Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлать (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам паян сӗтелсене шӑлать

Кто сегодня столы протирает?»

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Халӑх шавӗ тӑвӑл пек, тымартанах шӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, эсир, ман юратнӑ кумсем, — шӑлать те шӑлать майӗпен.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Шурик та ҫӳп кӗнӗ пек куҫне чӑмӑрӗпе шӑлать те шӑлать.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫула ӗнтӗ чалӑш тӑман шӑлать, нумай тӗлте ӑна сан хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗнӗ шӑпӑр яланах лайӑх шӑлать теҫҫӗ, ҫавна ан ман, Лида.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗнле калаҫҫӗ-ха, ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать, теҫҫӗ-и, эсир йӗркене кӗртӗр участока, коллективпа пӗр чӗлхе тупӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Амӑшӗ лаҫра апат пӗҫерет, ашшӗ халӗ кӑна тӑнӑ пулас, ҫемҫе алшӑллипе тӑрӑшсах мӑйне, хул-ҫурӑмне шӑлать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл урай шӑлать, хӑш чухне сӗрсех каять (мунчалине пӑрса типӗтме унӑн вӑйӗ ҫитмест те, кӗтессене, хӑма хушӑкӗсене кӳлленчӗксем юлаҫҫех ҫав).

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Хуралҫӑ кӑштах лӑпланать, кӗсйинчен кӑларнӑ ал тутрипе питне шӑлать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Иливан ирхи сулхӑнпа картиш шӑлать, пуҫра пӗр шухӑш — Сарье.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ох, шӑрӑх та паян, — тарланӑ пит-куҫне шӑлать врач.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

— Урай шӑлать, ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Питне-куҫне тутӑрпа шӑлать.

Утер лицо платком.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах чеелӗхӗ виҫ ҫухрӑмран паллӑ: чӗлхипе шӑлать, кӑвӑл та кӑвӑл тӑвать, куҫӗ пылак.

Не говорит, а голубем воркует; и глазки такие сладкие-сладкие.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тутӑрпа шӑлать васкавлӑн Хӗр тарланӑ кантӑка.

Куҫарса пулӑш

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Тутар ҫамкине шӑлать, пӗрре кимӗ еннелле, тепре ҫыран хӗрринче тӑракан ҫынсем ҫине пӑхса илет.

Татарин вытер взмокший лоб, вдруг растерянно глядя то на лодку, то на стоящих у костра людей.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мариҫ амӑше хӑй чикки ҫине хӑйӑ чӗртсе хӗстерет те куҫне ҫанни вӗҫӗпе шӑлать.

Мать Марись, укрепив лучину в светец, смахнула рукавом слезу.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларса сӑмсине шӑлать.

Ивук, достав из кармана брюк белый платок, громко сморкается.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Калаҫмасть вӑл, тилӗ пек шӑлать.)

Не говорит, а лисой стелется.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех