Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмана сăмах пирĕн базăра пур.
тӑмана (тĕпĕ: тӑмана) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнтӗ «кӗрхи чалланнӑ вӑрман» паҫӑрхинчен те чурӑсрах, кӑрарах кашласа кайрӗ, унтан харӑсах упа мӗкӗрни те, кашкӑр улани те, мулкач кӑвакал нартлатнӑ пек ҫухӑрашкалани те, карӑк качлатни те, тӑмана ӳхлени те илтӗнчӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Иккӗшӗ (пӗри пӑрӑнчӑк куҫлӑ, тӑмана ӗренкеллӗ, чанккама ураллӑ; тепри йӑпар пит-куҫлӑ) милиционерсем тӑхӑнакан тумпа, тепри, тӑсмакрах хӑрпашка питли, тӑрна мӑйли, тӳрткен сӑмсалли, хӗрлӗрех ҫӳҫне кӑшӑлласа кастарни, ҫара пуҫӑн, тӳмисене хура галстукпа хупланӑ нейлон кӗпепе, хура брюкипе, уринчи туфлийӗ хур лаппине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӑмана каҫхи ухутана тухнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ил аллуна, тӑмана.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

«Мӗн эсӗ, тӑмана пек, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе чӑл-чӑл пӑхса ларатӑн!»

«Что ты, словно совёнок, всю ночь глаза таращишь!»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пуҫӗ тӑмана пуҫӗ пекрех, кӗлетки ҫӑмламас.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Пӗлетни эс, тӑмана, юрату мӗнне?

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Таҫта инҫетре, раща варринче, тӑмана ухухлатни янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ тӑмана валли кӗрепле, кӗреҫе, терка, тимӗр губка кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Ҫул урлӑ, куҫӗсене кӑвар пек ялкӑштарса, ҫӗрлехи тӑмана таҫталла вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Суккӑр тӑмана! — вӑрҫрӗ ӑна Тукай.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем пирӗн ҫине тапӑнса килме пӑрахмаҫҫӗ пулсан эпир те, тӑмана пек, тӗлӗрсе лармӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илсе кайӑр, — терӗҫ Петюкпа Ехрем, Лев Борисовича икӗ тӑмана тыттарса.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Мӗн тупмалли пур вӗсене, вӑл йӑх тӑмана халь пирӗн ялта пӗр кӗтӳ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

«Тӑмана — ҫӗрлехи кайӑк, кӑнтӑрла курмасть», — теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫук, пур пӗрех хӑтӑлса юлаймаҫҫӗ вӗсем те, тӑмана мӗнле ҫивӗч куҫлине хӑвӑр пӗлетӗр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Тӑмана кӑшкӑрни усала мар, ырра пӗлтерчӗ», — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Настаҫ кинеми.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

«Ку тӑмана кӑшкӑрни ырра марах пуль тесе ҫул тӑршшӗпех шикленсе пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

— Халь ӑҫта вӑл тӑмана?

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Хӑй ҫапла кӑшкӑратчӗ вӑл тӑмана: «Твик! Твик!..» янрататчӗ кӑна вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех