Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмана сăмах пирĕн базăра пур.
тӑмана (тĕпĕ: тӑмана) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпӑлтатакан йывӑҫ ҫулҫисем ӑшӗнче шуйттансем пӑшӑлтатаҫҫӗ, кашни тӗттӗм кӗтесрех усалсем пытанса тӑраҫҫӗ, инҫетре йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнет, ӑна хирӗҫ тӑмана хӑрушшӑн тӗвиклетет.

В шорохе листвы слышались голоса духов, привидения таились по темным углам, глухой лай собаки доносился откуда-то издали, и филин отзывался на него зловещим уханьем.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Инҫетре тӑмана тӑвиклетрӗ, пӗр ҫав сасӑ ҫеҫ таврари шӑплӑха пӑсрӗ.

Кроме уханья филина где-то вдалеке, ни один звук не нарушал мертвой тишины.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Те тӑмана ҫухӑрни, те кашкӑр улани…

То ли кричала сова, то ли волк выл…

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

«Ӑмӑрт кайӑк пек ӑслӑ пулӑр, тӑмана пек тӗклӗ пулӑр», — пилленӗ ӗлӗк ваттисем ҫамрӑксене.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Тӑмана чӑвашсемшӗн кӑна ухмаха сӑнарлать.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

39. Унта ҫеҫенхирти тискер кайӑксемпе шакалсем пырса вырӑнаҫӗҫ, унта тӑмана пурӑнӗ, анчах ӗмӗр-ӗмӗрне те, сыпӑкран сыпӑка та ҫын пурӑнмӗ.

39. И поселятся там степные звери с шакалами, и будут жить на ней страусы, и не будет обитаема во веки и населяема в роды родов.

Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эпӗ пушхирти тӑмана евӗрлӗ пултӑм; ишӗлчӗк ҫинчи ӳхӗ пек тӑрса юлтӑм; 8. ӗнтӗ ҫывӑраймастӑп, ҫурт тӑрринчи пӗр-пӗччен кайӑк пек ларатӑп.

7. Я уподобился пеликану в пустыне; я стал как филин на развалинах; 8. не сплю и сижу, как одинокая птица на кровле.

Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ ҫывӑхрах тӑмана чуна ҫӳҫентермелле сасӑпа вӑрӑммӑн: «У-у-ух! У-у-ух!» — тесе ӳхӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Тӑмана каялла таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

— Эй, тӑмана тус, ан васка! — кӑшкӑрчӗ шӳтлеме юратакан Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Унччен те пулмарӗ, тӑмана хаяррӑн ӳхӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Ҫав вӑхӑтра Ваҫҫа тавраран ҫаврӑнса тӑмана хыҫнех пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Унччен хускалмасӑр ларнӑ тӑмана пуҫне унталла-кунталла пӑркаларӗ те ман ҫине пысӑк куҫӗсемпе шӑтарасла пӑхма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Эпӗ тӑмана ҫывӑхнерех пырса ташланӑ пек туса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Эсӗ тӑмана ҫывӑхнерех пырса ташланӑ чухнехи пек хуҫкаланса тӑр, — ӑнлантарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

— Ваҫҫа, тӑмана! — юлташӑма, Таниле Ваҫҫине, тӑк тӗкрӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Ямаш вӑрманне мӑйӑр пухма кайсан пысӑках мар хурама ҫинче тӑмана ларнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Ихӗрех вӑрманта, тӑмана, Сассуна эп чикмес хӑлхана: — Уху-ух!

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑратса, шуйхатса вӑрмана, Сас паратчӗ таҫта тӑмана: — Уху-ух!

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юрламасан та пултарнӑ вӗт-ха кунта шӑпчӑк, тӑмана та юратнӑ хӑвӑлӗ-килӗсӗрех тӑрса юлма пултарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех