Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтраштарма (тĕпĕ: пӑтраштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑрт чупнӑ чухне, вӗсем куҫ умӗнчен вӗлтлетсе ҫеҫ иртнӗ чухне, вӗсене пӑтраштарма пулать.

При быстром беге, когда они лишь промелькнут перед глазами, их можно перепутать.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эпир ӗнтӗ пирӗнне хӑвӑрӑннипе пӑтраштарма пуҫлатпӑр…

Мы уже начинаем путать свое с вашим…

21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Неушлӗ вара эпӗ пӑтраштарма пултаратӑп?..

Да неужели я напутал?..

19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫаксем — икӗ йышши япала, вӗсене пӗр-пӗринпе пӑтраштарма юрамасть.

Это вещи разные, их никак нельзя путать.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Киввине ватма йывӑр мар, пӑтраштарма нумай вӑхӑт кирлӗ мар.

Старое поломать нетрудно, кутерьму развести недолго.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Мехер эсӗ чӗнместӗн е пӑтраштарма хӑтлантӑн пулсан, эпӗ санӑн тирне сӳсе илетӗп.

Если же ты будешь отмалчиваться или крутить, то я с тебя шкуру спущу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пире вӗренпе кантра ытларах килӗшет, сцена ҫинче те хамӑр час-часах тӗрлӗ стиле пӑтраштарма юрамасть тетпӗр-ҫке.

А веревки — это как раз то, что требуется: надо выдерживать стиль, как говорится у нас на сцене.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл сӗтел патне ларчӗ те Нюшкӑ панӑ пӗр стакан чее тытрӗ, ӑна пӗчӗк кашӑкпа пӑтраштарма пуҫларӗ.

И, присев к столику, Лузгин принял от Нюшки стакан чаю, машинально стал помешивать ложечкой.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахалех шутлатӑр Иван Фомича ҫӑмӑлах пӑтраштарма пулать тесе…

Напрасно вы думаете, что Ивана Фомича так легко сбить с толку…

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ тырӑпа ҫум курӑкне нихҫан та пӑтраштармастӑп, сана та хушмастӑп вӗсене пӑтраштарма, атту темскер чӑмлама тивӗ — чӑн-чӑн тыррине ҫисе кураймӑн!

Я сорняк с хлебом никогда не путаю и тебе не советую, а то будешь жевать неизвестно что, а до настоящего хлеба и не доберешься!

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Штабра ӗҫлекен темле ҫын чылайччен те ӗненмесӗр тӗпчерӗ: «Кам сирӗн патра ревком председателӗ? Мӗншӗн документсем ҫук?» — тата ҫавӑн йышши темтепӗр ыйтусемпе пӑтраштарма хӑтланчӗ.

Какой-то штабной долго и недоверчиво расспрашивал его, пытался путать, задавая вопросы, вроде того: «А кто у вас был председателем ревкома? Почему документов нет?» — и все прочее в этом духе.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӗлме ҫукрах ҫав, чӑн та, пӗлме ҫукрах, — килӗшрӗ унпа бей, — пире ҫапах та пӑтраштарма ҫук; хамӑр мӗн пӗлейменне тухтӑр хӑех пире ӑнлантарса парӗ-ха.

— Да, туманно, довольно-таки туманно, — добавил Заманов, — туманно-то оно туманно, — подтвердил бей, — но мы заставим самого доктора растолковать нам то, чего мы не поняли.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паллах, япаласене пӑтраштаракан ҫыннӑн шухӑшӗсем мӗнле ҫирӗп пулсан та, тепӗр ҫынни, унтан нумайрах вӗренни, нумайрах пӗлекенни, ӗҫе лайӑхрах ӑнланаканни, ӑна ҫав япаласене пӑтраштарма пӑрахтарас тесе нумайччен тӑрӑшсан, лешин шухӑшне улӑштарать-улӑштаратех.

Конечно, как ни тверды мысли человека, находящегося в заблуждении, но если другой человек, более развитый, более знающий, лучше понимающий дело, будет постоянно работать над тем, чтобы вывесть его из заблуждения, заблуждение не устоит.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Лар-ха, старик, атту эсӗ каллех пӑтраштарма тытӑнатӑн, — хушрӗ Нагульнов.

— Садись, старик, а то ты опять заговариваться начинаешь, — приказал Нагульнов.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту эсӗ мана пӗрмай пӑтраштарма хӑнӑхнӑ.

А то ты повадился загодя сбивать меня.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑтраштарма вара эпӗ ниепле те пултарайман, мӗншӗн тесен вӗсем — манӑн такансем.

И обознаться я никак не мог, потому что это — мои подковки.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл наркӑмӑшлӑ та пулмасть, ӑна сиенлӗ кӑмпасемпе пӑтраштарма та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех