Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каччӑ хапха умнех ҫитсе тӑнӑ хӗре хирӗҫ пӑхать.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Саня та ҫӗре анасшӑнччӗ ҫеҫ — кӗлет умнех пӗр тӑрантас пырса тӑчӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вӑл купӑс каланӑ чух эпир, ачасем, ун умнех пырса тӑратпӑр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кулкалатпӑр: пултарать пирӗн кукка, ай, пултарать, ун пек вӑйӑҫ пуласчӗ!
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Пычӗ ҫав, унран юлмасӑр пычӗ Павӑл, каялла урай урлӑ каҫрӗ, Хлихха умнех ҫитрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Тоня Думитру умнех пырса тӑнӑ.
XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Пӗр пек мар ҫав, пӗр пек мар, Максим Андреевич, — партком секретарӗ умнех пырса тӑчӗ бригадир.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Акӑ, тулли панелевоз хумлӑ тинӗсри карап пек тайкаланса, пӗр ӳпӗнсе те каҫӑрӑлса, пӳрт умнех ҫитсе чарӑнчӗ те — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ комбинезонпа ҫутӑ сарӑ каска тӑхӑннӑ яшсем вӗҫен кайӑксем пек сӑрӑнчӗҫ, пит те майлӑ вырӑн тупрӗҫ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Калаҫнӑ май хӑй халат кӗсйинчен пусма татӑкӗ кӑларать те сӗтел-пукана киленсе шӑлать, пусмине куҫӗ умнех тыта-тыта пӑхать: тусан нумай ларман-и?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл, черккесене эрех тултарса, кашнин умнех лартса тухрӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
— Ӗҫ эс, — стакана мучи умнех куҫарса лартрӗ ҫамрӑк арҫын.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫак сӑмахсене илтсен лешсем, алӑк умнех ҫитсе тӑнӑскерсем, мӑштӑр-мӑштӑр каялла ҫаврӑнчӗҫ те шӑлӗсене килпетсӗр, макӑл, мӑшкӑллӑн-йӗкӗлтевлӗн ейрӗҫ:
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Утӑ капанӗ умнех ҫитсе ӳксен Полина темрен такӑнчӗ (тӗрӗссипе юри такӑнҫи турӗ) те палтӑрт пуҫ хӗрлӗн йӑваланса ӳкрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Е эп ҫуралса ӳснӗ вырӑнсенчи вӑрман та илӗртмест сана? — хӗрарӑм умнех пырса тӑчӗ Борис.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Кунта танлаштараймӑн ӗнтӗ, вӑл сакӑр тенкӗ, эпир аран-аран тӑватӑ тенке ҫитеретпӗр, — Владимир Сергеевич умнех тухса тӑчӗ Люба.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мастер наладчик умнех пырса тӑчӗ, хӑй сисмесӗрех йӑлл кулса илчӗ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫапла сӑмах ваклакаласа-тимлешсе ларнӑ вӑхӑтра вӗсен умнех тӗклӗ ураллӑ автан пырса тӑчӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
— Ӑнланаймарӑм сана, Марук, мӗн пирки эсӗ? — витрисене алӑк умнех лартрӗ Ваҫҫа.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Лена пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр шухӑша кайса тӑчӗ, унтан темӗн аса илсе утма пуҫланӑ мучи умнех пырса тӑчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ваня чӑтаймасӑр Варвари умнех ҫитсе тӑчӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ тӗксӗмрех хура ҫӳҫне таса мар аллисемпех каялла пӗтӗркелесе чикрӗ те, хӗрача умнех утса пырса, мӑнаҫлӑн каҫӑрӑлса тӑчӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.