Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилетӗп (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнмастӑп, ҫакӑнса вилетӗп е сана вӗлеретӗп, пур пӗрех хамран кулма памастӑп…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл арӑмӗ вӑрттӑн сӑнанине сисет те ӑна ӳпкелесе калать: «Эй, кирлӗ-кирлӗ мара пӗлесшӗн ҫунакан хӗрарӑм! Мӗншӗн ман ҫунатӑмсене куртӑн? Халь ӗнтӗ эпӗ вилетӗп», — тет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сӑмах майӗн кӑна калать: «Мана кам та пулин ҫарамас курас пулсан, эпӗ ҫавӑнтах вилетӗп», — тет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Ҫакӑнта ҫуралса ӳссе, ҫакӑнта ӗмӗрӗме ирттертӗм, ҫакӑнтах, тӗп асаттемӗрсен ҫӗрӗ ҫинче, вилетӗп. Нимӗҫ хурахӗсем кунта ҫитиех килес пулсан та, мана, ват ҫынна, нимех те тӑваймӗҫ, Карчӑка тивме аллисем ҫӗкленеймӗҫ вӗсен», — тетчӗ ӳкӗте кӗме пӗлменскер.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫтаппана вӗлерсен — эпӗ те ҫакӑнтах вилетӗп

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилетӗп, пӗрех Хрестука хӑтаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫук, чун сисет, паян-ыран вилетӗп, тӑвансем.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилетӗп, тӑвансем, — пачах шала кайнӑ сасӑпа калаҫрӗ тӗкӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ҫакна чӑтса ирттерес ҫук, вилетӗп, пӑянам.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та вилетӗп пулмалла.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилетӗп.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Выҫӑ вилетӗп.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилетӗп

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилетӗп!

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Эпӗ ҫӗрле вилерен хӑранипе халӗ те ҫӳҫенетӗп, вилетӗп ӗнтӗ тесе, калама ҫук хуйхӑратӑп, чӗререн тарӑхса йӗре-йӗре илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Куртӑм ҫав, вилетӗп ӗнтӗ, — йӗрсе ятӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилессе те халь ҫын пекех вилетӗп.

И сейчас умираю как человек.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вилетӗп эп, Вася.

Умираю я, Вася…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эпӗ вилсен те хам ҫӗршывра вилетӗп, — тет чирлӗ Ярак.

— А коль и подохну, так на своей земле, — говорит больной Ярак.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Уҫ часрах, пачӑшкӑ, пӑчӑхса вилетӗп».

— Открой скорей, батюшка, задохнулся я тут совсем.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех