Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рет сăмах пирĕн базăра пур.
рет (тĕпĕ: рет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпе аркин хӗррине хӑмач хӑю тытнӑ, пӗр-икӗ рет чӗлтӗр-чӗлтӗр хӗрлӗ эрешсем ⎼ «шӑллӑ тӑваткӑлсем» ⎼ тӗрлесе ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кӑкӑр умӗнчи пайӗ ⎼ аялалла кӑштах сарӑлса тӑракан тӑваткӑл сӑран татӑкӗ, ун ҫине виҫӗ рет шултра тенкӗ ҫакса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арӑмсем кӑкӑр ҫине тачӑ выртакан, 2-3 рет кӗмӗл тенкӗрен таракан мӑй ҫыххи тата тевет ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Мӑййа тӑрӑх икшер-виҫшер рет шултра тенкӗ ҫакса тухнӑ, вӗсен ҫумне кӗмӗле йӗс вӑчӑра, шӑрҫа ярӑмӗсем, кӳп-тӗрмесем, хӑюсем тытӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хушпу ҫине тӑватӑ рет вакӑ кӗмӗл тенкӗ ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ, ҫӳлти хӗррине хӗрлӗ вӗт шӑрҫа тирсе ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

45-54 шпангоут тӗлӗнче пассажир клеслисенче ларнӑ (24-26 рет) 11 ҫын вилнӗ.

Погибли 11 пассажиров, находившихся на пассажирских креслах (24-26 ряд) в районе 45-54 шпангоутов.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Рет кӗскелнӗҫемӗн кӗскелет.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пӗр рет тӑрса тухнӑ танкистсем патне ертсе кайрӗҫ хӑнасене.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тертлене-тертленех Куля рет те тупрӗ, амӑшӗ каланӑ пек пӗр хӗрарӑм патне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Вӗсенчен вӑл пӗр рет хурса кӗпер пекки турӗ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн темиҫе рет ҫаврашка чӳречелле, хуп-хура аякки пристаньрен ҫӳлелле хӑпарса тӑрать.

Высоко над пристанью поднимается его черный борт с несколькими рядами круглых окошек.

Европӑран Америкӑна // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗпе аркинче икӗ рет чӗнтӗр тата виҫӗ мӑшӑр ансӑррӑн хуҫлатса ҫӗленӗ йӑртӑк ҫума-ҫум тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑшт тӑрсан вӑл чӑлт шурӑ та йӗпеннӗ шур ҫеҫке пек витӗр курӑнакан кӗпепе, аркине икӗ рет кӑвак, хӗрлӗ хӑю тыттарнӑ симӗс пурҫӑн саппунпа, шӑлан ҫеҫки тӗслӗ патис тутӑрпа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Калчасене шӑвармалли вӑхӑт ҫиттӗр-ха — пӗр енче пӑрӑхсенчен шыв пӗрӗхсе тӑрать, асамат кӗперӗ кӗреннӗн-симӗссӗн ҫиҫет, тепӗр енче тракторист рет хушшине кӑпкалатать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Шурӑ чул никӗс ҫине икӗ рет кирпӗч хурса ҫаврӑннӑ ӗнтӗ, виҫҫӗмӗшне хурать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫул айккипе икшер рет йӑмра, вӗсен айӗнче пӗрене-хӑма куписем, вутӑ шаршанӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Санӑн миҫемӗш рет? — ыйтрӗ Егоров Радикрен, хӑяккӑн ҫаврӑнса.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кӗрӗк арки эрешлӗ: икӗ рет кӑвак хӑю авкаланать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хурталлӑ симӗс саппун, ӑна виҫӗ рет кӗрен хӑю ҫӗлесе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тен, ҫавӑнпа та фашистсем урӑх малалла каяймарӗҫ, оборонӑна куҫса, окопсемпе блиндажсене ҫирӗплетрӗҫ, тимӗр пралуксенчен виҫӗ рет карта тытрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех