑнтартать.

Вот как этот закон поступает: берет человека с капиталом в шесть тысяч долларов, даже больше, пихает его вот в этакую старую хибарку, вроде западни, и заставляет носить такие лохмотья, что свинье было бы стыдно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ку сахал-ха: саккун Тэчер судьяна ман мула йӑкӑртса тӑма пулӑшать.

Да еще мало того: закон помогает судье Тэтчеру оттягать у меня капитал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ывӑлне ҫын аран-аран ӳстерсе ҫитерет те халӗ ӗнтӗ канма та вӑхӑт, ывӑл ӗҫлетӗр, ашшӗне кӑшт пулӑштӑр тесе шутлать, — ак хайхи, саккун ӑна кап! ярса илет.

А как только вырастил в конце концов этого сына, думаешь: пора бы и отдохнуть, пускай теперь сын поработает, поможет отцу чем-нибудь, — тут закон его и цап!

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Нумай ҫул ӗлӗкрех никамсӑр, пӗчченех тинӗсре шыва кӗнӗ чухне пӗр вуникӗ ҫулхи пионер тинӗсе путнӑранпа лагерьте никам пырса тӗкӗнмелле мар, никама шеллемен саккун ҫирӗпленсе тухнӑ: кам ыйтмасӑр, вӗсене никам пӑхса тӑман чухне, шыва кӗме каять, ҫавсене пурне те ҫийӗнчех лагерьтен кӑларса киле ямалла тунӑ.

С тех пор как много лет тому назад, купаясь без надзора, утонул в море двенадцатилетний пионер, незыблемый и неумолимый вырос в лагере закон: каждый, кто без спроса, без надзора уйдёт купаться, будет тотчас же выписан из лагеря и отправлен домой.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Апла пулсан вӑрттӑнлӑхра тӑракан ӗҫсене уҫнишӗн саккун умӗнче явап тытасси пирки ак ҫак хут ҫине алӑ пусӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ниепле те саккун умӗнче пурте пӗр тан шая ҫитейместпӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Инкеҫӗм, хӗнеме саккун ҫук!» — тетӗп хайхине.

Я кричу: «Тетенька, бить не по закону!»

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Мсье Вольдемар пирӗнпе пӗрремӗш хут, ҫавӑнпа паян уншӑн саккун ҫук.

Мсьё Вольдемар с нами в первый раз, и сегодня для него закон не писан.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Сӑмахӑм — саккун.

Слово — закон.

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Куншӑн сан саккун йӗркипе ответ тытмалла пулмасть, тетӗн-и?

А за это тебе не прийдется по закону отвечать?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ саккун ҫынни пулса кайрӑн-ҫке, йӑлтах пӗлетӗн…

Ты же законником стал, все знаешь…

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Саккун тӑрӑх…

По закону…

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Пурте вӗсем суд хамӑр ӗмӗтленнӗ пекех тӑвӗ тесе кӑшкӑрашрӗҫ, мӗншӗн тесен эпир имӗш шкул юсатпӑр иккен те, вӑрӑсем вара «мӗнле те пулин хӑйсен кӑмакине тума» вӑрласа кайнӑ пуль, пирӗн кирпӗче илсе каймашкӑн вӗсен нимӗнле саккун та ҫук, вӗсене эпир хамӑр алӑ вӗҫҫӗн пуҫтарнӑ-ҫке, вӑрӑсене ҫакӑншӑн та каҫарсан, вӗсем пӗтӗм шкула та кунтан илсе кайӗҫ.

Все они кричали, что, конечно, суд примет нашу сторону, потому что мы ремонтируем школу, а воры, наверное, утащили кирпичи «для каких-нибудь своих частных печек», и что нет таких законов, по которым у нас могли бы эти кирпичи взять, коли мы их своими руками собирали, и что если спускать ворам такие штучки, то скоро всю школу растащат.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Саккун тӑрӑх пирӗн сире суд туса лайӑх кӑна хӗнеттермеллеччӗ те-ха, анчах хӑвӑр ывӑлӑрӑн офицер чинне хисепленипе сире ку мӑшкӑлтан хӑтаратӑп.

По закону мы должны судить вас и подвергнуть телесному наказанию, но из уважения к офицерскому чину вашего сына я вас избавлю от этого позора.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Юри вилекенсене пытарма пултараймастӑп, саккун хушмасть.

— Самоубийц не могу хоронить, по закону не полагается.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мана ҫак вырӑна ҫынсем лартнӑ, ҫынсем мӗн тӑвас теҫҫӗ, вӑл — маншӑн саккун.

— А я на свое место через людей поставлен, и что люди пожелают, то закон для меня.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапла кирлӗ те сана, йыт аҫине: ан ирт саккун йӗркинчен!

Так тебе и надо, кобелю, не будешь через закон перелазить!

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Саккун вӑйне илчӗ халь сӗмсӗрлӗх, — терӗ те лӑпкӑн Кавказ этеме мӗн те пулин хирӗҫлесе каласса кӗтмесӗрех калаҫӑва татрӗ:

Хамство получило право законности, — спокойненько сказал подполковник-кавказец и, не дожидаясь возражений, закончил разговор:

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче юрамасть, саккун хушмасть.

При Советской власти нельзя, закон возбраняет.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гражданла Суд ӗҫӗсен Уставӗн 3-мӗш пунктӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫак решени саккун вӑйне кӗнӗ шутланать, ӑна халех пурнӑҫламалла.

Решение это, на основании 3 пункт. 156 ст. Устава Граждан. Судопр., подлежит немедленному исполнению, как вошедшее в законную силу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех