Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умнех (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑстӑнӗ йӗркелене пуҫланӑ май вӑл ӗнер мӗн пулса иртнине, мӗнле майпа амбар умнех выртса ҫывӑрнине те аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ, авӑ, Чутей Шаккурӗнчен те хӑрамарӑм, хам ун сехрине хӑпартса хӑвартӑм, аннерен вара ҫаплах, ача чухнехи пекех, хӑратӑп, тата Сахар тете сӑмахӗнчен иртейместӗп эпӗ, — терӗ те Петӗр, Сергей умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ывӑлӗ умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, хӑйӑ чӗрме ҫӗҫӗ тытнӑ аллипе сулкаласа, упӑшки умнех пырса тӑчӗ — Сахар пӗр утӑм каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мирун, йӑпӑр-япӑр сиксе тӑрса, чышкисене чӑмӑртарӗ, куҫӗсене усаллӑн чарса пӑрахса, ашшӗ умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ сайра шӑлӗсене шӑтӑртаттарса илчӗ, сылтӑм чышкине чӑмӑртарӗ, Озеров умнех пырса тӑрса, кашкӑрӑнни пек ҫунакан куҫӗсене ун ҫине тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кашни урамри хӗрсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хӑйсем хӑнӑхнӑ вырӑнсене — ӗлӗкрех аппӑшӗсемпе мӑн аппӑшӗсем пуҫтарӑннӑ ҫуртсем умнех — пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, Антун сасартӑк шартах сикрӗ: чавса тӑршшӗ пулӑ вӗсен умнех ярӑнса килчӗ, хӳрипе ҫурӑмне кӑтартса илчӗ те шыва ҫурса каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗнле кайса килтӗр, Иливан? — ун умнех пырса тӑрса Питтапай каламан сӑмахсене каларӗ хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Машинне правлени алӑкӗ умнех тӑратса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ивук Янтула хапха умнех тухса ӑсатса ячӗ.

Ивук проводил Яндула до самых ворот.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл пӗртен-пӗр куҫне ялкӑштарса Ивук сӑмси умнех кӗтеслӗ-кӗтеслӗ кистен илсе пычӗ, пӗр кӗтессине хытса ларнӑ хура ҫӳҫ пайӑркине кӑтартрӗ.

И, сверля Ивука глазом, поднес к самому его носу ребристый кистень с прилипшими на нем кровью и прядью черных волос.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Часах сӗтелсем ҫине кашнин умнех пӗрер курка сӑра тата пӗрер черкке эрех пыра-пыра лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турӑ ҫырни алӑк умнех килсе выртать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурҫӑ учӗпе килӗ умнех ҫитесси ҫинчен ҫав ҫулсенче кашниех ӗмӗтленнӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Ухӑ йӗпписенчен ҫаврака тимӗр питлӗхсемпе хӳтӗленсе пӗр туппине крепость хапхи умнех вырнаҫтарса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑссен Захарьин воевода ертсе пыракан пӗр ушкӑнӗ крепость хапхи умнех ҫитсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

…Яхутене тӗкӗрҫӗсем хӑйӗн килӗ умнех антарса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑп суфлер будки умнех ӳкрӗ хучӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӑрӑн, гимназист! — кӑшкӑрчӗ юланутҫӑ, лашипе ун умнех чуптарса пырса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех