Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм залра ерипен алӑ ҫупрӗҫ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Залра кулӑ янрать.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн актив пухӑвне аса илес килмен, анчах куҫ умне пӗрре залра ларакан хумхануллӑ ҫынсен пит-куҫӗсем, тепре Аршинцевӑн ҫилленчӗклӗ те ҫунса тӑракан куҫӗсем туха-туха тӑчӗҫ; ӑна шавланӑ сасӑсем те, мӑшкӑлласа-кулса каланисем те, трибуна ҫинчен Ефим Меркушев: «Эпир сирӗнпе ӑмӑртуна тухса, эсир малта пыракан ҫынсем, сирӗнпе юнашар пыма йывӑртарах иккенне лайӑх пӗлетпӗр, анчах сирӗн Хворостянкин пек председательсем те пур пулсан… унӑн аван мар ӗҫӗсем ҫинчен эпир паян йӑлӑхичченех итлерӗмӗр…» — тесе калани те илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.
XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Матроссем трактирти пысӑк залра лараҫҫӗ.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Залра чарӑнма пӗлмесӗр алӑ ҫупаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакнашкал илемлӗ сӑмахсенчен кулма, ухмахла хӑтланса юмаха варалама, купцан кӗҫӗн хӗрӗн сӑмахӗсем Володьӑна, хӑйне те, залра шӑппӑн ларакан ҫынсене те тӗлӗнмелле хумхантарнӑшӑн мӑшкӑл тума юрамасть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӳнтерле тавӑрнӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Славка Корольков пуҫласа сцена ҫине тухсан, залра ларакансем хӑранипе хытсах кайрӗҫ, шӑп пулчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Залра ерипен шӑпланчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ пӗтӗм тӗнче икӗ пая уйрӑлнӑ: пӗри — тусанланнӑ пустав леш енче, кӗрлекен залра, тепри — чаршавӑн ку енче, хӑма сарса тунӑ, халлӗхе пӗр сас-чӗвсӗр шкул сцени ҫинче тата юнашарти пӗр пӳлӗмре.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан эпир Колонӑллӑ залра ӗлкӑра пултӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ вӑл сехечӗ-сехечӗпе залра, кантӑк умӗнче пӗр хускалмасӑр, сӳннӗ чӗлӗмне тытса ларнӑ.А теперь он мог часами неподвижно просиживать у окна в зале, с потухшей трубкой.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Вӑл залра, — терӗ амӑшӗ шӑппӑн, ӗсӗклесе.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Залра ҫӗвӗ ҫӗлекен машина янӑравлӑн тӑрлаттарать: пӗрре чарӑнать, унтан каллех, хӑй патне чӗннӗ пек, тӑрлаттарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах Пионер ҫурчӗ картишне кӗрсенех, «юассем» пурте — «юассем» ҫеҫ мар, турнирта вылякан шахмат кружок членӗсем те, ҫав вӑхӑтра залра пулса иртекен «Мӗн вӑл туслӑх» ятлӑ литература диспутӗнче пулнӑ ачасем те, картишне кӗпӗрленсе тухса Володьӑна ҫавӑрса илчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ; амӑшӗ кухньӑран вӑл радио янине илтрӗ, анчах ҫавӑнтах вилкине штепсельтен каялла кӑларчӗ: залра радио шӑпланчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах катастрофа пулнӑ залра тӗттӗм пулман: ҫунакан пралуксенчен сӗтел ҫинчи хута вут хыпса илчӗ, Володя тӑкса янӑ спирт кӑвак ҫулӑмпа ялкӑшса ҫунма пуҫларӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пысӑк залра Керчь хулине чапа кӑларнӑ ҫынсен портречӗсем хушшинче хӗрлӗ бархатран тунӑ уйрӑм щит ҫинче хамӑр илтнӗ Володя Дубинин ятне куртӑмӑр.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӗнер, ав… каҫпа залра каллех тӳпелеше пуҫланӑ, ҫапла хапха патне ҫитиех.Вчера вечером снова началось, опять ведь сцепились от гостиной до самых ворот.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
— Ҫапла вара, вӗсем залра тӳпелешме тытӑннӑ та хапха патне ҫитиех…
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
— Залра пуҫларӗҫ те вӗсем хапха патне ҫитиех ҫапӑҫрӗҫ, — терӗ малаллах Цинь И-тан.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.