Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сан пуҫу тӗлне вилӗм пӗшкӗнсен, ӑна ҫӗнтермешкӗн хӑвӑн урӑх вӑю юлмасан, чӗрӳнте ҫапах та юлашки хевтӳ юлсан — вӑл эпӗ пулӑп, хамах сана ҫӑлӑп та.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эс кала чӗрӳнте мӗн пуррнне.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӳпкелешӳ те кӳлешӗ, юншӑхласси пуҫланчӗ: — Чӗрӳнте мӗн пуррине тӳррипе йӑлтах каласа пар, эсӗ манран сивӗннине эпӗ хуллен-хулленех чӑтса ирттерӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сана ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн, — терӗ вӑл мана.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Сӑмах сан ҫывӑхӑнта, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварӑнта, санӑн чӗрӳнте» тет, ҫав сӑмах — эпир ӗненме вӗрентекен сӑмах.Близко к тебе слово, в устах твоих и в сердце твоем, то есть слово веры, которое проповедуем.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ санӑн чӗрӳнте ӑстӑн ҫутине ҫутӑп, вӑл эсӗ мӗн ҫырма пуҫласа вӗҫне ҫитиччен те сӳнмӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! эпӗ вӗрентнине ан манӑҫла, чӗрӳнте эпӗ ӳкӗтлени упрантӑр: 2. ҫавӑ сана вӑрӑм кунҫулпа тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ парӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. 9. Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ Соломона каланӑ вара: сан чӗрӳнте ҫакӑ пулнӑшӑн, эсӗ пуянлӑхпа пурлӑх, чап тата хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, тата вӑрӑм кунҫул та ыйтманшӑн, Эпӗ сана патшана лартса хӑвӑн аллуна панӑ Ман халӑхӑма йӗркелесе тытса тӑма ӑслӑлӑхпа пӗлӳлӗх ыйтнӑшӑн 12. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ те пулӗ санӑн, пуянлӑхпа пурлӑхне, чапне вара Эпӗ сана ҫав таран парӑп, — ун пекки патшасенӗн санччен те пулман, сан хыҫҫӑн та пулмӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ; 18. анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл; 19. ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патша кил-йышне шыв урлӑ каҫарма тата ӑна пулӑшма кимӗ ярса парсан, патша Иордан урлӑ каҫнӑ-каҫманах Гера ывӑлӗ Семей ун умне [ӳпне ӳксе] пуҫҫапнӑ, 19. вара патшана ҫапла каланӑ: усал ӗҫ тӑвакансен шутне ан кӗртсемччӗ мана, хуҫамӑм; ҫав кун, патша хуҫамӑм Иерусалимран кайнӑ чухне, санӑн чуру ҫылӑх турӗ, ан асӑн ҫакна, патшамӑм, ҫавна хӑвӑн чӗрӳнте ан тытсамччӗ; 20. ӗнтӗ санӑн чуру хӑй ҫылӑха кӗнине пӗлет, акӑ паян эпӗ патша хуҫамӑма кӗтсе илме Иосиф килӗнчен чи малтан килтӗм, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эппин, хӑв та, хӑвӑнпа килнӗ чурусем те ирхине ирех тӑрӑр та [эпӗ кӑтартнӑ вырӑна кайӑр, санӑн чӗрӳнте нимӗнле начар шухӑш та ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн эсӗ маншӑн лайӑх]; ирхине тӑрӑр та ҫутӑлса ҫитсессӗн тухса кайӑр.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Самуил вара Саула ҫапла хуравласа каланӑ: витӗркуранӗ эпӗ вӑл, ман умран сӑрт ҫине ут; эсир паян манпа пӗрле апатланӑр, сана ирхине кӑларса ярӑп, хӑвӑн чӗрӳнте мӗн пуррине сана йӑлтах каласа парӑп; 20. виҫӗ кун маларах ҫухалнӑ ама ашакусем пирки ан пӑшӑрхан, вӗсем тупӑннӑ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сана йӑвашлантарас тесе, санӑн чӗрӳнте мӗн пуррине, эсӗ Унӑн ӳкӗчӗсене упрассипе упрамассине тӗрӗслесе-сӑнаса пӗлес тесе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, акӑ ӗнтӗ хӗрӗх ҫул хушши сана пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, эсӗ ҫак пӗтӗм ҫула асӑнта тыт; 3. Вӑл сана йӑвашлантарса тӑчӗ, выҫӑпа тертлентерчӗ, унччен эсӗ хӑв та, аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе усрарӗ: ҫапла сана этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ [сӑмахпа та] пурӑннине кӑтартса пачӗ; 4. хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сан ҫире тумтирӳ кивелмерӗ, уру шыҫӑнса аптӑратмарӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте [тата санӑн чунунта] пулччӑр; 7. вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ; 8. астуса тӑмашкӑн эсӗ вӗсене аллу ҫумне ҫых, вӗсем санӑн ҫамкуна ҫыхмалли хӑю пулччӑр, 9. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2