Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӳнӗ сăмах пирĕн базăра пур.
йӳнӗ (тĕпĕ: йӳнӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗрхи ҫулла чи йӳнӗ хак 11 тенкӗ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Сӑмах май, ҫакнашкал сиплев пушшех йӳнӗ мар — вӑтамран 138,5 пин тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Анчах сывлӑхӑн та хакӗ пур — вӑл йӳнӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ара, ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсемшӗн ҫурхи суха тума пуҫличчен хӑмӑлсемпе хыт хураран хӑтӑлмалли чи йӳнӗ мел пулса тӑрать-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑмӑла ҫунтарни - хӑрушӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ял хуҫалӑх продукцийӗ йӳнӗ пулни ялта пурӑнакансене ура хурать.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче ӗҫчен халӑх пурӑннӑран вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ ҫав тери йӳнӗ пулнипе кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫак сӑмахсене асра тытни ҫулсене юсанӑ чухне те вырӑнлӑ пек: йӳнӗ тесе ӗҫе ячӗшӗн тӑвас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

...Ҫӗрме пуян Ротшильд барон каланӑччӗ пулас: «Йӳнӗ япаласем туянмашкӑн эпӗ аплах пуян мар».

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫурӑлнӑ резинӑна улӑштарасси йӳнӗ мар пулин те — юрӗ, уншӑнах ҫука юлмӑн.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хама йӳнӗ ӳкет, — «чармак куҫ» ҫине-ҫинех икӗ стакан тултарса ӗҫрӗ те сивӗннӗ шӳрпене васкасах ҫиме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Сӗнтӗрвӑрринчи спирт завочӗ вара пилешрен йӑваш та йӳнӗ эрех тӑватчӗ…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унран кашни ҫын кил-йышӗнче кирлӗ ансат та йӳнӗ япаласем туса кӑтартасса кӗтес килет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Йӳнӗ е ача-пӑча роликӗ ҫинче ӑна пластмассӑран туни те тӗл пулать.

На дешёвых или детских роликах можно встретить колёса из пластмассы.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Билечӗ йӳнӗ — пилӗк пус!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Билечӗ йӳнӗ!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кӑтраланса явӑнса тӑракан ҫӳҫ пайӑркисене тирпейленӗ, йӳнӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӑвак ҫеҫкеллӗ, кӗске ҫанӑллӑ кӗпине тӳрлеткеленӗ, кӗлесӗр хӗрлӗ туфлийӗ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах вӑл, стражник йӳнӗ тӳленипе кӳренсе, темӗн мӑкӑртаткаласа тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал чухнехинчен йӳнӗ хакпа хӑҫан мул туянма пулӗ?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аттепе анне ҫуккипе усӑ курса пӗррехинче пӗр мишер мана улталарӗ: «Аҫу илсе кайма хушрӗ», — тесе йӳнӗ хакпа илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех