Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлар (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑвай ак ҫапла калаҫса татӑлар: малашне чи кирлӗ ӗҫсене иксӗмӗр пӗрле канашласа туса пырӑпӑр эпир.

— давай договоримся так: на будущее по всем важным делам будем вдвоем советоваться.

Тынэтӑн учитель пур // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Ну, мӗнех вара, тепӗр ҫур сехете яхӑн ларма ирӗк паратӑп эпӗ сире, — терӗ вӑл, — анчах малтанах калаҫса татӑлар: эсир уншӑн мана хӑвӑрӑн ушкӑна йышӑнатӑр.

— Ну что ж, посидеть еще с полчасика я вам разрешу,— сказал он, — но только с таким условием, что вы примете меня в свою компанию.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анчах — калаҫса татӑлар: унта, хӗр патӗнче, Девушкин…

Ну только уговор: там у неё Девушкин…

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Атьӑр татӑклӑн калаҫса татӑлар.

Давайте договоримся окончательно.

Кают-компанири калаҫу // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тӳрех калаҫса татӑлар: ушкӑнпа ҫӳресе пӗр-пӗрне чӑрмантармалла мар.

Сразу же и условимся: толпой не ходить, друг другу не мешать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Малтанлӑха сирӗнпе ҫапла калаҫса татӑлар: эсир хӑвӑра тивӗҫ ӗҫе, инженерсен ӗҫне туса пыратӑр техникӑна, строительствӑра мӗн пуррипе мӗн ҫуккине тишкӗретӗр, проектпа паллашатӑр.

— Условимся с вами на первое время: вы занимаетесь инженерными делами, вникаете в технику, в обстановку строительства, разбираетесь в проекте.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Айта халь манпа пӗрле, анчах та малтанах калаҫса татӑлар.

Пойдем сейчас со мной, но давай условимся,

5. Тӗлпулу // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

— Ҫӑлатӑп, монсеньор, анчах… — ку сӑмахсем хыҫҫӑн Тельмарш сасси мӑнаҫлӑн та хыттӑн янӑрарӗ: — малтан калаҫса татӑлар.

— Так, ваше сиятельство, я вас спасаю, только с одним условием, — прибавил Тельмарк серьезным голосом, — с тем условием.

IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Анчах калаҫса татӑлар: мӗн шутланине пӗр пытармасӑр каласа кӑтартмалла.

Но давайте условимся, — полная откровенность.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Анчах малтанах калаҫса татӑлар!

Только уговор!

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Акӑ мӗн, Брузжак юлташ, атя иксӗмӗр калаҫса татӑлар: эсӗ ӳлӗмрен лирикӑпа ан аппалан, юрать-и?

— Вот что, товарищ Брузжак, давай условимся в дальнейшем, что ты не будешь пускаться в лирику.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Айтӑр калаҫса татӑлар, — терӗ вӑл, сӗтел хушшинче ларакансем ҫине пӑхса.

Давайте решим, — обратился он к сидящим за столом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Харкашу кӑлариччен атьӑр мирлӗн калаҫса татӑлар: ташласси вӑл харама, эсӗ ҫак хӗрӗн йӗкӗчӗ пулас, — пӳрнине тӑсрӗ Кирюк енне, — пар ӑна кӗҫӗрлӗхе пире, дача илсе кайса ҫӗр хута киленӗпӗр те каялла тавӑрса парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Атя-ха, малтан пурин ҫинчен те калаҫса татӑлар.

— Давай сначала условимся обо всем.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Акӑ мӗнле калаҫса татӑлар; малтан эпӗ сире ыйтусем парам, унтан эпир.

Давайте условимся: сначала я задаю вопросы, а потом вы.

VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Халлӗхе алла сирӗн маршрут пирки калаҫса татӑлар, атту, тен, манӑн та ҫавӑнтанах сӗтӗрӗнме тивӗ.

— А пока давай договоримся насчет вашего маршрута, а то, может, и мне доведется тем же путем идтить.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Апла пулсан, атя ҫапла калаҫса татӑлар: эсӗ — казак, эппин, иксӗмӗр санпа, уя кайса, урпа ҫулса купалӑпӑр, эсӗ аслаҫупа пӗрле косилка ҫинче ларса ҫӳрӗн, утсене хӑваласа пырӑн.

— Ежели так — давай решим: ты — казак, вот и поедем со мной на поля, будем ячмень косить, копнить, на косилке будешь с дедом сидеть, коней будешь погонять.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Калаҫса татӑлар тульккӑш: кайран четвӗрт сӑмакун лартатӑн.

Только уговор: посля постановишь четверть самогону?

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанах калаҫса татӑлар.

Давай условимся заранее.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах малтанах калаҫса татӑлар — ҫынсене эп хам суйласа илӗп.

Только с уговором, — хлопцев давай мне на выбор.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех